Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пуласлăх - пĕрлĕхре

Пуласлăх - пĕрлĕхре
 
  Район администрацийĕн анлă ларăвне райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕсем, пайĕсемпе управленийĕсен, муниципаллă учрежденисен, федераллă службăсен пуçлăхĕсем, поселок, ял администрацийĕсен, районти промышленность, ял хуçалăх предприятийĕсен руководителĕсем, район прокурорĕ С.Павлов тата районти 14-мĕш номерлĕ ĕçлесе юсанмалли инспекцийĕн начальникĕ Ю.Табаков хутшăннă.
Кун йĕркинче палăртнă ыйтусемпе районăн хăй тытăмлăх пуçлăхĕ А.Егоров паллаштарчĕ.
Районăн 2004 çулхи 9 уйăхри социаллă-экономикăллă аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе - кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа - райадминистрацин экономика пайĕн начальникĕ П.Петров паллаштарчĕ. Строительство, промышленность, ял хуçалăх, пĕчĕк предпринимательлĕх, потребительсен, ĕçпе тивĕçтерекен рыноксемпе ытти отрасльсен кăтартăвĕсем çинчен, демографи лару-тăрăвĕ, районта вăтам ĕç укçи мĕн чухлĕ тỹленине тата ытти пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатса Петр Николаевич уçăмлăн ăнлантарса каласа пачĕ.
Иккĕмĕш ыйтупа - "2004 - 2010 çулсенче агропромышленность комплексне аталантармалли районти тĕллевлĕ Программа" мĕнле пурнăçланса пынипе район хăй тытăмлăх пуçлăхĕн заместителĕ - ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ В.Адюков тухса калаçрĕ. Вăл тухса каланинчен çакă паллă пулчĕ: районти хуçалăхсенче паянхи лару-тăру çав тери çивĕч. Районти мĕн пур 18 хуçалăхран паян 3-5-шĕ кăна ура çинче çирĕп тăрса малалла аталанма пултараççĕ. Машинăпа трактор паркне çĕнетеççĕ, производствăна ỹстереççĕ, хăйсен ĕçченĕсене ĕç укçине вăхăтра тỹлеççĕ тата ытти те. Вĕсем хушшинче: "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики, "Арабоси" агрофирма, "Шигали", "Родина" хуçалăхсем. Ытти хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх йышĕ те самай чакнă, сĕт сăвăмĕ те питĕ япăх. Выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ пулсан та, унăн пахалăхĕ начар.
Ларура Чăваш Республикин Президенчĕн "Парксемпе садсен çулталăкĕ" Указĕ районта мĕнле пурнăçланса пыни çинчен райадминистрацин çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ В.Николаев каласа пачĕ. Кивĕ Вăрмар, Çĕнĕ Кинчер ялĕсенче - 5 тата 10 гектар çĕр çинче - хуçалăхсем тăрăшнипе çĕнĕ парксем чĕртнине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех Шăхальти вăтам шкулта вĕренекенсем çырма хĕррипе 15 пин тĕп хыр йывăççисем лартса хăварма пултарнă. Çитес 2005 çула хатĕрленсе, ЧР Президенчĕн Указне анлăн пурнăçа кĕртсе бюджетран йывăç-тĕм туянма - 50 пин, чечек вăррисем илсе клумбăсем лартма 10 пин тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех В.Николаев районти ялсене тирпей-илем, хăтлăх кĕртессишĕн ял администрацийĕсен пуçлăхĕсенчен нумайăшĕ тăрăшманнине, райадминистрацин пуçлăхĕн хушăвĕсене пурнăçласа пыманнине пĕлтерчĕ.
2004 çулхи кĕркунне çамрăксене çар ретне тăратмалли тата 1988 çулта çуралса ỹснисене 2005 çулта пĕрремĕш хут çар учетне илмелли пирки тухса калаçрĕ районти çар ĕç комиссарĕ М.Пуклаков. Ял администрацийĕсен Призывник кунне ирттермелли, çĕршыва хỹтĕлекенсене çара чыслăн ăсатмалли пирки каларĕ.
Районта ĕçлесе юсанмалли тивĕçе мĕнле пурнăçланипе, Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн хушма статйисемпе паллаштарчĕ ĕçлесе юсанмалли инспекцийĕн начальникĕ Ю.Табаков.
Ларура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене пăхса тухса тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.
Юлашкинчен, райадминистрацин пуçлăхĕ А.Егоров пĕтĕмлетỹ туса сăмах каларĕ, ачасен, мăнуксен, мăнуксен ачисен пуласлăхĕ, районăн малашлăхĕ пурте пĕрле пĕр тĕвĕре, пĕр çыхăнура пулса тăрăшса ĕçленинчен кăна килнине çирĕплетрĕ.
 
В. ГУРЬЕВА.



16 октября 2004
00:00
Поделиться