Амăшĕн çулĕпе
o Династи
Амăшĕн çулĕпе
Тикашра пурăнакан аслăрах çулхисем Елизавета Никитичнапа Александр Павлович Карзаковсене лайăх астăваççĕ ĕнтĕ.
Александр Павлович - Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ. Фронтра паттăрлăх кăтартнăшăн правительство ăна орденсемпе тата медальсемпе наградăланă.
Елизавета Никитична хăйĕн пурнăçне ỹсекен çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçе халалланă. Çак пархатарлă ĕçре пĕр улшăнмасăр 36 çул тỹрĕ кăмăлпа вăй хунă. Ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
1920 çулта хамăр районти Çĕнĕ Шулханта çуралса ỹснĕскер, Кавалти вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Ижевскри педагогика институчĕн вырăс чĕлхипе литературин факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Тикашри сакăр çул вĕренмелли шкулта ĕçленĕ.
Шкулта вĕренекенсемпе ирттернĕ тĕл пулусенче вăл вăрçă вăхăтĕнчи йывăр самантсене аса илнĕ чухне куççуль кăлармасăр чăтаймастчĕ. Чăннипех те йывăр пулнă вăрçă çулĕсем. Кăнтăрла шкулта ачасене вĕрентнĕ, уроксем хыççăн ачасемпе сĕм çĕрлеччен çурлапа тырă вырнă. Кĕрхи вăрăм каçсенче фронтри салтаксем валли алсиш-нуски çыхнă.
Ỹсекен çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас енĕпе тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Елизавета Никитичнана "Ĕçри хастарлăхшăн", "Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа" юбилей, "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медальсемпе наградăланă.
Ĕçчен мăшăр 6 ача пăхса ỹстернĕ. Чи кĕçĕнни - Татьяна - амăшĕн çулĕпе кайнă. 1972 çулта Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет те 1976 çулта ăнăçлă вĕренсе пĕтерет. Мăнçырмари вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентме тытăнать. Педучилищĕре илнĕ пĕлỹ çырлахтармасть ăна. 1979 çулта чăваш патшалăх педагогика институчĕн филологи факультетне вĕренме кĕрет те 1983 çулта вĕренсе тухать. Паян кунчченех çак шкулта вĕренекенсене тарăн пĕлỹ парассишĕн хăйĕн мĕн пур пĕлĕвне, ăсталăхне, вăй-халне парать. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл вĕрентекен ачасем районта тата республикăра ирттерекен олимпиадăсенче тарăн пĕлỹ илнине çирĕплетсе параççĕ.
Шкул ачисем "Çын тата Çĕр" экологипе этнографи проекчĕсен Пĕтĕм Раççейри VI конкурсне хутшăннă. Тăватă номинацирен "Иртни пуласлăхшăн" ятпа "Этнографи тĕпчевĕсем" проект тăратса диплома тивĕçнĕ. Т.Степанова ертсе пынипе конкурса Э.Архипова вĕрентекенпе И.Илларионовăпа С.Григорьева вĕренекен хутшăннă. Çĕнтерỹçĕ-проектшăн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместительне Татьяна Александровна Степановăна дипломпа наградăланă. Вăл директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕнче 13 çул тăрăшулăх кăтартать.
Пултаруллă учительница 9-11 классенче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Вăл йĕркелекен уроксем наукăпа методика тĕлĕшĕнчен çуллĕ шайра иртеççĕ.
Вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче тунă ỹсĕмсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн 1996 çулта ăна "Халăха вĕрентес ĕçĕн отличникĕ" знакпа наградăланă.
Унăн хĕрĕ - Наталия та амăшĕн профессине суйласа илнĕ. 1996 çулта Мăнçырмари вăтам шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтернĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика институчĕн педагогика тата пуçламăш вĕренĕвĕн методики факультетне вĕренме кĕрет. Пĕр вăхăтрах кунти институтра ют чĕлхесен факультетĕнче вĕренет.
2000 çулта асăннă факультетсене ылтăн медальсемпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Шупашкарта 5-мĕш шкулта ют чĕлхине вĕрентме пуçлать. Унтан Шупашкарти кооператив институчĕн педагогикăпа филологи факультетне методист пулса ĕçлеме куçать.
Хальхи вăхăтра çак институтăн халăхсен хушшинчи çыхăнусен факультетĕнче ĕçлет.
А. ХОВАНСКИЙ.