Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Президент Указне пурнăçласа

o Ĕçпе тивĕçтерекен районти центрта

Президент Указне пурнăçласа

Ялта е ытти яллă вырăнсенче ĕç тупма йывăрри, ĕç вырăнĕ çителĕксĕрри, çак кунсерен канăçсăрлантаракан ыйту çивĕчрен те çивĕч пулни пуриншĕн те каламасăрах паллă. Çак тĕллевпех ĕнтĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров "Халăха ĕçе ытларах явăçтарас тата яллă вырăнта ĕç тухăçлăхне ỹстерес тĕлĕшпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен" ятарласа Указ кăларнă.

Указăн тĕп тĕллевĕ - яллă вырăнта ĕçе лайăх йĕркелесси, ял çыннине ĕçпе тивĕçтересси, ĕçсĕрлĕхе пĕтересси. Çакă, паллах, питĕ вырăнлă, мĕншĕн тесен паянхи саманара ĕçсĕр, тупăшсăр пурăнма питĕ йывăр. Ĕçсĕрлĕх кашни этемех психологипе мораль тĕлĕшĕнчен хытах пусăрăнтарать, хăш-пĕр чухне вара пурнăçăн кăвайтне те сỹнтерсе лартса çынна тĕп тума пултарать.

Патшалăх çак енĕпе пысăк тимлĕх уйăрни паянхи пурнăçăн анлă та сулмаклă çулĕпе пĕр шикленмесĕр малалла талпăнса, мĕн пур чăрмавсене сирсе пыма пулăшать. Ĕç рынокĕнче паянхи лару-тăру çапларах. Кăçалхи 9 уйăхра районти ĕçпе тивĕçтерекен центртан ĕç шыракан 895 çын пулăшу ыйтнă. Вĕсен шутĕнчен 429 çынна центрта учета тăратнă. Ĕçсĕр çынсен хушшинче: ялта пурăнакансем - 130, хĕрарăмсем - 165, 16-29 çулхи çамрăксем - 106, инвалидсем - 12.

2004 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне центрта учетра тăракансен шучĕ 186 çынна çитнĕ. Ку, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, 33 çын нумайрах.

Ĕçпе тивĕçтерекен предприятисенчен пурĕ 279 çынна ĕç вырăнĕ тупса пама ыйтнă. Ытларах ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем çитменни лайăх палăрать.

Райадминистраци пуçлăхĕн кăçалхи февралĕн 10-мĕшĕнчи "Обществăлла ĕçсене йĕркелесси" хушăвĕпе килĕшỹллĕн районти ĕçпе тивĕçтерекен центр предприятисемпе, организацисемпе 52 килĕшỹ туса ĕçсĕр 162 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Вĕсен шутĕнче 106-шĕ - ялта пурăнакансем. Çавăн пекех ку тапхăрта çул çитмен ачасене вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарассишĕн тăрăшса 19 килĕшỹ тунă, 380 çынна ĕçлесе тупăш илме май панă. Çакна та палăртма кăмăллă: çак пуçару пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кура, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем ăна хапăл туса йышăнчĕç, ĕçе хастаррăн тата пысăк активлăхпа хутшăнчĕç.

Предприяти е организаци панкрута тухнине е урăх сăлтавсене пула ĕçсĕр тăрса юлнă пенси çулне çитичченхи 14 çынна центр ĕçченĕсем вăхăт çитиччен тивĕçлĕ канăва ăсатнă.

2004 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенче районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн специалисчĕсем пулăшнипе 750 çын тупăшлă ĕç тупса вырнаçса ĕçлеме пултарнă. Ĕçсĕррисен шутĕнче: хĕрарăмсене - 40ЏЌ, 16-29 çулхи çамрăксене - 53ЏЌ ĕç вырăнĕпе тивĕçтерсе малалла пурăнма, ĕçлеме вăй-хăват панă.

Калас пулать: кашнин ĕç вырăнĕ пурри чунтан савăнтарать, çунат хушать, татах та тăрăшса ĕçлеме хистет.

В. НЕСТЕРОВ,

халăха ĕçпе тивĕçтерекен

районти центр директорĕ.



23 октября 2004
00:00
Поделиться