Ĕçлемелли, тăрăшмалли пайтах
o АПКри реформăсем
Ĕçлемелли, тăрăшмалли пайтах
"Чăваш Республикин агропромышленность комплексне патшалăх йĕркелесе тăрасси тата пулăшасси çинчен" саккунне пурнăçлас тĕллевпе райадминистрацин ял хуçалăх управленийĕпе районти хуçалăхсем палăрмаллах ĕçсем туса ирттернĕ. 2004 çулта районти хуçалăхсем 14,5 пин тонна тĕш тырă пуçтарса илме пултарнă. Ку, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 600 тонна сахалтарах. Анчах çакна шута илмелле: кăçал кашни гектар тухăçĕ вăтамран 18 центнер, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 1,3 центнер ытларах. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, районти агропромышленность комплексне аталантармалли тĕллевлĕ Программăна пурнăçласа çитереймен. Сăлтавĕсем мĕнре е камра?
Плана тултарманни тỹрремĕнех çакăнтан паллă. "Слава", "Бишевский", "Пинер", "Дружба", "Авангард" хуçалăхсем тĕш тырă культурисене палăртнă чухлĕ акса хăварайман. Çанталăкăн япăх условийĕсене пула 572 гектар çинче кĕр тыррисем шăнса пĕтрĕç. Çум курăксенчен тасалас тĕллевпе тĕш тырăна гербицидсемпе усă курса сапни те пысăк пулăшу памарĕ. Сахал, тухăçсăр тыр пул туса илессине пĕлсе нумай çум курăклă 484 гектар çинчи тырра сенаж хатĕрленĕ çĕре ăсатма лекрĕ.
Хуçалăхсенче укçа-тенкĕ çителĕклĕ пулманнипе минераллă удобренисем çĕре çителĕклĕ хывса хăварайман. 2004 çулта удобренисемпе имçамланнă çĕр лаптăкĕ - 2815 гектар (2003 çулта - 2071 гектар пулнă). Ку тĕш тырăна акса хăвармалли мĕн пур лаптăкран 34 ц кăна.
Районти хуçалăхсенче çĕр улмие 2849 гектар çинче лартса хăварнă. Ку тĕллевлĕ программăна кĕртсе хăварнинчен 309 гектар ытларах. Мĕн пур хуçалăхсем пурĕ 29 пин тонна çĕр улми туса илнĕ. Пахча çимĕçе 532 гектар çинче акса хăварса 8400 тонна пуçтарса илме пултарнă.
Хăмла лартса çитĕнтерес енĕпе ĕçлекен "Ресурсы" агрофирма тата "Рассвет" хуçалăх кăçал 25,2 гектар çĕр лаптăкĕ çинче хăмла туса илнĕ (2003 çулта - 27,5 гектар пулнă). Хăмла ватăлса пынă май, унăн тухăçĕ çулсерен чакнăран, "Мир", "Орнарский" хуçалăхсем вуçех лартма пăрахнă. Районĕпе илес пулсан, пурĕ 225 центнер типĕ хăмла татнă.
Районти хуçалăхсем çитес çул акма 2363 тонна вăрлăх хатĕрленĕ. Ку кирлинчен 101 ц.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те палăрмалла ĕçсем туса ирттернĕ. Программăпа 2004 çулта палăртса хăварнинчен кăçалхи 9 уйăхра çăмарта илесси 127,9 ц, кайăк-кĕшĕк хисепне ỹстересси 107,4 ц пурнăçланнă. Шел пулин те, выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетессинче çитменлĕхсем çук мар.
2004 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти мĕн пур хуçалăхсенче 9354 тонна сĕт туса илме пултарнă, программăна 89 ц пурнăçланă, аш-какай 2329 тонна туса илнĕ (87,6 ц).
Выльăх-чĕрлĕх йышĕ чылай чакнă. Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче - мăйракаллă шултра выльăх 2724 пуç, ĕне выльăх - 1123 пуç, сыснасем - 2320 пуç, лашасем - 135 пуç.
Кăçалхи 9 уйăхра кашни ĕнерен вăтамран 1448 килограмм сĕт суса илнĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсен ỹт хушаслăхне 450 грама çитермелле пулнă пулсан, чăннипе 336 грамм кăна пулнă.
Тĕп сăлтавĕ - выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçарма паха апат çителĕклĕ хатĕрлеменни. Мĕн пур укçа пурлăхпа техника базине пуянлатнă, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туяннă çĕре каять. Ăна пĕтĕмпех выльăх-чĕрлĕх хисепне чакарнипе саплаштараççĕ. Çăвăрламалли амасен йышĕ те самай чакнă. Вĕсене сыхласа хăварас, шутне ỹстерес тĕлĕшпе пусма чарнă.
2003-2004 çулсенчи хĕллехи тапхăр валли пĕр условнăй выльăх пуçне 17,2 центнер апат единици хатĕрленĕ пулнă.
2004-2005 çулсенче выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма утă - 3754, сенаж - 7254, силос - 4435, концентрат 2794 тонна хатĕрленĕ.
Выльăх кăшманĕ, минераллă тата апат хутăшĕсем пулманнипе выльăх апачĕн тутлăхĕ тата пахалăхĕ начар. Хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетес енĕпе тăрăшакан специалистсем çукки те самай ура хурать.
"Шигали", "Бишевский" хуçалăхсенче, "Арабоси" агрофирмăра пĕр условнăй выльăх пуçне 30 центнер ытла апат единици хатĕрленĕ. Çав вăхăтра çак ĕçе "Кинчерское", Мичурин ячĕллĕ хуçалăхсенче япăх пурнăçланă, 10,5 тата 12,2 центнер апат единици хатĕрлеме пултарнă, "Ковали" хуçалăхра - 2,7 центнер кăна.
Районти мĕн пур хуçалăхсенче финанспа экономика лару-тăрăвĕ йывăррине пăхмасăрах ĕçченсене ĕç укçи тỹлесси палăрмаллах ỹснĕ. "Арабоси" агрофирмăра 1455 тенкĕпе, "Шигали" хуçалăхра 1350 тенкĕпе танлашать. Чи пĕчĕк ĕç укçи "Орнарский"- 592 , "Кинчерское" - 688, Мичурин ячĕллĕ хуçалăхра 714 тенкĕ.
2004 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенчи ĕç укçи тỹлемелли парăм 4580,5 пин тенкĕпе танлашать (çулталăк пуçламăшĕпе танлаштарсан 1547,5 пин тенкĕ чакнă е 25,2 ц). Чи пысăк парăм "Мир" хуçалăхăн - 1020 пин тенке çитнĕ (8 уйăх тỹлемен), "Орнарский" - 389 пин тенкĕ (7 уйăх), Мичурин ячĕллĕ - 562 пин тенкĕ (6 уйăх).
"Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинче, "Арабоси" агрофирмăра, "Родина", "Шигали" хуçалăхсенче ĕç укçипе вăхăтра тивĕçтереççĕ.
Хуçалăхсенче йывăрлăхсем нумай, çитменлĕхсем те çук мар. Апла пулин те хуçалăхсене пĕтсе ларма, çĕр лаптăкĕсене усăсăр вырттарма, выльăх-чĕрлĕх хисепне чакарма парас мар. Пирĕн пурин те пĕр çын пек пулса пĕрлĕхлĕ тăрăшмалла, хамăр малашлăхшăн шухăшламалла. Çакна пурин те яланах асра тытасчĕ.
В. АДЮКОВ,
райадминистрацин ял хуçалăх
управленийĕн начальникĕ.