Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕчĕк бизнеса - анлă çул

o Перекет банкĕ

Пĕчĕк бизнеса - анлă çул

Раççей Перекет банкĕ 163 çул тултарнине уявланă тапхăрта унăн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ кăçалхи октябрĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 12-мĕшĕччен "Пĕчĕк бизнес кунĕсем" акци ирттерчĕ. Пĕчĕк бизнес ыйтăвĕсемпе ĕçлессине Раççей Перекет банкĕ хăйĕн малашнехи ĕçĕнче паллă вырăн йышăнасса шута илсе ăна пысăк тимлĕх уйăрать.

Пирĕн республикăра кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 10 пине яхăн клиента е пĕчĕк бизнес представителĕсен 90 процентне çывăх кредит ыйтăвĕсемпе тивĕçтереççĕ.

Пĕчĕк бизнес кунĕсен кăçалхи программи нумай интереслĕ, чи кирлĕ мероприятисемпе пуян. Çак кунсенче Перекет банкĕн Çĕрпỹри уйрăмĕн Вăрмарти офисĕнче те банк представителĕсем пĕчĕк бизнес çыннисемпе "çавра сĕтел" ирттерчĕç. Унта районти пĕчĕк бизнеспа ĕçлекенсен пĕр ушкăнĕ хутшăнчĕ.

Вăрмарти перекет банкĕн управляющийĕ С.Харитонов тата С.Алжирова специалист калаçăва хутшăннисене кредит илмелли майсем, мĕнле хутсем хатĕрлемелли, илнĕ кредитпа тухăçлăрах усă курмалли тата вĕсене тỹлесе татмалли йĕркесем çинчен тĕплĕн каласа ăнлантарчĕç. Пухăннисен ыйтăвĕсем те нумай пулчĕç, вĕсем çине тулли хуравсем пачĕç. Калаçу икĕ енĕшĕн те усăллă иртрĕ. Кредит ĕçĕ çĕнĕрен вăй илесси çинчен каларĕç.

Н. ВАСИЛЬЕВ.



12 ноября 2004
00:00
Поделиться