Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Яваплăха пурин те туймалла

o ГИБДД пĕлтерет

Яваплăха пурин те туймалла

Çут тĕнчене кашни çын хăйĕн пултарулăхĕпе савăнса пурăнма килет. Унăн илемĕпе пурлăхне сыхласа хăварасси те этемренех пуçланать. Анчах та эпир хамăртан мĕн килнине, мĕн пултарнине çут çанталăка тавăрса пама пултаратпăр-и-ха? "Çук!" тесе каласан та пĕрре те йăнăш пулас çук, мĕншĕн тесен этем ытларах тавралăха тĕрлĕ енлĕ сиен кỹрет. Кашласа ларакан йывăçа тĕпренех касать, чечек клумбисене таптать, çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăсса тĕрлĕ сăтăрсем тăвать. Акă, поселокăн тĕп урамĕсем капăрланса илемленни куç умĕнчех. Пĕрисем ăна илем кĕртес тесе тăрăшаççĕ, кунта пурăнакансен кăмăлне çĕклессишĕн ĕçлеççĕ. Çав вăхăтрах çак урама кĕме юраман паллăсене пăхмасăр, автомашинăсем вăр та вар вĕçтерсе çỹресе çынсен кăмăлĕсене пăсаççĕ. Урамăн кашни кĕтесне çул-йĕр службин патрулĕсене тăратса тухас çук ĕнтĕ. Пур водителĕн те харпăр хăй тивĕçне, яваплăхне туйса пурнăçлани кăна кирлĕ пулĕ тетĕп. Хальхи саманара шкул саккинченех çул-йĕр правилисене хăнăхтарса ỹстереççĕ. Ку енĕпе эпир те нумай тăрăшатпăр. Шкул ачисем районта, республикăра иртекен тĕрлĕ конкурссене те хутшăнаççĕ. Призлă вырăнсене те йышăнаççĕ. Çула çитсен кашни çамрăках автомашинăпа çỹреме ирĕк паракан удостоверени илет. Пурте çул-йĕр правилисене питĕ лайăх пĕлеççĕ, апла пулсан та ăна пăсса айăпланакансем кашни утăмрах тĕл пулаççĕ. Ỹсĕр пуçпа руль умне ларма юраманни вара каламасăрах паллă. Ỹсĕр водитель преступникпе танах. Урам тăрăх çавра çил пек вĕçтерсе çỹресе палăрас теççĕ-ши? Автомашина темле пулсан та самолет хăвăртлăхĕпе танлашаймасть. Акă, тĕслĕхрен, "Вăрмар - Вăрмар пăрăнчăкĕ" çул çинче Карăкçырма çынни А.Терентьев руле йĕркеллĕ тытса пырайманнипе çул хĕррине чăмнă. Çавна пула водителĕ те, унпа юнашар ларакан икĕ пассажирĕ те тĕрлĕ çĕртен аманса больницăна лекнĕ. Кун пек тĕслĕхсем нумай илсе кăтартма пулать. Пурте вĕсем хамăр тимсĕрлĕхе пула килсе тухаççĕ.

А. НИКОЛАЕВ,

районти шалти ĕçсен пайĕн

ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ.



03 ноября 2004
00:00
Поделиться