Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Наркотик сиенĕ

o Уйăхлăх

Наркотик сиенĕ

Чăваш Республикинче октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 1-мĕшĕччен вулавăшсенче "Кĕнеке - наркотике хирĕç" акци пырать. Палăртнă акцине активлăн хутшăнса Вăрмарти ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем Л.Петрушевская автор çырнă "Глюк" калавăн никĕсĕ çинче вулакансем хушшинче конференци ирттерчĕç. Çак калавра автор хальхи саманари çамрăксем хушшинче çуралакан çивĕч проблемăсене хускатать. "Глюк" калава сỹтсе явма эпир Вăрмарти вăтам шкулти 9 "д" тата 8 "г" классенчи ачасене чĕнтĕмĕр. Ача-пăча библиотекинчи Г.Петрушкова библиотекарь конференцие çỹллĕ шайра ирттерчĕ, ачасемпе пĕр чĕлхе тупса наркотик проблемине тарăннăн уçса вăл сывлăх тĕлĕшĕнчен те, ăс-хакăл енĕпе те общество çирĕплĕхне, пĕтĕм çĕршыва хавшатма пултаракан никĕс пулни çинчен анлăн ăнлантарса каласа пачĕ.

Конференцие хутшăнса наркомани чирĕ çинчен каласа пама райбольницăн çул çитмен ачасен тухтăрĕ Д.Иванова пысăк кăмăл тунă. Наркоманин аркату вăйĕ хăрушă пулни, вăл сывлăха пысăк сиен кỹни, кашни сывă этеме пысăк хăрушлăх патне çитерсе пыни, наркомание хирĕç кашнин кĕрешмелли пирки ăнлантарса пачĕ. Кашни ачанах хăйĕн сывлăхне хавшатакан пирусран, эрех-сăраран хăтăлма ыйтрĕ.

Вулакансен хушшинче конференцие пысăк калăпăшпа, пахалăхпа, активлăхпа ирттерсе яма пире шкулта вырăс чĕлхипе литература урокĕсене ирттерекен В.Егоровăпа Г.Риманова учительсем пулăшрĕç. Вĕсем ачасене ыйтусем çине туллинрех хуравлама, хастаррăн хутшăнса сỹтсе явма хавхалантарса пычĕç. Çавăнпа та ачасенчен кашниех хăйĕн шухăш-кăмăлне туллин уçса пачĕ.

Ачасем мероприятипе кăмăллă юлчĕç. Çакăн евĕрлĕ конференцисем, калаçусем питех те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварчĕç.

Çапла. Этем умĕнче тăракан чи пысăк хăрушă чирсенчен пĕри - наркомани. Библиотека ĕçченĕсен чи пирвайхи тĕллевĕ - ачасене наркомани чирĕн хăрушлăхĕпе тĕплĕнрех паллаштарасси, унтан сыхланма пулăшасси. Çак тĕллевпех вулавăшра кĕнеке выставкисем йĕркеленĕ, "Жизнь - это множество дорог", "Внимание - проблема!", "Мир без наркотиков" плакатсем хатĕрленĕ. Çавăн пекех "Берегись бед, пока их нет", "Как разговаривать со своим ребенком", "Наркомания" ятарлă буклетсем тунă.

С. АЛЕКСЕЕВА,

районти ача-пăча

библиотекин методисчĕ.



27 октября 2004
00:00
Поделиться