Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Отчетлă пуху иртрĕ

Отчетлă пуху иртрĕ

Район администрацийĕн ларусен залĕнче Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин Куславккари пуçламăш организацийĕн пирĕн районти членĕсен пухăвĕ пулса иртрĕ. Унта кăçалхи 10 уйăхри ĕç итогĕсем çинчен пуçламăш организацин председателĕ Е.Морева отчет туса пачĕ, организацин нумай енлĕ ĕçĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Организаци кулленхи пурнăçра район администрацийĕпе, унăн социаллă хỹтлĕх пайĕпе, район больниципе тачă çыхăнса ĕçлет, общество членĕсемшĕн тăрăшса чылай мероприятисем ирттерет. Çулерех асăннă органсемпе пĕрле пĕччен пурăнакан куç курманнисене социаллă работниксем уйăрса пама, ваттисен çуртне вырнаçтарма, сывлăхĕсене сиплеме, вĕсен нушисене тивĕçтерме пулăшать. Пуçламăш организацие ертсе пыракансем общество членĕсен пурнăç условийĕсемпе паллашас, май килнĕ таран пулăшас тесе вĕсем пурăнакан ялсене тăтăшах тухса çỹреççĕ. Организацине килекен çырусемпе заявленисене бюро ларăвĕсенче пăхса тухаççĕ, тĕрлĕ ыйтусемпе пыракансене йышăнаççĕ. Çăмăл мар пулин те, ыр кăмăллăх енĕпе пулăшу парас тĕлĕшпе хуçалăхсемпе организацисен, предприятисен пуçлăхĕсемпе тĕл пулма тăрăшаççĕ, куç курманнисен Пĕтĕм Раççейри обществин членĕсене санаторисенче сипленме путевкăсемпе тивĕçтерме пулăшаççĕ, вырăнти группăсен ĕçне йĕркелесе пыраççĕ тата ытти те. Куç курманнисем валли ятарласа тухакан журнала çырăнтарас тесе нумай тăрăшаççĕ. Çитес çулхи пĕрремĕш çур çулта çак журнала илсе тăма подписка йĕркелеме докладчик юлашкинчен тата тепĕр хут пурне те чĕнсе каларĕ.

Унтан ревизи комиссийĕн председателĕн заместителĕ Л.Павлова ревкомисси акчĕпе паллаштарчĕ.

Пухăва килнисем отчет тăрăх ыйтусем, тухса калаçса сĕнỹсемпе канашсем пачĕç, хăйсене ертсе пыракансен ĕçĕпе кăмăллă пулнине кăтартрĕç. Елена Александровнан тăрăшулăхне палăртрĕç, ăна çавăншăн çỹлерех тăракан органсем халерех кăна Хисеп грамотипе наградăланă ятпа алă çупса саламларĕç, ăшă сăмахсем каларĕç, малашне те хăйсемшĕн тăрăшасса шанса тăнине пĕлтерчĕç, ĕçре те ăнăçусем, çирĕп сывлăх сунчĕç.

Пуху пуçламăш организацин бюровĕн ĕçне вăтам хак пачĕ, ревизи комиссийĕн актне çирĕплетрĕ.

Тепĕр тĕл пулăва çак уйăхăн 25-мĕшĕнче ирттерме палăртса хăварчĕç.

В. АНДРЕЕВ.



03 ноября 2004
00:00
Поделиться