Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ИНВАЛИДСЕНЕ - ТИМЛĔХ

o Район администрацийĕнче

ИНВАЛИДСЕНЕ - ТИМЛĔХ

Юнкун ирттернĕ район администрацийĕн анлă ларăвне райадминистраци пуçлăхĕпе унăн заместителĕсем, управленисемпе пайĕсен, муниципаллă учрежденисен, федераллă службăсен, поселок тата ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.

Ларăва районăн хăй тытăмлăх пуçлăхĕ А.Егоров ертсе пычĕ, вăлах ăна уçнă май Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн иртнĕ ларăвĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ. Унта Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров пирĕн район аталанăвĕн ăнăçлă тата ăнăçсăр енĕсене палăртнă. Ларура ЧР экономика аталанăвĕпе суту-илỹ министрĕ Г.Акимова пирĕн район пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарассипе, пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе аван пынине, çамрăк çемьесем ипотека кредичĕпе туллин усă курнине палăртнă. Çав вăхăтрах ларура ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев ял хуçалăх отраслĕн кăтартăвĕсем япăххине пĕлтернĕ.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа - Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн "2002-2005 çулсенче Чăваш Республикинчи инвалидсене социаллă пулăшу памалли" постановленине епле пурнăçласа пынипе райадминистрацин социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ В.Иванов каласа панă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна районта пурĕ 1955 инвалид. Вĕсен шутĕнче: тĕрлĕ чир-чĕрсемпе инвалида тухнисем - 1392, 16 çула çитичченхи инвалид-ачасем - 120, ĕç инваличĕсем - 72, ачалăхри инвалидсем 200 çын. Статистика палăртнă тăрăх инвалидсен йышĕ çулсерен чакса мар, ỹссе пырать.

Инвалидсен тĕп категорийĕ - Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем. Çавна май Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнине кĕтсе илме хатĕрленнĕ май 131 фронтовикăн сывлăхĕсене, пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн тăрăшса тĕрĕсленĕ. 16 инвалид санаторисенче канса сывлăхĕсене çирĕплетме пултарнă.

Инвалидсене эмел туянма, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тỹлеме укçан уйăрса параççĕ тата ытти пулăшупа тивĕçтереççĕ. Çуркуннехи, çуллахи, кĕркуннехи каникулсенче ачасен сывлăхĕсене çирĕплетмешкĕн 11760 тенкĕлĕх путевкăсем уйăрнă. Арапуçĕнчи çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕнче те инвалидсем пур.

Райадминистраци пуçлăхĕн постановленийĕпе килĕшỹллĕн районти 31 предприятинче инвалидсене 51 ĕç вырăнĕсем тупса пама май тупнă.

Çак ыйтупа райадминистрацин пуçлăхĕ А.Егоров инвалидсен пурнăçне кăштах та пулин çăмăллатас тĕллевпе мĕн тума пултарнине пурнăçлама чĕнсе каларĕ.

Ларура райадминистраци пуçлăхĕн 2003 çулта йышăннă "2004-2006 çулсенче районта преступлени тăвассине хирĕç кĕрешмелли комплекслă программа" мĕнле пурнăçланса пынипе районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Матвеев паллаштарчĕ. Палăртнă программăна пурнăçлассипе милици сотрудникĕсем чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Мĕн пур преступленисем эрех-сăрапа ашкăннипе, наркотиксемпе туслашнипе пулса иртеççĕ. Право йĕркине сыхлакан органсем тăрăшнипе районта преступленисене уçса парасси ỹсет. Урамсенчи, картишсенчи йĕрке тỹрремĕнех милици сотрудникĕсенчен килет.

Райадминистрацин пуçлăхĕ А.Егоров ялсенче, поселокра, кашни кил-картишĕнче, урамра тата ытти обществăлла вырăнсенче тирпей-илемшĕн, тавралăх тасалăхĕшĕн тăрăшмалли пирки каларĕ. Çакăн çинчен Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров та тăтăшах аса илтерсе тăнине пĕлтерчĕ.

Юлашкинчен кун йĕркинчи ыйтусемпе тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.

В. ГУРЬЕВА.



12 ноября 2004
00:00
Поделиться