Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Йĕрке хуралĕнче

o Ноябрĕн 10-мĕшĕ - Милици кунĕ

Йĕрке хуралĕнче

Районти шалти ĕçсен пайĕ йĕркелĕх пултăр, преступленисем сахалланччăр тесе çине тăрсах тăрăшать. Кашни кун, эрнере, уйăхра, кварталта, çулталăкра хамăр ĕçе тишкеретпĕр. Çитменлĕхсене пĕтерме, ыррине пурнăçа кĕртме тăрăшатпăр. Пирĕн ĕç халăхпа, вырăнта пурăнакансемпе ытларах çыхăннă. Шутласассăн пурнăç лайăхланса пымалла пек туйăнать. Анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула, сăмахран, çынсем пĕр-пĕрне улталаса лайăх пурăнма ĕмĕтленни, çынна - çын çапса хĕнесе амантса пĕтерсе сăтăр туни халăхăн лăпкăлăхне, канлĕхне сирсе ярать. Пурте тенĕ пекех пĕр-пĕрне шанми, ĕненми пулса çитрĕç. Çакăн пек условисенче йĕрке хуралĕнчи служба тивĕçне пурнăçласа пыма та кăткăсланса пырать. Çапах та эпир, йывăрлăхсене пăхмасăр, хамăр ĕçе тивĕçлипе, яваплăха туйса пурнăçласа пырас тетпĕр. Йăлана кĕнĕ комплекслă мероприятисем, тĕллевлĕ операцисем, тĕрĕслỹсем ирттеретпĕр. Çакă вара пирĕн уйрăм пайсем лайăхрах ĕçлеме пултарнинче те палăрать. Акă, тĕслĕхрен, преступлени тунисене тупса палăртасси пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен лайăхланнă. Çынна вĕлересси те чакнă. Йывăр преступленисен шучĕ те пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан çуррине яхăн сахалланнă. Пурнăçĕ улшăнса пынă май çынсем те пĕр-пĕрне хисеплеми пулса пыраççĕ. Пĕр-пĕрин çуртне кĕрсе тĕрлĕ япаласем вăрласси те, хуçалăхсенчи пурлăха çаратасси те тĕл пулать. Эпир вăрăсене çийĕнчех тупса палăртассипе сахалах мар вăй хуратпăр. Ку енĕпе кашни ял администрацинче çирĕплетнĕ участокри уполномоченнăйсем те ĕçлеççĕ. Ялсенче ытларах эрех ĕçсе пуçĕсене анратса çỹрекенсем тĕл пулаççĕ. Сăмакун юхтарса, сутса пуяс текенсемпе те нумай ĕçлеме тивет. Кун пеккисем пирки административлă протокол çыратпăр. Тỹрĕ çул çине тăма асăрхаттарса калатпăр. Çул çитмен ачасем те ытларах эрехе пулах йывăрлăха кĕрсе ỹкеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен ашшĕ-амăшĕсем эрех ĕçсе çапкаланса çỹренине пула ачисем çинчен манса каяççĕ. Çавна пулах ачасем йĕркене пăсса преступлени туни те час-часах пулать. Кун пек тĕслĕхсем Мăнçырма, Тикаш шкулĕсенче вĕренекенсем хушшинче пулса иртнĕ. Хулиганла ĕçсем тума юратакансене йывăр ачасем тетпĕр. Çапла вара вĕсемпе тĕрлĕрен профилактика ĕçĕсем туса ирттеретпĕр. Çуллахи каникулсенче ĕçсем тупса парса сăнасах тăратпăр.

Юлашки вăхăтра Беслан хулинче тата Мускавра терактла пулăмсем пулса иртни пĕтĕм тĕнчене хурлантарчĕ. Асăрханулăха ỹстерме ыйтрĕ. Эпир те ку енĕпе "Вихрь" антитеррор операцине активлă хутшăнтăмăр. Хамăр район территорийĕнче пурăнакан ют çĕршыв çыннисемпе тăтăшах калаçусем ирттеретпĕр, вĕсемпе интересленсех тăратпăр. Пурне те паспорт режимне çирĕп пăхăнма ыйтатпăр. "Шырав", "Транспорт" операцисене хутшăнса каçхи рейдсем йĕркелетпĕр. ГИБДД служби те хăйĕн ĕçне лайăхлатса пыма тăрăшать. Çапах та, çул-йĕрсенче инкексем пуласси килсе тухать-ха. Паллах пирĕн ĕçре пурте йĕркеллĕ, питĕ лайăх теме çук-ха. Йĕрке хуралĕн служби пĕрре те çăмăл мар. Сотрудниксем те çитсе пымаççĕ. Кунта çирĕп кăмăллă, дисциплинăллă, çар службинче пулнă çамрăксем кăна ĕçлеме пултараççĕ. Кадрсемпе ĕçлессине те çирĕп пурнăçласа пыратпăр. Халĕ районти шалти ĕçсен пайĕ кунта ĕçлеме кăмăл тăвакансене ятарлă шкулсене вĕренме те ярать. Кĕскен каласан, пирĕн служба халăхпа çыхăннă. Унăн ыйтăвне тивĕçтересси вара пĕрре те çăмăл мар. Çавăнпа та пĕр-пĕрне ăнланни - чи кирли.

Ю. МИХЕЕВ,

районти шалти ĕçсен пайĕн

начальникĕн заместителĕ.



06 ноября 2004
00:00
Поделиться