Халăхăн пуянлăхĕ - çĕр тухăçлăхĕ
o Ял хуçалăхĕ
Халăхăн пуянлăхĕ - çĕр тухăçлăхĕ
Мĕн акатăн - çавна пухса илетĕн, тенĕ ĕлĕкхи çын. Çут çанталăкăн кашни саманчĕ çĕр ĕçченĕшĕн çав тери хаклă. Тин çеç акса хăварнăччĕ, акă кĕркунне те çитрĕ, мĕн пухса илнине шута илет кашни хресчен. Йывăçсем çинчен юлашки çулçăсем çĕре ỹкеççĕ. Вĕсем те çĕр пулăхлăхĕ лайăхлантăр тенĕ пекех туйăнать. Çитес çулхи тухăçшăн тăрăшать çанталăкĕ те.
Пирĕн районти çĕр ĕçченĕсем пухса илнĕ пурлăха шута илсе, унта ĕçлекенсене мухтама, хавхалантарма пуçтарăнчĕç. Районти культурăпа кану центрне агропромышленность комплексĕн тата апат-çимĕçе тирпейлекен промышленноçăн хисеплĕ ĕçченĕсем пухăнчĕç. Вĕсене хастар ĕçшĕн хисеп тума район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Григорьев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Кириллов хутшăнчĕç.
Чи малтанах район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн начальникĕн заместителĕ Н.Васильев кăçалхи 9 уйăхри кăтартусемпе паллаштарчĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕсем кăçал мĕнле тăрăшни çинчен пĕтĕмлетрĕ. Умри йывăрлăхсене, çанталăк условийĕсене пăхмасăр вăй хурать ял ĕçченĕ. Районта пурĕ 20 хуçалăх, 111 фермер ЊхресченЌ хуçалăхĕ. Вĕсем 10019 гектар çинче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем, 2849 гектар çĕр улми, 532 гектар пахча çимĕç, 12228 гектар выльăх апачлĕх культурăсем, 252 гектар хăмла çитĕнтерсе пухса илнĕ. Районĕпе кашни гектартан вăтамран 17,1 центнер тĕш тырă тухăçĕ илме пултарнă. Ку çитĕнỹсем тăрăшмасăр, вăй хумасăр пулман. Райадминистрацин ял хуçалăх управленийĕ çынсемпе ĕçлессине малти вырăна хурать. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе ĕçченĕсем хушшинче экономика ăмăртăвĕ йĕркеленĕ тата "Професси енĕпе чи лайăххи" конкурссем ирттереççĕ. Ĕçре палăрнисене тĕрлĕ номинацисенче дипломсемпе наградăлаççĕ. Çакă вара çĕр ĕçченĕсене хавхалантарса пырасса шанни çинчен пĕлтерчĕ Н.Васильев.
Ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Григорьев çĕр ĕçĕ мĕн ĕлĕкренех йывăрри çинчен, унăн ĕçченĕсем пысăк хисепе тивĕçли пирки чарăнса тăчĕ, ял хуçалăхĕнче ĕçлеме çирĕп кадрсем хатĕрлессипе нумай тăрăшмаллине, унпа пĕрлех çĕр ĕçĕнчи çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пымаллине палăртрĕ. Кадрсем ялта тĕпленсе пурăнччăр тата ялсен социаллă пурнăçĕ аталанса пытăр тесе пирĕн районта тĕрлĕ ялсенче пурăнакан пиллĕк çемьене пулăшса каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ парасси çинчен пĕлтерсе свидетельствăсем пачĕ. ЧР ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе хаклă парнине "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикин механизаторĕ Г.Силеров тата "Арабоси" агрофирма зоотехникĕ Н.Васильев тивĕçрĕç.
Уяв ячĕпе райадминистраци пуçлăхĕ А.Егоров пурне те саламларĕ. Çĕр ĕçĕ мĕн ĕлĕкренех çăмăл пулман. Çăкăр хисепĕ çакăнтан та лайăх палăрать. Çĕр ĕçченĕн хастарлăхне нимĕнпе те виçме çукки палăрчĕ унăн калаçăвĕнчен.
Агропромышленность комплексĕн тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçăн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе тата кăçалхи 9 уйăхри ĕç итогĕсем тăрăх район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе малта пыракан хуçалăхсен пуçлăхĕсене, агрономсемпе инженерсене, бухгалтерсене, зоотехниксене, комбайнерсене, водительсене, трактористсене, дояркăсене, фермерсене, Вăрмарти тырă йышăнакан предприятин тата "Вăрмарти сĕт-çу завочĕ" уçă акционерлă обществăн ĕçченĕсене Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем пачĕç.
"Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинчи В.Алексеев комбайнер "Енисей-950" комбайнпа 9256 центнер, "Шигали" хуçалăхри В.Григорьев "Енисей-1200" комбайнпа 7248 центнер тырă вырса çапса пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Вĕсене район администрацийĕн I степеньлĕ дипломне тата хаклă парне панă. "Вырма паттăрĕ-2004" хĕрлĕ хăю çыхса янă. Çавăн пекех район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе хаклă парнисене "Арабоси" агрофирмăн икĕ Василий Ивановсем-механизаторсем, "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинчи С.Николаев механизатор, Е.Иванова чăх-чĕп пăхаканпа М.Семенов хурт-хăмăр ăсти илме пултарчĕç.
Районта тыр-пул çитĕнтерес енĕпе тата 2004 çулхи вырма ĕçĕсенче пĕрремĕш вырăна тухнă "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикине I степеньлĕ дипломпа хаклă парне пачĕç. Ку енĕпе иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ "Шигали" хуçалăха тата виççĕмĕш вырăна тухнă "Арабоси" агрофирмăна дипломсемпе хаклă парнесем пачĕç.
100 гектар çĕр пуçне сĕт туса илес енĕпе "Арабоси" агрофирма - 1 - мĕш, "Родина" хуçалăх - иккĕмĕш, "Шигали" - виççĕмĕш вырăнсенче. Вĕсене дипломсемпе хаклă парнесем панă.
100 гектар çĕр пуçне аш-какай туса илсе "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики - пĕрремĕш, "Арабоси" агрофирма - иккĕмĕш, "Шигали" хуçалăх виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илсе дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçнĕ.
Мускавра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери "Çулталăк хĕрарăмĕ-2003" конкурсра çĕнтернĕ "ВЕХА" фермер хуçалăхăн пуçлăхне Л.Егоровăна дипломпа хаклă парне пачĕç.
Ĕççи паттăрĕсене ЧР Патшалăк Канашĕн депутачĕ В.Кириллов чун-чĕререн саламларĕ. Ĕçре палăрнă "Колос" фермер ЊхресченЌ хуçалăхĕнче вăй хуракан С.Калягинпа Кĕтеснер ял администрацийĕн пуçлăхне В.Данилова тав çырăвĕсемпе хаклă парнесем пачĕ.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсен руководителĕсен совечĕн председателĕ Г.Тимофеев хуçалăхсемпе тачă çыхăнса туслăн ĕçлекен Шăхаль тата Аслă Чак шкулĕсене Хисеп грамотисемпе парнесем пачĕ.
Тавралăха тирпей-илем кĕртес тата тимĕр-тăмăр пухас çĕрте тăрăшулăх кăтартнă Кивĕ Вăрмар шкулне пĕрремĕш вырăна тухнине палăртнă, вĕсем 16,9 тонна тимĕр-тăмăр пухнă. Чупай шкулĕ 12,0 тонна - 2-мĕш, Арапуç шкулĕ 7,7 тонна пухса 3-мĕш вырăна çĕнсе илме пултарнă. Вĕсене район администрацийĕ Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем панă. Ку енĕпе Аслă Чак, Кĕтеснер шкулĕсем лайăх ĕçленине палăртса хăварчĕç.
Уявăн иккĕмĕш пайĕ Шупашкартан килнĕ артистсен концерчĕпе пуçланчĕ. Хаваслă пулчĕ, савăнчĕ çĕр ĕçченĕ. Уява килнисене культурăпа кану центрĕн пĕчĕк залĕнче "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики, "Вăрмарти çăкăр завочĕ" тулли мар яваплă общество, райпон апатлану предприятийĕ хăйсем туса кăларнă продукцийĕсене сĕнчĕç. Çавăн пекех "Мир" хуçалăхран утă, тислĕк, тĕрлĕ сортлă тырă, пыл, Шăхальсем - тырă, Вăтакассем - сĕт, "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики бройлер чăхсем илсе килсе халăха сутрĕç.
А. АНТОНОВА.