Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сезона хатĕрленсе

o Коммуналлă хуçалăх

Сезона хатĕрленсе

Çĕр чăмăрĕ пĕр чарăнми çаврăнать. Çавна май кун хыççăн кун, çул хыççăн çул сисĕнмесĕрех иртет. Пурнăç урапи малалла, пĕр тикĕс чупать. Акă, сисĕнмесĕрех, хутса ăшăтмалли çĕнĕ сезона та уçрăмăр.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх кăçалхи хутса ăшăтмалли сезона начар мар хатĕрленнĕ. Республикăри тата районти яваплă 12 çынтан тăракан комисси котельнăйсене тĕрĕслесе тухнă хыççăн райадминистрацин пуçлăхĕн хушăвĕпе хутса ăшăтмалли сезона октябрĕн 7-мĕшĕнчен пуçлама каланă. Чи малтанах районти социаллă объектсене - ача сачĕсемпе шкулсене, больницăсене, бюджетлă организацисене тата ыттисене те ăшă çитрĕ.

"Вăрмарти сĕтел-пукан фабрики" хупă акционерлă общество панкрута тухнине, çавна май котельнăйпа усă курма юрăхсăррине пула Заводская урамри çуртсенче пурăнакансем кăçал ăшăсăр юлма пултарнă. Çавăнпа район администрацийĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн пĕр тăхтамасăр Заводская урампа 2 мини-котельнăй хăпартма тытăннă. Палăртмалла: кĕске хушăра хăпартнă котельнăйсем муниципаллă 7 çурта тытса тăмалла. Акă, çитес кунсенче унта пурăнакансем патне ăшă çитмелле.

Вăрмар поселокĕнчи виççĕмĕш мини-котельнăя Механизатор урамĕнче вырнаçтарнă. Палăртнă виçĕ мини-котельнăйсене хута яма районти бюджетран 1200 пин тенкĕ уйăрнă.

Поселокри Мир урамĕнчи 3-мĕш номерлĕ котельнăй тупăшсăр пулнине кура Мир, Механизатор урамĕсенчи 7 муниципаллă çуртсенче хваттер хуçисен шучĕпе индивидуаллă газпа ăшăтма тытăннă.

Паянхи куна пысăк аварисем пулман. Мĕнпур çитменлĕхсене туса çитернĕ, юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Кивелсе çитнĕ ăшă парса тăракан пăрăхсене 1033 метр улăштарса çĕнетнĕ, пур котельнăйсенче те юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ.

Хальхи вăхăтра юлашки ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ: чартак, путвал алăкĕсене улăштараççĕ, унтан чỹречесен кантăкĕсене лартаççĕ, путвалсенчи ăшă илсе пыракан пăрăхсене авăрлаççĕ тата ытти те.

Капиталлă юсав ĕçĕсем 493 пин тенкĕлĕх туса ирттернĕ.

Заводская урамĕнчи 34-мĕш çурта - 96,9 пин, 6-мĕшĕнчине - 86,2 пин тенкĕлĕх çивиттисем витнĕ. Çак урамри 22, 24-мĕш çуртсенче 122 пин тенкĕлĕх газ пăрăхĕсем хывнă, 4-мĕшĕнче 37,5 пин тенкĕлĕх строительство ĕçĕсем туса ирттернĕ "e;юсав, сăрласси, штукатур, столяр ĕçĕсем тата ытти теЌ, 40-мĕш çуртра çак ĕçсене пурнăçласа 50,800 пин тенкĕ тăкакланă. Каяш шывсене юхтарса ямалли пăрăхсене К.Иванов урамĕнчи 1-мĕш çуртра - 25 пин, Энтузиаст урамĕнчи 8-мĕш çуртра - 23,2 пин тенкĕлĕх улăштарса çĕнетнĕ.

Заводская урамри 35-мĕш çуртра халĕ электромонтаж ĕçĕсем пыраççĕ. Ку уйăхра вĕсене вĕçлеме палăртнă.

Хутса ăшăтассипе халăх ыйтăвĕсене пĕтĕмпех пурнăçланă. Хамăртан мĕн килнине пур ĕçе туса çитернĕ. Çавăнпа та кăçалхи хутса ăшăтмалли сезона ăнăçлă ирттерессе шанас килет.

В. РОМАНОВ,

пурăнмалли çурт-йĕрпе

коммуналлă хуçалăхăн

тĕп специалисчĕ.



27 октября 2004
00:00
Поделиться