Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кашнин чунĕнчех канлĕх çуратрĕ

o Ĕненỹ

Кашнин чунĕнчех канлĕх çуратрĕ

ЧУПАЙ. Казански Турă амăшĕн чиркĕвĕ уçăлчĕ. Ăна çветит туса уçма Чăваш Ен Митрополичĕ Варнава килсе çитнĕ. Унпа пĕрле Хусан, Шупашкарпа Чăваш Епархийĕсен представителĕсем, Чулкас, Энĕшпуç, Шăхаль, Мăнçырма тата ытти чиркỹсен настоятелĕсем пулчĕç.

Пурнăç улшăннă май çынсем каллех тĕн ĕненĕвĕ патне таврăнма пуçларĕç. Тĕрлĕ енлĕ ĕçлесе укçаллă пулма та хăнăхрĕç. Халĕ вĕсене предпринимательсем теççĕ. Çавсенчен пĕри Чупай ял çынни Владимир Иванович Караваев та халăхшăн ырă ĕç тума шут тытнă. Хăй çуралса ỹснĕ тăван ялĕнче чиркỹ уçма шухăшланă. Çапла вара Чупай ялĕнче кĕске вăхăт хушшинчех Казански Турă амăшĕн чиркĕвĕ çĕкленсе хута кайма пултарчĕ. Район çыннисемшĕн те, Чупайсемшĕн те пысăк савăнăç пулчĕ ку.

"Ĕненỹ этем ăсне, кăмăлне çунатлантарса çăмăллатнине чунĕпе туйса илччĕр манăн янташсем. Çакă вара мана ĕçре татах та хавхалантарса пырĕ", - тет çак чиркĕве хăпартса лартма май тупнă предприниматель В.Караваев, халăх кăмăллишĕн чунтанах савăнса.

Акă, хаваслă самант пуçланчĕ. Чăваш Ен Митрополичĕ Варнава Чупай чиркĕвĕнче служба ирттерет. Ку ялта чиркỹ уçăлса ĕçлеме пуçланă ятпа кунта пуçтарăннисене вăл ăшшăн саламлать. Ĕçсем ăнса, телейлĕ пурăннă чух ĕненỹ чуна тасатни, ăна çутатса тăни çинчен калать. "Тĕне ĕненекен халăха хỹтĕлесе тăракан Казански Турă амăшĕн чиркĕвĕнче лампада çуталса кайни пур халăхшăн та Ĕненỹпе Тасалу патне илсе пыракан пархатарлă çул пултăр, Турă яланах сирĕнпе пултăр. Турăпа пĕрле пулсан тĕллевсем патне çитетĕрех", - терĕ Владыка.

Уяв савăнăçлă та лăпкă иртрĕ. Кашнин чунĕнче канăçлăх çуратрĕ. Сăваплă кĕлле район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров тата ытти яваплă çынсем хутшăнчĕç. А.Егоров Чăваш Ен Митрополичĕ Варнавăна, çак чиркĕве уçма пултарнă В.Караваева тата ăна ку ĕçре пулăшса пынă çынсене район халăхĕ ячĕпе тав турĕ. Ку пархатарлă ĕçшĕн кăмăллине пĕлтерчĕ.

Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров, Чăваш Ен Митрополичĕ Варнава тата ытти представительсем Кивĕ Вăрмарпа Вăрмар поселокĕ хушшинчи Архистратиг Михаилăн православи прихучĕн чиркĕвне тата Чулкасри çветуй Троица чиркĕвне çитсе курчĕç.

А. НИКОЛАЕВА.

ВĂРМАР ПОСЕЛОКĔ. Ĕненỹ çак çутă тĕнчере пурăнакан кашни çыннах пысăк вăй-хăват парать, тĕне чуна, ăша хывнисене пурнăçри пăтăрмахсемпе йывăрлăхсене çĕнтерсе, пăхăнтарса малалла ĕçлесе пурăнма хавхалантарать. Тĕн тытакан этем Иисус Христоса пуç тайса кĕл туса чунне тасатать, киревсĕр ĕçсемшĕн çылăхĕсене каçарттарать. Турра чунтан ĕненсе çынсене сывлăх, телей, мĕн пур тĕнчене тăнăçлăх сунать. Апла-тăк, чиркỹ вăл чи сăваплă та таса, çутă вырăн. Çак тĕллевпех ĕнтĕ Вăрмар поселокĕ çывăхĕнче чиркỹ хăпартма шутларĕç. Район территорийĕнче православи прихучĕсене тума тытăнни пĕтĕм Чăваш Енрех Хусан епархийĕн историйĕпе тачă çыхăннă. Вăтам Атăл тăрăхĕнче чиркỹсене çĕклеме Хаяр Иван патша Указ йышăннăранпа пуçăннă. Хăш-пĕр историксем палăртнă тăрăх, Хусанти Çветуй Турă Амăшĕн Благовещени чиркĕвĕн никĕсне хурасси вăл пуçарнипе пулнă.

Пирĕн район территорийĕнче пĕрремĕш чиркỹсене XVIII ĕмĕрте Кавал, Патти, Вăтакас ялĕсенче туса лартнă.

Тинтерех Вăрмар поселокĕпе Кивĕ Вăрмар ялĕ хушшинче вырнаçнă Архистратиг Михаилăн православи чиркĕвĕн прихучĕн тăррине хĕрес вырнаçтарчĕç. Унта райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева, Кивĕ Вăрмар ял администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Эверсков, райадминистрацин культура пайĕн начальникĕ Т.Викторова тата Вăрмар çыннисем хутшăнчĕç.

Христианлăхăн манăçми сăнарĕпе çыхăннă чиркỹ малашне мĕн пур çамрăксемшĕн тата районта пурăнакансемшĕн чун управĕн çутă вырăнĕ пулĕ. Хальхи вăхăтра прихутра службăсем иртеççĕ. Çак кун ăна Владимир Атте ирттерчĕ.

Э. МАЛЕНКОВ.



06 ноября 2004
00:00
Поделиться