Окоп чаврăмăр, вăрман касрăмăр
o Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарас умĕн
Окоп чаврăмăр, вăрман касрăмăр
Пурнăç... Кашни çыннăн тĕрлĕрен килет çав. Пĕрисем ăшă пỹртрех ларса тивĕçлĕ канăва тухаççĕ, теприсем вара фермăра е сивĕ çĕрте ĕçлесе ĕмĕрне ирттереççĕ. Эпĕ паян сивĕ çĕрте ĕçлесе терт-нуша курнă хĕрарăм, Шăхальте пурăнакан 90 çултан иртнĕ Федора Трофимовна Яковлева пурнăçĕ çинчен каласа парасшăн. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче çав тери йывăр та нушаллă пурăннă вăл. Ун пек терт-нуша курнă хĕрарăмсем сахал мар пирĕн ялта. Вĕсем çинчен очерксем те тăтăшах çырнă.
Федора Трофимовна 1911 çулта чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Çичĕ класран ытла вĕренме май килмен ăна. Колхозсем йĕркелесенех уй-хирте ĕçлеме пуçланă. Çурлапа тырă вырнă, утă çулнă, авăн çапнă, лашапа кĕлте кỹнĕ. Арçынсемпе пĕр танах вăй хунă.
- 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче вăрçă пуçланнине питĕ лайăх астăватăп, - каласа парать Федора Яковлева. - Çав хăрушă хыпара илтсен тепĕр куннех ялти çамрăксене фронта илсе кайма пуçларĕç. Пĕр çемьерен тăруках икшер-виçшер çын вăрçа тухса кайрĕç. Хĕле кĕнĕ çĕре ялта хĕрарăмсемпе ачасем тата стариксем кăна тăрса юлчĕç. Çавăн хыççăн пĕтĕм йывăр ĕç çитĕнсе çитнĕ хĕрсем çине тиенчĕ. Вĕсен хĕн-асапа сахал мар тỹссе ирттерме лекрĕ. Вăрçăра çапăçакан салтаксем валли апат-çимĕç, çăкăр, аш-какай туса хатĕрлемелле, ăшă тум-тир, алсиш-нуски çыхса фронта посылкăсем ярса памалла. Ун чухне партипе правительство çапла чĕнсе каланă: "Тăван çĕршывшăн, хăвăншăн тата вăрçă хирĕнче çапăçса вилнĕ юлташушăн ĕçлемелле". Эпир шăпах çапла ĕçленĕ те.
1941 çулхи хĕл пуçламăшĕнче пире - хĕрсене "Спецстрой" йĕркипе окоп чавма илсе кайрĕç. Эпир хамăр юлташсемпе Аслă Чак ялĕнчи пĕр карчăк патĕнче пурăнтăмăр. Пỹртре сивĕччĕ. Çиелти тум-тирпех лараттăмăр. Шăхаль ялĕнчен кăна çирĕм çын ытла Аслă Чакпа Кĕçĕн Чак ялĕсем хушшинчи сăрт çамкинче окоп чаврăмăр, сывмар тесе те кутăнланса тăман. Кашни кун ĕçе çỹренĕ. Çанталăкĕ те 41-42 градус сивĕччĕ. Тăхăнма ăшă тум-тир те пулман. Кивĕ фуфайка кăна тăхăннă, урара тăлă чăлхапа çăпата пулнă. Ĕлĕкхи хĕрарăм ухмахах пулнă пулĕ çав, ваткăллă ăшă шăлавар та тупса тăхăнма пĕлмен. Çурçĕртен çил вĕрнĕ кунсенче пит-куçа, чĕркуççисене тăм илсе каятчĕ. Хĕл сиввине виçĕ уйăх чăтса ирттертĕмĕр. Тертленнипе пĕрре кăна мар ларса макăрнă эпир. Пысăк тимĕр тукмакпа çапса, иртен пуçласа каçчен шăннă тăпрана çункăç пек тĕпретсе чаваттăмăр. Урасем ташласан та ăшăнмастчĕç.
Вăрçă вăхăтĕнче Сталин саккунĕ те çирĕп пулнă çав. Район пуçлăхĕсем окоп чавас ĕçе йĕркелесе пыма ватă, тỹрĕ чунлă коммунистсене çирĕплетнĕ. Сăмахран, Шăхаль ялĕнчен теçетник пулса Павел Чернов коммунист ĕçленĕ. Павел Кадеров бригадир ĕçне туса пынă.
Паллах, окоп чавакан çынсене ĕçлеме те, канма та кирлĕ условисем туса памалла пулнă. П.Чернов теçетник ертсе пынипе Шăхальтен çăкăр-тăвара вăхăтра тата кирлĕ чухлĕ кỹрсе тăнă. Аш-какайпа çĕр улмие хĕрсем черетпе чавнă кунта пĕрре хăйсем кайса илнĕ. Окоп чавса пĕтернĕ хыççăн та пирĕнтен терт-нуша хăпмарĕ, - калаçăва малалла тăсать Федора Трофимовна. - Хĕлле Мария Степанова, Татьяна Утинова тата эпĕ темиçе уйăх Арапуç вăрманĕнче йывăç касрăмăр. Вĕсене Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикине тиесе ăсататтăмăр. Тем пысăкăш йывăçсене те хамăрах тиеттĕмĕр. Ялта Хура Дарье патĕнче пурăнтăмăр. Хăрăк туратсене ун патне çунтарма илсе килеттĕмĕр. Уншăн та вăрçатчĕç.
Ял Советĕнче те, колхоз правленийĕнче те пире хỹтĕлекен пулманнипе окоп чавнă хĕрсене каллех вăрман касма Энĕшпуç вăрманне ячĕç. Унта хĕл каçипех йывăç касрăмăр, вуттине чукун çул хĕррине турттарса тухса купалаттăмăр. Икĕ метр çỹллĕшне купаламасан аслисем вăрçатчĕç. Кунта та хура-шура пайтах куртăмăр. Апатне çав тери япăх çитеретчĕç. Яшкара виçĕ ясмăк та пĕр çĕр улми татăкĕ кăначчĕ. Вăл вăхăтра эпир çинĕ апата халь сыснасем те çимеççĕ пуль.
Çапла, мĕнле кăна нуша курман-ши Федора Яковлева вăрçă çулĕсенче. Вĕсене çырса та пĕтереймĕн.
- Пĕр çын та хĕрхенекен пулман пире, - пăшăрханса каласа парать Федора Трофимовна. - Кунĕпе пăчкă туртса йывăç тиесе ывăннипе хваттере килсен выртса макăрни те сахал мар пулнă. Апат çинĕ-çименех йăванса кайса çывăраттăмăр. Ура тупанĕсем ывăннипе çăпан пек ырататчĕç. Пурнăçра эпир мĕнле йывăрлăхпа тĕл пулнине, асап-нуша тỹссе ирттернине каласа та, çырса та пĕтерес çук! Çапла, асап-нушана, выçлăха, шартлама сивĕсене тỹссе ирттертĕмĕр, вилмерĕмĕр.
Паллах, вăрçă чарăнсан та пурнăç тăруках çăмăлланман. Çав вăхăтра юхăннă çĕршыва ура çине тăратмалла пулнă. Пурнăç йывăр пулсан та, малаллах шунă. Федора Трофимовна бригадăри пур йывăр ĕçе те хутшăннă.
- Паянхи пекех астăватăп: Хусан леш енчи Тетюш пристанне краççын тиеме мана ячĕç. Лаши вăйлăччĕ, апла пулин те икĕ кунта кăна çаврăнса çитрĕм, - тарăхса каласа парать Федора Яковлева. - Пур ĕçе те чунтан парăнса туса пынă. Апла пулин те пенси укçине 1065 тенкĕ кăна тỹлеççĕ.
Г. ЧЕРНОВ,
ĕç ветеранĕ, пенсионер.
Шăхаль ялĕ.