Ялта пурăнакансене пахалăхлă шыв
Ялта пурăнакансене пахалăхлă шыв
Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Васильевич Федоров чăваш халăхĕшĕн тăрăшни, унăн ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерсе чылай çăмăллăхсем туса пани куç кĕрет.
Мĕн ĕлĕкренех çĕр çинче ĕçлесе йывăр асап тỹснĕ чăваш çакăн пирки шутлама та пултарайман, кун пекки ăна тĕлĕкре те тĕлленмен. Чăваш халăхĕ телейлĕ, савăнса пурăннине курсан чун хĕпĕртет. Халăха тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтересси, унăн кулленхи çивĕч ыйтăвĕсене татса парса çăмăллăх туса парасси - пирĕн Президентăн пĕрремĕш тĕллевĕ. ЧР Президенчĕн "Чăваш Республикин ялĕсене газ кĕртессине вĕçлесси çинчен" Указĕ паянхи пурнăçа анлăн кĕрсе пырать. Халĕ, акă, чăваш ялĕсене газ кĕртессине вĕçлессипе пĕрлех чăвашсене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерессине татса парассишĕн тăрăшать. Çак тĕллевпе Н.Федоров Президент "Чăваш Енре пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси" çĕнĕ Указа алă пусса йышăннă. Ман шутпа, ку питĕ тĕрĕс. Ыйтăвĕ ку чăнах та çивĕч. Шывсăр пурнăç çук. Этемĕн мĕн пур сывлăхĕ, пурнăç шайĕ шыв пахалăхĕнчен килет. Ку чăнлăх. Акă, нумай пулмасть, шыв пахалăхĕшĕн тăрăшса, çынсене ĕçмелли паха, тăрă шывпа тивĕçтерес тесе çак çул çăл куçсене Њвĕсем пирĕн 8Ќ йăлтах тасатрăмăр, хăшĕ-пĕрне юсарăмăр тата ытти те. Çапла пулмасăр. Çăл куçри тăрă та таса, тутлă та пахалăхлă шывран лайăххи мĕн пултăр? Кăçал район администрацийĕн пуçлăхĕн А.Егоровăн "Таса çăл куç" операцие ирттерме тунă йышăнăва пурнăçласа ялти мĕн пур çăл куçсене, пĕвесене, юхан шывсене тасатас тата тирпейлес тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăçларăмăр.
Халĕ, акă, ЧР Президенчĕн Указне те халăх кăмăлласа йышăнчĕ. Çак Указпа килĕшỹллĕн Кивĕ Вăрмар ялне шыв кĕртес тесе чи малтанах Шупашкарти "Агропромпроект" ĕçченĕсем килсе проект туса хатĕрлерĕç. Çак тĕллевпе хулари проектировщиксен виçĕ хутчен те килсе кайма тиврĕ. Çапла май, малтанхи документсене хатĕрлесе сметăсем те тунă. Шыва Вăрмар поселокĕнчен туртса килсе чи малтанах шкула, унтан Ешкипе урамне яратпăр. Пурĕ 7 колонка лартмалла. Унтан вара шыв трасси çумне çыхăнтармалла. Ку ĕçе 2005 çулхи çуркунне, юр ирĕлсе пĕтсен, туса ирттерме палăртнă. Хальлĕхе пирĕн ялта 17 колонка, 33 тараса.
Ялти халăхăн ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес, пурнăçне çăмăллатас, кăмăлне çĕклес тесен ЧР Президенчĕн Указне пурнăçа анлăн кĕртсе пымалла, ыранхи куна çирĕп шанчăкпа кĕмелле.
Г. ЭВЕРСКОВ, Кивĕ Вăрмар ял администрацийĕн пуçлăхĕ.