Телевизор тата ачасем
o Педагог трибуни
Телевизор тата ачасем
Çăварĕ çук та, чĕлхи пур,
Юнĕ çук та, чунĕ пур
Тем çинчен те хыпарлать,
Тĕрлĕ тĕслĕ кăтартать.
Ку юмах тупсăмне тупрăр пулĕ эсир. Тĕрĕс, вăл - телевизор. Халĕ вăл кашни килтех пур. Ĕлĕк 2 каналпа кăна курма пултарнă пулсан, халĕ 15 тата ытларах каналсемпе курма пултаратпăр. Çывăрас ыйхă вĕçсен телевизор тул çутăличченех сире вăхăт ирттерме пулăшать. Ачасене те тĕрлĕ мультфильмсем, сериалсем, телефильмсем кăтартса хăйĕн патне илĕртет. Пульт çине пусма кăна ан ỹркен. Каç пулсан вара пĕтĕм çемье Бразили сериалне курма васкать.
Çак йăлана психологсем "феномен телевизионной семьи" теççĕ, мĕншĕн тесен ку çынсем телевизор умĕнче кăна пуçтарăнаççĕ. Çемьери пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнусем телевидени передачисем тавра кăна пулаççĕ. Ку хутшăнусем çав тери ансат. Чăн-чăн çемьери кăмăл-туйăмсем Њтелей, савăнăç, хуйхă, пĕрлĕхлĕх, хỹтлĕх, пĕр-пĕрне ăнланни, шеллениЌ хăйсен пĕлтерĕшне çухатаççĕ, çын унти сăнарсен пурнăçĕпе, вĕсен шухăш-туйăмĕсемпе, кăмăлĕпе пурăнать. Çакă пурте çемьен кăмăл-туйăм тĕнчине чухăнлатать, унăн психологи атмосферине начарлатать. Çавăнпа та пулĕ ăрусем хушшинче ăнланмалăх çуралать.
Сенкер экран умĕнче ларни ытларах кĕçĕн çулхи ачасене сиен кỹрет. Телевизор ачан тĕп нерва системи çине нумай кирлĕ мар информаци пухать, ытларах вара - курав тата итлев анализаторĕсем çине. Çавăнпа та ĕнтĕ ăсчахсем ачасене эрнере 2-3 хутчен сехет çурă хушши кăна телевизор курма юрать тесе калаççĕ. Енчен те сирĕн ача ку йĕркене пăхăнмасть пулсан унăн урокри тимлĕхĕ чылай чакать, вĕренỹре ниепле те ĕлкĕрсе пыраймасть.
Паллах, ачасем хăйсен тĕнчинче пурăнаççĕ. Эпир, çитĕннисем, вĕсене пурнăçри йывăрлăхсенчен хỹтĕлеме тăрăшатпăр. Анчах кунсерен вĕсем телевизорпа тĕрлĕ хăрушă тата киревсĕр пулăмсем кураççĕ Њтерроризм, çынна вĕлерни, пусмăрлани, хăрушă чухăнлăх тата ытти теЌ. Çакăн йышши хыпарсем кунран-кун ача чĕринче пăлхав, хумхану, канăçсăрлăх, шикленỹ туйăмĕсене çуратаççĕ.
Çавăн пекех çитĕнекен ăрушăн эротикăллă фильмсем курни сиенлĕ, вĕсем вăхăтсăр ар çыхăнăвне кĕме, киревсĕр ĕçсем тума хистеççĕ.
Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет: кашни ашшĕ-амăшĕн хăйсен тĕпренчĕкĕ пушă вăхăта мĕнле ирттернипе, сенкер экранпа мĕн курнипе кăсăкланмалла, ун умĕнче мĕн чухлĕ ларнине сăнамалла. Тĕрлĕ кинофильмсем вырăнне ачасене кĕнекесем вулама сĕнмелле, пĕчĕкреххисем валли ашшĕ-амăшĕн кĕнеке вуламашкăн вăхăта шеллемелле мар.
ЧР Президенчĕ Н.Федоров "Сывă, пĕлỹ илнĕ, ăс-хакăл енчен пуян çамрăк кăна Чăваш Ен çитĕнĕвĕ пулма пултарать", - тесе ахальтен каламан.
Н. ГЕОРГИЕВА,
Арапуç шкулĕнчи
педагог-психолог.