Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ДОКУМЕНТСЕНЕ СЫХЛАСА ХĂВАРАР

ДОКУМЕНТСЕНЕ СЫХЛАСА ХĂВАРАР

Эпир астăвасса Вăрмар поселокĕнче лайăх ĕçлекен предприятисем хушшинче "Вăрмарти сĕтел-пукан фабрики", "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕ, "Сельхозхими" шутланса тăнă. Çак предприятисенче çĕршер çын вăй хунă. Малашлăх çинчен шутласа ĕçе çỹренĕ. Пурнăç пĕрмаях малалла шăвать. Асăннă предприятисем те историе кĕрсе юлчĕç. "Сельхозтехника" тата "Сельхозхими" пĕтсе ларнипе докуменчĕсем район архивне çитрĕç. Сĕтел-пукан фабрикин докуменчĕсем архива çитеймен-ха. Унти конкурслă управляющи хăйĕн вăхăчĕ тухиччен документсене архива илсе килессе шанса тăратпăр.

Чăваш Республикин "Архив фончĕ тата архивсем çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн организацисенче, предприятисенче, учрежденисенче ĕçленĕ уйрăм çыннăн докуменчĕсем Њприказсем, ĕç укçи çырнă документЌ 75 çул хăйсем патĕнче сыхланаççĕ. Енчен те хуçалăх пĕтсе ларать, малалла аталантаракан çук пулсан, документсене районти архива памалла. Архива истори справки çырса илсе килмелле. Куçса çỹрекен механизациленĕ колонна тата юсавпа строительство участокĕ докуменчĕсене архива пама йĕркелесе çитернĕ. Çитес кунсенче пуçланă ĕçе вĕçне çитермелле.

Ял хуçалăх организацийĕсем те хăйсен ячĕсене улăштарсах тăраççĕ. Кăçал "Пинер" ял хуçалăх кооперативĕ пĕтсе ларнă пирки докуменчĕсене пĕтĕмпех район архивне йышăнма лекрĕ. Районти ытти хăш-пĕр ял хуçалăхĕсем те пĕтсе ларас тапхăрта. Çавăнпа та хуçалăхсен пуçлăхĕсем документсене сыхласа хăварасси çинчен манса каймалла мар.

Г. НАРСОВА,

район администрацийĕн архив пайĕн начальникĕ.



30 октября 2004
00:00
Поделиться