Вăрмар Енре - Министерство кунĕ
o Ĕçлĕ çул çурев
Вăрмар Енре - Министерство кунĕ
Юнкун пирĕн районта Министерство кунĕ иртнĕ. Унăн теми - Чăваш Республикин Президенчĕн "Парксемпе садсен çулталăкĕ çинчен", "2005 çулта Республика кунне ирттересси çинчен" Указĕсене пурнăçа кĕртесси, ПÇКХ "e;пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăнЌ отрасльне хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесе çитересси, вĕрентỹ тытăмĕн реформи, ял хуçалăх çулĕн кăтартăвĕсем. Пирĕн района Министерство кунне ирттерме Чăваш Енĕн Юстици министрĕ В.Петров, унăн заместителĕ В.Капитонов, ЧР Президент Администрацийĕн консультанчĕ Н.Каргин, ЧР Регистраци палатин пуçлăхĕн заместителĕ Е.Шевлягина, ЧР Регистраци палатин юридици пайĕн начальникĕ Т.Васильева, республикăри нотариус кантурĕн правленийĕн членĕ Л.Рыбина килнĕ. Унта райадминистраци пуçлăхĕ А.Егоров тата ыттисем хутшăннă.
Ĕçлĕ ушкăн чи малтанах районти тĕп больницăра пулса унти ĕçченсемпе тĕл пулчĕ. Тĕл пулура Чăваш Енĕн Юстици министерствин ĕçĕ-хĕлĕпе юстици министрĕн заместителĕ В.Капитонов паллаштарчĕ. Министерствăн ĕçĕ нумай енлĕ. Вăл Президент Указĕсене, хушăвĕсене, йышăнăвĕсене тата ытти пысăк пĕлтерĕшлĕ хутсене Раççейĕн тĕп саккунĕпе - Конституципе тата ытти саккунсемпе килĕшỹллĕ пулса тĕрĕс пулнипе пулманнине тĕрĕслет, экспертиза тăвать, миравай судъясен аппаратне тытса пырать, ЗАГСсен ĕçне йĕркелесе тăрать тата ытти те.
Республикăри нотариус кантурĕн правленийĕн членĕ Л.Рыбина районти нотариусăн ĕçне-хĕлне лайăх паллă пачĕ.
ЧР Регистраци палатин юридици пайĕн начальникĕ Т.Васильева куçман пурлăх прависемпе тата вĕсемпе çыхăннă килĕшỹсене регистрацилесси пирки каласа пачĕ. Районти регистраци палатине "e;пуçлăхĕ Э.ЗахароваЌ республикăра чи лайăххисен шутĕнче пулнине пĕлтерчĕ.
Унтан ЧР Президенчĕн Администрацийĕн консультанчĕ Н.Каргин Н.Федоров Президентăн Указĕсене пурнăçа кĕртессипе ĕçлемеллине палăртрĕ.
Юлашкинчен, ĕçлĕ ушкăнри хăнасем медицинăра тăрăшакансен çивĕч ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.
Малалла ĕçлĕ ушкăн районти автотранспорт предприятийĕнчи, Вăрмарти вăтам шкулти коллективсемпе тĕл пулса калаçрĕ, вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусем çине хуравларĕ.
Кун йĕркинче палăртнă мероприятисене пурне те пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçлĕ ушкăнăн пĕр пайĕ райадминистрацинче граждансен ыйтăвĕсене хуравлама юлчĕ, тепри - Мăнçырмари вăтам шкула çул тытрĕ. Унта педагогсемшĕн, вĕренекенсемшĕн тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсемшĕн савăнмалли, ăмсанмалли те нумай пулчĕ. Республикăри 27 базăллă шкулсенчен пĕрне - Мăнçырма шкулне - 815 пин тенкĕлĕх компьютер техникипе пуянлатнине ĕнентерекен хут пачĕç.
Чăваш Республикин Юстици министрĕ В.Петров райадминистрацин пуçлăхĕпе А.Егоровпа тĕл пулса хăш-пĕр ыйтусене сỹтсе явнă.
В. ГУРЬЕВА.