Унтанпа 37 çул иртрĕ
Унтанпа 37 çул иртрĕ
Çулталăкĕпех ем-ешĕл тумлă хырлăхпа чăрăшлăха пырса кĕретĕн е хĕл сиввинче тунсăхлăн тĕлĕрекен çăкалăха пăхса киленетĕн - йĕри-тавра куç тулли илемлĕх, ытарайми пуянлăх. Кăмăл çĕкленет вăрманта. Çавăнпа эпĕ унта час-часах пулма тăрăшатăп. Акă, Вăрмар поселокĕнчен инçех мар 28 гектар ем-ешĕл çамрăк хыр вăрманĕ сарăлса выртать. Ун çумĕнче Ара шывĕ авкаланса юхать.
1967 çулта "e;37 çул каяллаЌ лартнă ку вăрмана. Ара шывĕн юпписем халиччен Мичурин ячĕллĕ колхозăн уй-хирĕнчен пулăхлă тăпрана тонни-тоннипе юхтарса кайнă. Çырма пуçĕсемпе çыранĕсене ыраш та, люцерна та акса пăхнă. Анчах усси çав-çавах сахал пулнă. "Тата мĕн акмалла?" - пуçа ватнă ун чухнехи правлени членĕсем.
Ку ыйтăва татса пама колхоз правленийĕ ятарласа лару ирттернĕ. Эçпепе ялĕнчи чи ватă та ăслă çынсенчен пĕри - Танюк пичче - тенкел çинчен тăнă та сăмах илнĕ: "Ман шутпа, ачасем, тăмлă та хăйăрлă вырăна чăрăшсемпе хырсем тата пихтăсем лартсан аван пулмалла. Вĕсем вăй илсен хăвăрт ỹсеççĕ, çырма пуçĕсемпе хĕррисене текех ишĕлме памĕç, тавралăх та илемленĕ".
Ĕçе йĕркелеме правлени членĕсем Танюк пичченех хушнă. Вăл Энĕшпуç лесничествинчен темиçе пин тĕп çамрăк хунав кỹрсе килнĕ. Лартмалли техники те килсе çитнĕ. Хунавсене çурхи нỹрлĕ тăпрана тайлăм вырăнсене лартса тухнă.
Çул хыççăн çул иртнĕ. Халĕ 37 çулхи хырсемпе пихтăсем пĕлĕтелле кармашаççĕ. Вăрман - умри сĕтел пекех. Мĕн чухлĕ вăй хуратăн, хăй çимĕçне çавăн чухлĕ е ытларах та тавăрса парать. Анчах, шел, йывăçсем ỹссе çитĕнсе вăрман пулнине курма тỹр килмерĕ Танюк пиччен. Ватăлса сывлăхĕ япăхланнипе вăл пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.
Çакна каласа хăварас килет. Чылай çĕрте ỹссе çитнĕ йывăçсене касса кайса сăтăр тăваççĕ. Иртнĕ çул, акă, Ара çырминче район Акатуйĕ пулнă кун ятарласа çак вăрмана кĕрсе витĕр тухрăм. Пăхса çỹрерĕм те шалт тĕлĕнтĕм. Кунти 37 çул каялла лартнă хырсемпе пихтăсене вырăн-вырăнĕпе вуншар тĕп каснă, тураттисене урлă-пирлĕ пăрахса хăварнă. Кун пек тĕслĕхсене Кивĕ Вăрмар, Çĕнĕ Вĕренер ялĕсене каякан çул хĕрринчи вăрман тăрăхĕсенче тĕл пулатăн. Çапла çут çанталăк илемне пĕтерсе пырсан, этем пурнăçĕ те чухăнланать, тĕксĕмленет.
Этем тата çут çанталăк - уйрăлми çирĕп сыпăксем. Унăн ячĕ - пурнăç. Вĕсен кăмăлĕ мĕнле пуласси пĕр-пĕринпе тỹрремĕнех çыхăннă. Çавăнпа та çынсен экологи культурине ỹстересси çинчен самантлăха та манмалла мар.
Çĕр суранĕ - пирĕн суран. Анчах темшĕн çак чăнлăха пурте ăнланасшăн мар.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров культурăна аталантарассине, тăван тавралăха илемлетессине тата унăн пуянлăхне ỹстерессине пысăк вырăна хурать. Тинтерех кăна-ха 2005 çула "Парксен тата садсен çулталăкĕ" пулнине пĕлтерчĕ. Унта Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне саккуна пăсса йывăçсем каснине тата йывăçсемпе тĕмсене пĕтернине тĕрĕслесе тăрассине вăйлатма хушнă.
Çак Указ йывăçсем лартса ỹстерес тĕлĕшпе кашнин яваплăхне ỹстерме хушать.
Г. ЧЕРНОВ, ОБЩЕСТВăЛЛА КОРРЕСПОНДЕНТ.