Çамрăксене - свидетельствăсем
o Ипотека
Çамрăксене - свидетельствăсем
Кашни çемьенех пурăнмалли лайăх çурт-йĕрпе тивĕçтерессишĕн тăрăшать Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров. Çак тĕллевпе ятарлă йышăнупа килĕшỹллĕн 2003 çултан тытăнса 2005 çулччен пĕтĕм çăл куçсен укçи-тенкипе 1,8 миллион тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр тумалла, 2010 çулта хута яракан çурт-йĕр калăпăшне çулталăкра 800 пин тăваткал метра çитермелле тесе палăртнă вăл.
Палăртмалла: çак тĕлĕшпе Вăрмар поселокĕнче çуртсем çулсерен хăпарса пыраççĕ. Хальхи вăхăтра Шкул тăкăрлăкĕнчи 28 хваттерлĕ çурта туса пĕтерсе хута ярассишĕн тăрăшаççĕ строительсем, кашниех хăтлă хваттерлĕ пултăр тесе пысăк хăвăртлăхпа ĕçлеççĕ. Çапла. Çурт пулсан çемье хăтлă, тулли, тĕреклĕ. Çурт вăл - кашни çамрăк çемьен никĕсĕ. Ăшă йăва çавăрса, килĕштерсе, ача-пăчаллă пулма та шикленмелле мар.
Районта паян пурăнмалли условисене лайăхлатас енĕпе 668 çемье учетра тăрать.
Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне "Çамрăк çемье" программăпа килĕшỹллĕн çурт-йĕр хăпартма тата туянма 31 çемье 7 миллион та 633 пин те 420 тенкĕлĕх ипотека кредичĕ илнĕ.
Çавăн пекех кăçал "Социаллă çурт-йĕр хăпартасси" программăпа район центрĕнче туса лартнă 28 хваттерлĕ çуртра 586,4 тăваткал метр пĕтĕмĕшле лаптăклă 12 хваттер уйăрса панă. Палăртнă çурта кăçалхи декабрĕн 11-мĕшĕ тĕлне хута ямалла. Çак савăнăçлă саманта çĕнĕ хваттер хуçисем мĕнле çĕкленỹллĕ кăмăлпа, чăтăмсăррăн кĕтнине вулакансене калама та кирлĕ мар пулĕ. Ку вĕсемшĕн нумайччен кĕтнĕ вăхăт - Çĕнĕ çул валли чи пысăк парне.
"Чăваш Республикинчи 2010 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ" федераллă тĕллевлĕ Программăпа килĕшỹллĕн кăçалхи август уйăхĕнче 8 çын тỹлевсĕр субсиди илме пултарчĕ. Акă, иртнĕ кунсенче те, палăртнă Программăпа килĕшỹллĕн, райадминистрацин пуçлăхĕ А.Егоров ялта пурăнакан тата ĕçлекен 5 çынна яллă вырăнта çурт-йĕр хăпартмашкăн 640 пин те 80 тенкĕлĕх тỹлевсĕр субсиди илме пултарни çинчен свидетельствăсем савăнăçлă лару-тăрура панă.
Çемье - обществăн пĕчĕк ушкăнĕ пулнă май хăйĕн çитменлĕхĕсене хăй тавра пуçтарать, унăн пысăк мар çитĕнĕвĕсене те кăтартать. Çапла май, пурăнмалли условисене лайăхлатма патшалăх, Президент пулăшса пыни чăваш çыннисене малалла пурăнма, ачасем çуратма хавхалантарать, общество çирĕплĕхне çирĕплетет. Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси - пирĕн президентăн пĕрремĕш тĕллевĕ.
О. АЛЕКСЕЕВА,
райадминистрацин информаци пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ.