Утăмсем сулмаклă пулсан ...
o Ыран - Автомобиль транспорчĕн ĕçченĕсен кунĕ
Утăмсем сулмаклă пулсан ...
Вăрмарти автотранспорт предприятийĕ кăçалхи тăхăр уйăхра 5 миллион та 323 пин пассажир турттарнă, плана чылай ирттерсе пурнăçланă. Халĕ районти ялсене çỹреме 18 автобус маршручĕ уçнă. Автобуссем Шупашкара кунне 15 рейс тăваççĕ. Сĕве тата Çĕнĕ Шупашкар хулисене те маршрутлă пирĕн автобуссем çỹреççĕ.
Историрен
Аслă Отечественнăй вăрçăччен тата вăрçă çулĕсенче те районта автомобиль транспорчĕ сахал пулнă. Тĕпрен илсен, машинăпа трактор станцийĕ "e;МТСЌ, нефтебаза, райпотребсоюз тата ытти хăш-пĕр предприятисемпе организацисем автомобильсем тытнă.
ЗИЛ-8 маркăллă йывăç фургонлă автомобильсем çынсене Тутар АССРĕнчи Кайпăç район центрне тата Шупашкар хулине илсе çỹренĕ.
Водительсене вара сĕтел-пукан фабрикинче уçнă ДОСААФ курсĕсенче хатĕрленĕ. 1960-мĕш çулсем тĕлнелле иккĕмĕш класлă водительсем хатĕрлеме пуçланă.
1954 çулта районта автохуçалăх йĕркеленĕ. Унта ПАЗ-651 маркăллă икĕ автобус пулнă. Вĕсемпе Шупашкара кайса килме сакăр сехет иртнĕ. Ун чухне çулсем ытла та япăх, ялсем витĕр тухмалла пулнă. Çумăрлă, юрлă çанталăксенче рейса кайман та.
Çакăн пек йывăр условисенче те АТК ĕçченĕсем плансемпе заданисене чыслăн пурнăçласа пынă. Тĕрлĕ çулсенче предприяти руководителĕсем пулса В.Григорьев, И.Степанов, И.Риманов, С.Майоров, Л.Кугушев, В.Петров, Н.Поликарпов, Н.Долгов, С.Харитонов ĕçленĕ. Хăйсене шанса панă ĕçе тỹрре кăларассишĕн мĕн пур пĕлĕвне, ăсталăхне, тăрăшулăхне панă.
Кăтартусене лайăхлатнипе
Автомобиль транспорчĕсен ĕçченĕсен кунне СССР Верховнăй Совет Президиумĕн 1976 çулхи январĕн 15-мĕшĕнчи Указĕпе çулсерен октябрь уйхĕн юлашки вырсарникунĕнче паллă тума йышăннă.
Хамăрăн профессиллĕ уява кашни çулах анлăн паллă тăвасси çирĕп йăлана кĕнĕ. Кăçал та ăна тивĕçлипе кĕтсе илме тăрăшрăмăр. Предприятин 29 автобус, груз турттармалли икĕ автомашина тата "Урал" мастерской. Коллективри водительсем вĕсемпе тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ кăçалхи 9 уйăхра пассажирсем турттармалли плана ирттерсе пурнăçларăмăр, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, пассажирсене чылай нумайрах турттартăмăр. Çапла вара тупăш илес енĕпе те самаях ỹсĕмсем турăмăр. Автобуссен паркне те çĕнетсе пыма çине тăратпăр. Юлашки çулсенче çĕнĕ автобуссем 6 туяннă. Автомашинăсем çăвакан цеха хута янă. Çĕнĕ автозаправка туса лартнă. Предприятие кĕнĕ çĕрте автомашинăсем тăратмалли вырăн тунă тата ытти те.
Кадрсем - предприяти тĕрекĕ
Хальхи вăхăтра автотранспорт предприятийĕнче 120 çын тăрăшулăх кăтартать. Пурте тенĕ пекех умри тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн хастар кĕрешеççĕ. Ветеран-водительсене уйрăмах палăртса хăварас килет. Акĕ вĕсем - Н.Михеев, А.Герасимов, В.Макаров, В.Евстафьев, А.Гурьев, В.Ермолаев, В.Иликов, А.Николаев, Иван Петровичпа Иван Васильевич Петровсем, А.Данилов, М.Сорокин, О.Андреев тата ыттисем те.
Хăйсен тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыракан Г.Крикова тĕп экономиста, Л.Сорокина аслă диспетчера, тĕп бухгалтер заместительне Т.Степанована, З.Романовапа С.Юсова кассирсене, Г.Павлов мотор юсакана, Л.Павлов токаре лайăх енĕпе кăна палăртмалла.
Коллектив членĕсен хастарлăхне шута илсех ĕнтĕ профессиллĕ уяв ячĕпе администраципе профсоюз комитечĕсен Хисеп грамотине Н.Гурьевпа В.Иванов водительсем, А.Андреевпа В.Михайлов слесарьсем, Н.Евдокимова кондуктор, Ю.Дмитриев водитель тивĕçрĕç.
Профессиллĕ уяв ячĕпе автотранспорт предприятийĕн администрацийĕпе профсоюз комитечĕ коллектив членĕсене, кунта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене ăшшăн саламлать, ырлăх-сывлăх сунать.
В. ВАСИЛЬЕВ,
предприяти директорĕ.