Ачасем уроксене сиктереççĕ пулсан...
o Право пĕлĕвĕсен уйăхлăхĕ
Ачасем уроксене сиктереççĕ пулсан...
Хăш-пĕр чухне ашшĕ-амăшĕ ачи шкула кайманнине е расписанинчи пĕр-пĕр урока сиктернине нумай вăхăт хушши сисмесĕр пурăнаççĕ. Пĕлсессĕн вара ашшĕ-амăшĕсем пуçĕсене ярса тытаççĕ, кулянаççĕ. Анчах усси...
Мĕнле сăлтавсене пула ача хăйне çакăн пек тытать-ха? Калас пулать, кунта ашшĕ-амăшĕсем хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçласа пыманни чи пысăк вырăн йышăнать. Ачана шкулта класри ачасем хăйсен коллективне йышăнманни, унран йĕкĕлтесе кулни, учитель ачана ашшĕ-амăшĕсĕр шкула килме хушманни, килти ĕçе туса килменни, çанталăк япăххи тата урăх сăлтавсем те тĕл пулаççĕ. Чи япăххи вара - ача мĕнле те пулса лайăх мар е киревсĕр ĕçпе аппаланни. Асăннă сăлтавсенчен кирек хăшĕ пулсан та, ачана пулăшу пама васкамалла. Енчен те ача ашшĕ-амăшне шанать, ĕненет, хисеплет пулсан, вăл чунне уçса пама пултарать. Каласа памасан, ачана вăрçма, унран вăйпа ыйтма кирлĕ мар. Ашшĕ-амăшне çакна каласа асăрхаттарса хăварас килет: чи хăрушши - ача уроксене сиктерни мар, вăл сире шанманни, хăйĕн ыйтăвĕсене сирĕнпе сỹтсе явманни, пайламанни. Ача çинчен кам мĕн пĕлнине юлташĕсенчен, тăвансенчен, паллакансенчен ыйтса пĕлмелле. Вăл шкула çỹремен сăлтавсене пĕтерес тесен питĕ асăрхануллă ĕçлемелле, мĕншĕн тесен çул çитмен ачасем асăрхаттарса, вĕрентсе каланине питĕ йывăррăн йышăнаççĕ, вĕсене çитĕннисем хăйсене хирĕç ĕçлессĕн туйăнать, аслисем хушнă пек тусан, начар пулса тухасран шикленеççĕ. Çавăнпа та чи кирли - эсир унăн енче пулнине ĕнентересси, унăн шанчăкне кĕресси. Йывăрлăхран хăвăр тĕллĕн тухма çук пек туйăнсан, ку ыйтупа шкулти психологпа канашламалла, унран пулăшу ыйтмалла. Специалист канашĕ, сĕнĕвĕ сире çак ыйтăва професси шайĕнче татса пама, йывăрлăхран тухма пулăшĕ.
Е. НИКОЛАЕВА,
район администрацийĕн
вĕрентỹ пайĕн методисчĕ.