Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çураçу çеç пултăрччĕ

Çураçу çеç пултăрччĕ

Килĕшỹпе çураçу пирĕн пурнăçра - район политикинче те, харпăр хăй ĕç вырăнĕнче те, кашни çемьере пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ноябрьти уяв кашни ăру çыннисемшĕнех пурнăç çĕнелсе улшăннипе паллă пулнă. Хальхи улшăну, унăн çĕнĕ ячĕ çамрăксемшĕн те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Уява çĕнĕлĕхпе, çитĕнỹпе, тирпейлĕхпе кĕтсе илни пурин кăмăлне те çĕклентерет, ĕçлес хастарлăха ỹстерет. Ку енĕпе ЧР Президенчĕ Н.Федоров та нумай вăй хурать. Чăваш халăхĕ ытти наци çыннисем хушшинче пур енĕпе те палăрса тăтăр тесе тăрăшать. Кашни çĕнĕ çулах тĕрлĕ енлĕ палăртса пирĕн пурнăçа лайăхлатассишĕн çине тăрать. Акă, çитес 2005 çула Парксен тата садсен çулталăкĕ пулассине пĕлтерчĕ. Çакă вара пире тата ытларах та ĕçлеме хистет. Парксенче тирпей-илем кĕртессипе вăй хума тытăнтăмăр. Н.Зарубин урамĕнчи "Çĕнтерỹ" паркĕнче тỹнсе кайма пуçланă карта юписене улăштартăмăр. Урамсенче, хваттерсенче пурăнакансен кил-çурчĕ умĕнчи купаланса выртакан ăпăр-тапăрсене тасатса тирпейлерĕмĕр. К.Маркс, Промышленнăй, Н.Зарубин, Свердлов тата ытти урамсенчи контейнерсене пушатса тасатрăмăр. Тирпей-илеме пурте килĕштеретпĕр. Çапла пулмасăр, камăн хитре те илемлĕ вырăнта пурăнас килмĕ. Анчах та илеме таçтан, ют çĕртен килсе туса паракан çуккине вара ăнланасшăн мар. Критиклеме кăна юрататпăр. Харпăр хăйĕн тасамарлăхне çыннăн хăйĕнех пуçтармалла тесе каласшăн. Йывăçсем лартса илем кĕртесси те вырăнта пурăнакансенченех килет. Халĕ халăх пурăнакан чи лайăх симĕс вырăн, урам, картиш конкурс та ирттерме палăртнă. Малашлăхсем пысăк. Кĕçех хĕл ларать, унтан - çуркунне. Каллех симĕс курăк ешерĕ, йывăçсем, чечексем лартăпăр. Анчах та çак илеме пăсакансем - качакасем. Вĕсем пирки хуçисен кĕркуннех шута илесчĕ. Ирĕке ярса çỹретсе илеме пăсас марччĕ. Пĕрисем тирпейлĕхшĕн тăрăшса, теприсен ăна ватас марччĕ. Килĕшỹпе çураçу пуласса шанса тăрас килет. Вара тин пирĕн поселокра хăтлăх пулĕ.

С. АНАНЬЕВА,

Вăрмар поселок

администрацийĕн

пуçлăхĕн заместителĕ.



06 ноября 2004
00:00
Поделиться