Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление главы администрации Урмарского района с Днем милиции

Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе             ветеранĕсем!

Вăрмар район администрацийĕ Сире професси уявĕпе - Милици кунĕпе саламлать.

Çĕршыври хальхи кăткăс лару-тăру саккунлăха пăхăнас, преступление хирĕç кĕрешес енĕпе шалти ĕçсен пайĕн пур сотрудникĕсене те çынсене ырă тăвассишĕн хăйсен пурнăçне шеллемесĕр вăй хума хистет. Çакă вара нумай чухне хăрушлăхпа çыхăннă.

Эсир хăвăр тивĕçĕрсене малашне те чыслă пурнăçласа пырасса, халăха хăвăр панă тупана асрах тытасса шансах тăратпăр. Пархатарлă ĕçсемшĕн Сире тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, çăмăл мар хĕсметре чăтăмлăх, çитĕнỹсем, çемьере телей сунатпăр.

Вăрмар район

администрацийĕн пуçлăхĕ                            А.И. Егоров



10 ноября 2004
00:00
Поделиться