Хастарлăха ỹстерсе
o Пахалăх
Хастарлăха ỹстерсе
Юлашки çулсенче çĕршывра, тăван республикăра производство хăвачĕ аталанса ỹссе пынă май, туса кăларнă продукцин пахалăхĕ çỹллĕ шайра пулни калама çук пысăк вырăн йышăнать. Пахалăхĕ вара чăваш çыннисен ĕçченлĕхĕнчен, предприятисенче тăрăшакансен пултарулăхĕнчен килет.
Ку хутĕнче ман сăмахăм "Вăрмарти çĕвĕ фабрики" хупă акционерлă общество ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пулĕ.
Çĕвĕ фабрики рынок экономикинчи йывăрлăхсене пăхмасăрах ураран ỹкмерĕ, малалла çирĕппĕн аталанса, тĕрекленсе, вăй илсе çĕнĕрен кал-кал ĕçлесе пыма тытăнчĕ.
Хальхи вăхăтра çĕвĕ фабрики пысăк пахалăхлă продукци çĕлесе кăларать. Фабрикăн кулленхи аталанăвĕн тĕп никĕсĕ тỹрремĕнех вĕсем çĕлесе кăларакан продукцин пахалăхĕнчен, унăн пуян ассортиментĕнчен килет. Пахалăха тĕп вырăна хураççĕ фабрикăра вăй хуракансем. "Пахалăха лайăхлатнипе кăна ытти предприятисем хушшинчи конкуренцие тỹсме пултаратпăр", - теççĕ вĕсем. Мĕн калăн ĕнтĕ? Чăнах та, питĕ тĕрĕс, мĕншĕн тесен конкуренци кăна çĕнĕлле ĕçлеме хистет, çĕнĕрен çĕнĕ технологисене алла илме хушать, продукцин ассортиментне пуянлатма ыйтать, кадрсен пĕлĕвне ỹстерме пулăшать тата ытти те.
Халĕ çĕвĕ фабрики мĕн пур чăрмавсене çĕнтерсе уйрăм çынсен заказĕсемпе тĕллевлĕн ĕçлет. Кунта, паллах, çакна та палăртмалла: фабрикăн ку енĕпе пĕрремĕш утăмĕсем ăнăçлă пулнăран ĕç коллективне хавхалантарса кăна пынă, малалла та çĕнĕ вăй-хăватпа ĕçлеме хистенĕ. Паян фабрика Мускаври "Текстиль-Восток-Сервис" тулли мар яваплă обществăпа килĕшỹ туса "Докер" арçын курткисен пысăк партине çĕлет. Çĕвĕ ĕçченĕсем мĕн пур пĕлĕве, ăсталăхне панăран, продукци пахалăхĕ лайăхланса пынăран Мускаври фирма нумай çуллăха шанчăклă партнер пулма килĕшỹ тунă. Тепĕр заказ паракан фирма вăл - Шупашкарти "Текстиль" тулли мар яваплă общество. Туса кăларакан продукцин ассортименчĕ пысăк: халатсем, кĕпе-халатсем, сорочкăсем, сарафансем, вырăн таврашĕсем, ĕç тумтирĕсем тата ытти те. Ăшă утиялсем те çĕлесе хатĕрлеççĕ çĕвĕ ăстисем. Çак тĕллевпех кăçал ятарласа цех валли утиялсем çĕлемелли оборудовани те туяннă. Халĕ вĕсене ĕлĕкхи пек ватинпа мар, çăмăл, ăшă тытакан материалтан - синтепонран - çĕлесе хатĕрлеççĕ. Туса хатĕрленĕ продукцие фабрикăри участоксен мастерĕсем ГОСТ ыйтнисене çирĕп пăхăнса пырса тĕрĕслеççĕ. Заказ паракансем продукци шанчăклăхĕ, пахалăхĕ питĕ пысăк пулнине палăртаççĕ.
Кăçалхи 9 уйăхра çĕвĕ фабрики 3 миллион та 156 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Пĕлтĕрхи шайпа танлаштарсан, 238Џ ỹснĕ. Çавна май çĕвĕçсен вăтам ĕç укçи те 2 пин тенке яхăн.
"Ĕçри ăнăçу кадрсенчен килет", - тетпĕр час-часах. Кунта паян 140 ĕçчен ырми-канми вăй хурать. Вĕсен шутĕнчен йĕркеленнĕ 4 бригада пултарулăх, плана тултарас енĕпе хастарлăх кăтартаççĕ. Утиялсем çĕлекен цехри (бригадирĕ И.Павлова)Н.Ульянова, Т.Филиппова, Л.Сорокина ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçласа пыраççĕ. Пиллĕкмĕш бригадăри М.Васильева мастер цехри çамрăк çĕвĕçсене ĕçе алла илессипе хăнăхтарать, ĕç кăткăслăхĕпе паллаштарать. Ĕçĕ кунта чăннипех нумай. Производство калăпăшĕ ỹссе пытăр, ĕç пахалăхĕ лайăхлантăр, çынсем кашни кунах хаваслă кăмăлпа, пысăк çĕкленỹпе килччĕр тесе тăрăшать фабрика пуçлăхĕ Г.Павлов. Ку вара малашлăхра фабрикăна аталанса пыма çирĕп шанчăк парать.
В. ГУРЬЕВА.