Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Нихăçан манăçми çухату

o Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарас умĕн

Нихăçан манăçми çухату

Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарни çывхарса килет. Уява Шупашкарта пурăнакан Илларион Артюковпа пĕрле кĕтсе илессе шанса пурăнаттăмăр. Пирĕн ĕмĕт хурлăхпа хупланчĕ. Кĕтмен çĕртен унăн чĕри тапма чарăнчĕ. Тайма пуç янташсене. Ăна тăван Кавал чысласа пытарчĕ. Вăл - ялти хисеплĕ ветерансенчен пĕри. Маншăн ку çухату çав тери сирĕлме пĕлмен хуйхă, мĕншĕн тесен эпир унпа пĕрле ỹснĕ, пĕр класра вĕреннĕ, колхозра ĕçленĕ, вăйă-кулăра савăннă, фронта та пĕр кунта тухса кайнă. Салтака кайиччен Энĕш шывĕ тăрăх окоп чавса Аслă Чакра пурăннă. Чăтмалла мар хĕл сивви мĕн иккенне лайăх пĕлтĕмĕр. Ку ĕçе чарса лартсан январь вĕçĕнче пире вăрман касма ячĕç. Арапуç ялĕнче пурăнтăмăр. 1942 çулхи февраль вĕçĕнче пире яла чĕнсе илсе фронта кайма повестка пачĕç. 1942 çулта мартăн 1-мĕшĕнче Вăрмартан Канаша çитрĕмĕр. Эпир, Кавалсем, виççĕн пулнă. Манпа, Артюковсăр пуçне, Михаил Кольцов пĕрле пынă. Канашран Мускавалла кайнăçем Арзамасра чарăннă. Унта хăш-пĕрисене, çав шутра Артюковпа Кольцова хăварчĕç. Эпир, Аслă Чак ачисем: Павел Антонов, Виталий Никитин тата эпĕ Мускавалла çул тытса Люберцине çитнĕ. Унтан Раменскине çитсен хулапа юнашар Дергаево ялне хваттерсене вырнаçтарчĕç. Мускавшăн пынă хаяр çапăçура пысăк çухату тỹснĕ 5-мĕш десант корпусне службăна илчĕç пире. Вăрмарсем Киров ячĕллĕ 201-мĕш бригадăна лекрĕмĕр, унтан эпĕ Хĕрлĕ Чутай ачисемпе çар корпусĕн разведка ротине куçнă. Вăрçăра мĕнле пулмалли çинчен вĕренсе, парашют, аэростат, самолет çинчен сикме хăнăхсан фронта кайма хатĕрлерĕç. 1942 çулхи августăн иккĕмĕшĕнче пирĕн корпуса виçĕ полкран тăракан гварди дивизи турĕç. Сталинград фронтне ăсатрĕç. Часах çапăçăва кĕтĕмĕр. Сентябрĕн 5-мĕшĕнче эпĕ йывăр аманса октябрĕн 4-мĕшĕччен Свердловскинчи госпитальте сывалнă. 1943 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче пĕрремĕш группăри инвалид пулса киле таврăннă. Ял пуçлăхĕсем мана клуб заведующийĕ пулма ĕçе илчĕç, помощнике Василий Долгова пачĕç. Яла йывăр хыпарсем килсех тăчĕç. Вăл шутра Михаил Кольцов Харьков хулишĕн паттăрла вилни çинчен. Шел, Антонина Уральская питĕ кĕтетчĕ. Мишша маншăн та питĕ çывăх юлташчĕ.

1947 çулта июньте яла Лариван Артюков кĕçĕн лейтенант пулса таврăнчĕ. Ăна халăх ревизи комиссине суйларĕ, унтан председатель пулчĕ. Тăрăшса ĕçленипе ырă ят илнĕччĕ. Анчах нумай ĕçлеме памарĕç. Юратнă хĕрĕпе, Роза Владимировна Табаковапа пĕрлешсе туй тунă хыççăн çар комиссариатне чĕнсе илсе тепĕр хут çар службине яраççĕ. Çамрăк çемьен Куйбышев, Энгельск, Саратов, Пенза хулисенче пулма тỹр килет. Пензăра çар комиссариатĕнче ĕçлесе отставкăна тухать. Вĕсем иккĕшĕ те Шупашкарта ĕçе вырнаçаççĕ. Илларион - апат-çимĕç министерствинче кадрсен пайĕн начальникĕ пулнă, Роза - пир-авăр комбиначĕн бухгалтеринче вăй хурать. Çавăнтанах иккĕшĕ те пенсие тухаççĕ. И.Артюков 30 çул çарта пулса нумай наградăсене тивĕçнĕ. "Чи хаклă награда - "Ленинграда хỹтĕленĕшĕн" медаль" - тетчĕ вăл. Вăл ытларах Ленинград фронтĕнче çапăçнă. Икĕ ывăлĕ: Владимир, Борис - хастар салтаксем. Мăнукĕсем - прапорщиксем. Вĕсен аслашшĕ те - Илларион Никитич - патша çарĕнче фельдфебель пулнă. Илларион майор пулса таврăннăччĕ. 2003 çулта Шупашкарта ăна подполковник звани пачĕç. Сăмах май пирĕн çулхи ветерансенчен мĕн пур И.Артюков аслă офицер.

Юлашки çулсенче пĕр-пĕринпе эпир туслă пурăнтăмăр, шкулта юнашар ларса вĕреннĕ. Аса илмеллисем питĕ нумай. Кăçал вăл 82 çул тултарнине паллă турĕ. Сывлăхпа аптрани çинчен илтмен. Шỹтлĕн "урасем утасшăн мар" тетчĕ.

Ним тума та çук: хам тантăшсенчен ялта пĕр пĕччен тăрса юлтăм. Ура утасшăн марри вăл пирĕн Аслă Чакри хĕл мыскари. Мана та халь урасем канăç памаççĕ. Эпĕ фронтра ун пек нуша курман.

Çĕнтерỹ уявĕн 60 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленетпĕр. Ăна паллă тума тăлăх салтак арăмĕсем ялта пур-ха.

Илларион Илларионовичпа эпир пĕрле тĕл пулнă чух хăйпе фронтра пĕрле пулнă Эçпепе çыннине - Аркадий Васильевич Петрова ялан ырăпа çеç асăнатчĕ. Аркадий Васильевич маншăн та чи хисеплĕ, асран кайми юлташ.

Г. МОКЛАКОВ,

ĕçпе вăрçă ветеранĕ.



03 ноября 2004
00:00
Поделиться