Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăх писательне асăнса

Халăх писательне асăнса

(В.С.Алентей çуралнăранпа 85 çул çитнĕ май)

Çын çĕр çине вăхăтлăха çеç килет çав. Пурнăç - вăхăтлăх, вилĕм - ĕмĕрлĕх. "Çĕр çине хăв хыççăн ырă ят хăвар", - тенĕ ваттисем. Акă тата еплерех ырă шухăш: "Ырă çын килет - ырă килет, ырă çын вилет - ырă ят юлать..."

Пурăннă пулсан кăçалхи октябрĕн 16-мĕшĕнче чăваш халăх писателĕ Василий Степанович Алентей 85 çул тултармаллаччĕ. Шел, юратнă писателĕмĕр сумлă менельникĕсене кĕтсе илеймерĕ, çитмĕл çул тултараймасăрах çĕре кĕчĕ.

Кĕтеснерсем паллă янташа асра тытаççĕ. Кашни çулах ялти культура çуртĕнче, шкулта литература уявĕсем йĕркелеççĕ, масар çине кайса писатель вилтăприйĕ умĕнче пуç таяççĕ.

Кăçал та В.С.Алентей çуралнă куна палăртма тĕплĕн хатĕрленнĕ Кĕтеснерсем. Шкула кĕрсенех писатель сăнарне вырнаçтарнă стенд курăнса каять. Вĕренекенсем сывлăх сунса тĕпелелле - спорт залне - иртме сĕнеççĕ. Кунта пысăках мар сцена ăсталанă. Варринче В.С.Алентейĕн йăл кулăллă сăнне вырнаçтарнă. Чечексем... Сăвă йĕркисем... Залра вĕренекенсемпе учительсем, ял çыннисем, культура ĕçченĕсем, Вăрмарпа Шупашкартан килсе çитнĕ хăнасем Њỹкерчĕк çинчеЌ.

- Эпир кунта хамăрăн сумлă та хаклă янташăмăра, чăваш халăх писательне Василий Алентее хисеплеме пухăнтăмăр, - терĕ Кĕтеснер шкулĕн директорĕ М.Краснова. - Вăл çуралнă куна палăртасси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Кашни çулах В.С.Алентее пуç тайма пухăнатпăр, ăна аса илетпĕр, хăйне пĕлекенсемпе, тăванĕсемпе тĕл пулатпăр.

Пирĕн, Кĕтеснерсен, Василий Степановича ас туса пурăнмашкăн сăлтавĕсем нумай. Вăл кунта Њ1919 çулта октябрĕн 16-мĕшĕнчеЌ çуралса ỹснĕрен, тăван ял пурнăçне хастар хутшăннăран çеç мар, хăйĕн сăввисемпе поэмисенче, калавĕсемпе повеçĕсенче тăван ялпа унăн çыннисене сăнарласа вулакансен асĕнче ĕмĕр-ĕмĕрлĕхе юлнăран та.

Кĕтеснер ялĕ пысăках мар. Апла пулин те кунта ăшă, çутă чунлă çынсем пурăнаççĕ. Василий Степанович çырса хăварнă произведенисенчи пархатарлă геройсен хавалĕпе хавхаланса пурăнаççĕ вĕсем.

Чăваш халăх историйĕпе культурине вĕрентекен Л.Ломоносова Алентей пултарулăхне вĕренекенсем хушшинче пропагандăлас тĕлĕшпе нумай ĕç тăвать. Ачасене литература енне туртăнтарасси, сăвă-калав çырма хавхалантарасси унăн витĕмĕпе пулса пырать тесен те йăнăш мар. Вăл хăйĕн сăмахĕнче В.С. Алентей пурнăçĕн паллăрах саманчĕсем çинчен каларĕ: "Çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчен кун çути курнисем, аслă ăрурисем ытла та хаяр тĕрĕслевсем витĕр тухрĕç. Вĕсен выçлăх çулĕсене чăтмалла пулса тухрĕ, хаяр вăрçă тухсан кар тăрса Тăван çĕршыва хỹтĕлерĕç. Вăрçăран йывăр аманса таврăннă вăл. Апла пулин те йăшса, хуçăлса ỹкмен, пĕтĕм вăй-халĕпе чунне парса тăван халăхĕшĕн, çĕршывшăн ĕçленĕ.

Пирĕн хушăра писатель вун пилĕк çул çукки унăн хайлавĕсене вулакансем иксĕлнине пĕртте кăтартмасть. Вăхăт иртнĕçемĕн Алентейĕн сăввисемпе поэмисен, калавĕсемпе повеçĕсен, романĕсен пахалăхне ăнланса-туйса тăратăн.

"Эпĕ хам тỹссе ирттерни, хамăн чун-чĕре витĕр сăрăнса-шăранса тухни çинчен çеç çырма юрататăп", - тенĕ писатель. Алентей ăрăвне курмалăх та, тỹсмелĕх те çителĕклех пулнă вара.

В.С.Алентее лайăх ас тăвакансем Кĕтеснерте нумаййăн. Хăй утса çỹренĕ чухне тăван ялĕнче час-часах пулнă вăл. Тăван хуçалăх çитĕнĕвĕсемпе çитменлĕхсене пĕлсе тăнă.

"Тăван ял çилĕ канăçне пĕлмесĕр

Вăштăртатса инçе-инçе вĕçет.

Иртмест çав çил Шупашкара кĕмесĕр,

Юр пек шуралнă çỹçĕме чỹхет", - тесе çырать вăл "Тăван кĕтес" сăввинче. Акă тата юлташĕ патне янă çырăвĕнчи йĕркесем: "...Тăван вырăнсем чĕнеççĕ. Кăпшар хĕррине кайса ларас килет. Çичçырма катине куратăп тĕлĕкре. Ачалăхри юлташсем -Улатисен Ваçукĕ, Миките, Ваçилипе Эверки тухаççĕ куç умне".

"Ял" ятлă автобиографиллĕ калавĕнче вилсен, тăван ял масарĕнче арăмĕпе юнашар пытарма ыйтса хăварнă: "Çуралса ỹснĕ ял... Санран хакли мĕн пур-ши тĕнчере?", - тесе палăртнă вăл.

Фронтран йывăр аманса таврăнсан Василий Алентей вăрçăра пуç хунă салтак арăмне Дарья Софронована качча илнĕ. Ачисене тĕрĕс-тĕкел ỹстерсе çын тăвас тесе тăрăшнă вĕсем. Шел, мăшăрĕ ир вилнĕ. Василий Степанович ачисене пĕчченех пăхса çитĕнтернĕ. Унăн виçĕ хĕрĕ - Таня, Нина, Лиза - Шупашкарта пурăнаççĕ.

- Пирĕн аттене çапла хисеплесе пурăннăшăн Вăрмарсене, Кĕтеснерсене пысăк тав, - терĕ Елизавета Васильевна. - Ачасене атте мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхене, тăван литературăна юратма хăнăхтарчĕ. Эпир ỹснĕ вăхăтра хулара чăваша хисеплесех каймастчĕç, шкулсенче вырăсла кăна вĕрентетчĕç. Çапла пулин те эпир хамăр чĕлхерен писмен, пĕртте ютшăнман. Çавăнпах-тăр, пирĕн тус-юлташсем нумай, яла килсен тăвана йышăннă пекех кĕтсе илеççĕ".

Писатель çуралнă куна палăртма Шупашкартан кĕрỹшĕ Валерий Александров та килсе çитнĕ. Вăл та Василий Алентее çапла чысласа асăннăшăн пур тăванĕсен ячĕпе тав сăмахĕ каларĕ.

Акă тĕл пулăва ертсе пыракан С.Скворцова ялти вулавăш ĕçченĕ А.Мефодьевана сăмах парать. Вăл - В.С.Алентей тантăшĕн, тусĕн П.Мефодьевăн йăмăкĕ. Хăйĕн сăмахĕнче ачалăхри ăшă самантсене аса илчĕ. Шупашкарта пурăннă чухне Алентейсен хваттерĕнче пулни çинчен каларĕ. "Василий Степанович сăвă çырма ăстаччĕ. Унăн малтанхи кĕнекисем - сăвă пуххиччĕ. Эпир те, Панття пиччепе, сăвăсем çырма хăтланаттăмăр.

Кĕтеснерте Алентейсен çурчĕ тăлăххăн ларать. Унта Асăну музейĕ йĕркелесси пирки тахçантанпах калаçатпăр. Шел те, ял шайĕпе çак ыйтăва татса параймăн. Эпĕ музейра экскурси ирттересси пирки ĕмĕтленетĕп, шанчăка çухатмастăп-ха", - терĕ Антонина Мефодьевна.

Кĕтеснер колхозĕ лайăх аталаннă вăхăтра правлени çуртĕнче музей йĕркеленĕччĕ. Унта паллă янташсем çинчен экспозици хатĕрлеме палăртнăччĕ. Самани улшăнса кайрĕ те çак ĕç чарăнса ларчĕ. Учительсемпе вĕренекенсем музей экспозицине шкула куçарас тĕллевлĕ. Паллах, вĕрентỹ çуртĕнче музее йĕркелеме чылай çăмăлрах.

- Эпир чăваш халăх писателĕ В.Алентей пирĕн янташ пулнипе мăнаçланатпăр, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева. - Унăн кĕнекисене хам та юратса вуланă. Пулас ăрусемшĕн асра юлтăр тесе Вăрмар поселокĕнчи çĕнĕ урама В.Алентей ятне патăмăр. Кĕтеснерти пĕр урам писатель ячĕллĕ. Чăн та, Алентей çуртĕнче музей йĕркелеймерĕмĕр - укçа енчен хĕсĕкрех пурăнатпăр. Çапах та ку ыйтăва куçран вĕçертместпĕр. Район музейĕнче писатель ячĕпе мемориал кĕтесĕ уçас тĕлĕшпе те ĕçлетпĕр. Çак ĕçре пире писатель тăванĕсем пулăшаççĕ.

В.Алентей пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Сăвăç, прозаик, романист, очеркист, редактор, çамрăк авторсен наставникĕ. Унăн сăввисене композиторсем килĕштернĕ. Хамăр янташах Г.В.Моклаков писателĕн темиçе сăввине кĕвве хывнă. Пĕр тăвансем Анна Алексеевнапа Мария Алексеевна Пчеловасем "Партизанка Лена" юрра шăрантарнине итлеме кăмăллă пулчĕ. Сакăр вуннăпа пыракан йĕкĕрешсем çамрăк чухне хастар хăмлаçăсем пулнă. Вĕсем пирки В.С.Алентей очерк та çырнă иккен.

- Василий Степанович Алентей ăшă кăмăллă ырă çын пулнине нумай писатель калать, - терĕ Чăваш Республикин профессиллĕ писательсен Союзĕн правлени председателĕ В.Туркай. - Вăл кĕнеке издательствинче ĕçленĕ чухне те, "Тăван Атăл" журнала редакциленĕ çулсенче те çамрăк талантсене пичетленме майсем туса панă. Вулама сĕннĕ ал çырăвĕсене ăш-пиллĕн тишкерсе тухнă, юрăхлисене кĕнекелесе кăларма та, журналта кун çути курма та çул уçнă. Çав вăхăтрах хăй те çырнă, тăван халăха илемлĕ произведенисем сахал мар парнеленĕ. Халăх вĕсене юратать, ырăпа асăнать.

Валерьян Владимирович Кĕтеснерсене çуллă сăрăпа ỹкернĕ С.Алентейĕн портретне парнелерĕ. Писательсен Союзĕн архивĕнче Василий Степановичăн автобиографийĕ пур иккен. Ăна та шкул валли хăварчĕ. "Пулас музейăн пирвайхи экспоначĕсем пулччăр", - терĕ вăл.

Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев В.С.Алентейпе хăй Шупашкарта пурăнма пуçланăранпа пĕлĕшлĕ тăнă-мĕн. Хваттерĕсем юнашарах пулнăран, пĕр-пĕринпе час-часах курнăçнă.

- Эпĕ Василий Степановича хамăн вĕрентекенĕм тесе шутлатăп, - пĕлтерет Порфирий Васильевич. - Вăл манăн сăвăсене чи малтан хаклаканĕ пулнă. Хăйĕн сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе пире, çамрăк авторсене, тĕлĕнтеретчĕ. Писательсен "Кăкшăм" пансионатĕнче каннă чухне канма мар, ĕçлеме килнĕ вăл, теттĕмĕр. Чăн та, ир-ирех тăрса çырса е вуласа ларатчĕ.

П.Афанасьев çĕнĕ кĕнекипе паллаштарчĕ. Аса илỹсен ярăмĕнче В.С.Алентейпе ỹкерттернĕ сăн пур. Тĕрленчĕкĕнче хаклă писатель çинчен ăшшăн çырса кăтартнă.

Акă зал шăплăха путать. Чăваш халăх артисчĕ Иван Христофоров гитара хĕлĕхĕсене пỹрнисемпе ачашшăн сĕртĕнсе тунсăхлă çемĕ кăларать. Тăван кил, атте-анне, тус-йыш çинчен хывнă юрра хитре сассипе шăрантарать. Пĕрре савăнăçлă, тепре хурлăхлă кĕвĕ итлекенсене илемлĕх тĕнчине çавăрса илет.

- Эсир, хисеплĕ Иван Иванович, юррăрсемпе чăваш кĕввин, чăваш сăмахĕн илемĕпе çепĕçлĕхне тепĕр хут ĕнентертĕр, - терĕ халăх артистне тав туса шкул директорĕ М.Краснова. - Эпир сире курма тата илтме яланах хавас.

Вăрмарти ỹнер шкулĕн преподавателĕ Н.Иванов студент чухнех В.Алентейпе туслашни пирки каларĕ. Паллă писатель Вăрмар тăрăхĕнчи çыравçăсене яланах хапăл пулнă. Йыхравланă çĕре, инçене пăхмасăр, çитме васканă. Ал çырăвĕсене пăхса тухнă, рецензисем çырнă, юлташла канаш панă. Çамрăксене тăван чĕлхен илемĕпе тасалăхне упраса тăма кирлине асăрхаттарнă.

В.С.Алентей çуралнăранпа 85 çул çитнине халалланă уява Кĕтеснер шкулĕнчи учительсем, культура çурчĕпе вулавăшри ĕçченсем хастар хутшăнчĕç. Çурхи чечек сăнлă С.Скворцова çепĕç сассипе калаçса тĕл пулăва питĕ килĕшỹллĕн те çыпăçуллăн ертсе пычĕ.

Кĕтеснер масарĕ... Сăваплă вырăн. Улмуççисемпе чиесем хушшипе иртсе халăх писательне пытарнă тĕле çитетпĕр. Мăшăрĕпе тăванĕсем хушшинче выртать юратнă писателĕмĕр. Пĕр самант шăп тăратпăр. Пурăннă чухне сăпайлă та йăваш пулнă вăл. Вил тăприйĕ çине пысăках мар, çутă мрамортан ăсталанă сăпайлă кăна палăк вырнаçтарнă. "Алентей Василий Степанович. Чăваш халăх писателĕ" тесе çырнă унта.

В. ЦЫФАРКИН,

А. ПАЛАЙТИЕНЕ.



27 октября 2004
00:00
Поделиться