Раççей кубокĕшĕн
o Сывă пурнăç йĕркишĕн
Раççей кубокĕшĕн
Велокросс енĕпе Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ вырсарникун Вăрмарта ирттернĕ пиллĕкмĕш тапхăрти ăмăртусене Ижевск, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисемпе хамăр республикăри Патăръел тата пирĕн район спортсменĕсем пурĕ 100 çын ытла хутшăнчĕç. Пĕр вăхăтрах велокросс енĕпе А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулне йĕркеленĕренпе 35 çул çитнĕ ятпа мала тухассишĕн ирттерекен ăмăртăвĕ тата уçă чемпионачĕ пулчĕ вăл. Вăрмар çĕрĕ çинче хăйсен вăйĕсене виçме çĕршыври чи пултаруллă велосипедистсем килнĕ.
Ăмăртусем пуçланнă ятпа районти Спорт çурчĕ умĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ.
Диктор микрофонпа ЧР Физкультурăпа спорт министерствин А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулне йĕркеленĕренпе 35 çул çитни çинчен пĕлтерсе çак шкултан тухнă паллă спортсменсен ячĕсене асăнать.
Акă, спортсменсем пĕр рете йĕркеленсе тăнă. Ăмăртăвăн главнăй судйи, ЧР Физкультурăпа спорт министерствин А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов спортсменсем ăмăртăва хатĕрри çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн заместительне Л.Голубевăна рапорт парать.
- Раççей Кубокĕшĕн ирттерекен ăмăртусене Вăрмар çĕрĕ çинче йĕркелени пирĕншĕн пысăк чыс. Эпир сире хапăл туса йышăнатпăр. Пурне те ăнăçусем сунатпăр, - тет Людмила Николаевна.
Ăмăртăва хутшăннисене ăнăçлăхсем сунса çавăн пекех ЧР велосипед федерацийĕн президенчĕ А.Филиппов, РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Краснов, ЧР Физкультурăпа спорт министерствин ертсе пыракан специалисчĕ Р.Шивирова, райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пай начальникĕ А.Бойков, СССР спорт мастерĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Павлов саламларĕç.
Спортсменсене çăкăр- тăварпа сăйлаççĕ.
Ăмăрту ялавне хăпартма командăсен капитанĕсене чĕнеççĕ. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Гимнĕсем мăнаçлăн янăраççĕ.
С.Архипов главнăй судья ăмăрту йĕркипе паллаштарать.
Районти культура çурчĕ çумĕнчи вокал ушкăнĕн артисчĕсем спортсменсен кăмăл-туйăмне çĕклеме юрă парнелеççĕ.
Спорт уявĕн савăнăçлă пайĕ вĕçленет. Спортсменсем ăмăрту ирттерекен вырăна - Ара юхан-шыв хĕррине çул тытаççĕ.
Велосипедистсене чупмалли трасса пĕрре те çăмăл мар. Анаталла-тăвалла вырăнсемпе чупмалла, темиçе çаврăм тумалла.
Акă, старта тухма арçынсемпе юниорсем пĕр рете йĕркеленсе тăнă. Вĕсем вара йышлă: арçынсем - 17, юниорсем - 23. Темиçе çаврăм тумалла.
- Марш! - илтĕнсе каять команда. Пурте малалла тухса вирхĕнеççĕ.
- Килет, килет, - савăнса пĕлтереççĕ куракансем. Часах финиша Ижевск спортсменĕ Е.Печенин çитет. Ун хыççăн дистанцие унăн янташĕсемех - пĕр тăван Антонпа Максим Гоголев спорт мастерĕсем вĕçлеççĕ.
Юниорсем хушшинче пирĕн янташ, Шупашкарти Олимп резервисен училищинче вĕренекен С.Васильев виççĕмĕш пулать.
Аслă ушкăнри çамрăксенчен пирĕн А.Саминовпа (Çĕнĕ Шулхан) А.Степанов (Мăнçырма) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнаççĕ.
1991-1992 çулсенче çуралнă ачасенчен те малти икĕ вырăна пирĕн спортсменсемех - Д.Леонтьевпа С.Борисов (Вăрмар поселокĕ) çĕнсе илеççĕ.
1993-1994 çулсенче çуралнă арçын ачасенчен К.Игнатьевпа (Вăрмар поселокĕ) С.Михайлов (Мăнçырма) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухаççĕ.
1991-1992 çулсенче çуралнă хĕр ачасем хушшинче Н.Ефремована (Вăрмар поселокĕ) çитекенни пулмарĕ, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.
Çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе наградăларĕç, парнесем пачĕç.
Вăл кун спортсменсемшĕн лайăх çанталăк пулмарĕ. Ирхине çума пуçланă çумăр ăмăрту вĕçлениччен те чарăнмарĕ. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх, вăй-хал кирлĕ пулчĕ спортсменсене. Нумайăшĕ шуса ỹкеççĕ те, сиксе тăрса е велосипедне çĕклесе малалла талпăнаççĕ. Пурин те пĕр тĕллев - финиша ăнăçлă çитесси.
Паллах, ăмăрту ирттерме, çĕнтерỹçĕсене хавхалантарма спонсор пулăшăвĕсĕр пулмасть. Ку хутĕнче те ăмăртусене хатĕрленсе ирттерме "Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕ" муниципаллă учреждени начальникĕ В.Иванов, элеватор директорĕ В.Александров тата В.Панфилов предприниматель тивĕçлĕ пулăшу пачĕç.
А. ХОВАНСКИЙ.