Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Илемлентĕр тăван тавралăх

o Парксемпе садсем ешерччĕр

Илемлентĕр тăван тавралăх

Ытарайми тăван тавралăх,

Куç тулли кунта илем!

Мĕн чул хурăнлăх, йăмралăх,

Кỹлĕсем, юхан шывсем...

                                  И. МАЛКАЙ.

Хамăр пурăнакан тавралăх илемĕ кашни çыннăн чĕрине тыткăна илет. Çав илемлĕх тĕнчи чуна уçса ярать, кăкăр тулли сывласа илекен сывлăшĕ те ытла та ырă туйăнать, пурăнма вăй-хăват парать.

Йывăçсăр пурăнман чăваш халăхĕ. Мĕн авалтан ваттисем пĕр-пĕр паллă ĕç тусан, çемье хутшăнсан, пỹрт умне е çырма-çатрана йывăç лартса ỹстернĕ. Çав тери сăваплă ĕç пулнă вăл. Халĕ те çав ырă ĕçе малалла тăсакансем нумай. Акă ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров çитес 2005 çула "Парксемпе садсен çулталăкĕ" пуласси çинчен ятарлă Указ кăларчĕ. Ку çĕнĕ Указа пĕтĕм чăваш халăхĕ кăмăлласа йышăнчĕ. Паллах ĕнтĕ, тавралăх, тăван ял йывăçсемпе кăна илемлĕ. Кашни йывăçăн хăйне май илĕртỹлĕхĕ, усси те пур-çке-ха. Çут çанталăк илемĕпе киленес тесен кашни çыннăн çав илеме хăйĕн тумалла. Çакна Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулта вĕренекенсем те аван пĕлеççĕ. Президент Указне ырласа шкул ачисем 2 хутчен ял йĕри-тавра йывăç лартассипе субботник йĕркелерĕç. Ял çумĕнчи машинăпа трактор паркĕ çывăхĕнче 15 пин ешĕл хыр калчисем лартса хăвартăмăр. Ку пархатарлă ĕçе шкул ачисемпе учительсем, кайăк-кĕшĕк фабрикинчи механизаторсем те активлăн хутшăнчĕç. Кашниех тепĕр 15-20 çултан кунта хыр вăрманĕ ỹссе ларасса, унăн сиплĕ те уçă сывлăшĕпе уçăлса çỹреме килес шанчăкпа хавхаланса ĕçлерĕ.

Илемлĕ те илĕртỹллĕ хурăн йывăçĕ хăйĕн шурă кĕпипе, ешĕл вăрăм кăтрисемпе ял варринчи кỹлĕ çумĕнче кашласа ỹсни кама савăнăç ан кỹтĕр ĕнтĕ? Фабрика дирекцийĕ çакна шута илсех 10 пин тĕп хурăн кỹрсе килнĕ. Ял варринчи кỹлĕпе юнашар стадион таранчченех хурăн лартса тухрĕç ачасем. Кашни ача хăйĕн ĕçĕпе кăмăллă пулчĕ. Пирĕн ĕç сая ан кайтăр, çамрăк хунавсем йĕркеллĕ ỹсчĕр тесе "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикин ĕçченĕсем шкул ачисем лартнă йывăçсем тавра çийĕнчех карта тытса çаврăнчĕç. Эппин, кунта выльăх-чĕрлĕх кĕрсе лартнă йывăçсене сиенлес çук. Кашни ача хăй лартнă йывăç ешерсе ỹснине курса савăнтăр, тавралăхăн чăн илемне хăйĕн ырă ĕçĕпе тунине ăнланса илтĕр. Çавăн чухне вăл хăйĕн тăван тавралăхне те, пĕчĕк çĕршывне те ытларах юратĕ. Çав илеме пулас ăру валли те упраса хăварас ĕмĕтпе пурăнĕ.

Р. ВАСИЛЬЕВА.

Кивĕ Вăрмарти вăтам шкул.



23 октября 2004
00:00
Поделиться