Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял-йыш хисеплет

o Райпо ветеранĕсем

Ял-йыш хисеплет

Мăнçырма ялĕнче Михаил Александровичпа Анна Алексеевна Александровсене лайăх пĕлеççĕ. Ял халăхĕшĕн тăрăшса хисепе тивĕçлĕ пулнă вĕсем.

Вĕсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланса килне çитсе ăш-пиллĕн калаçма тỹр килчĕ пире. Эпир пынă чухне иккĕшĕ те картишĕнче ĕçлетчĕç. Ара паянхи йĕпе-сапаллă çанталăкра ялти çыннăн пуçтармалли, тасатмалли сахал-им? Тỹрех палăртмалла: пире малтанах хăйсене яланах лăпкă тыткалани, пĕр-пĕринпе сăпайлă та ăшшăн калаçни, килĕштерсе пурăнни "e;кайран татах та çирĕпленчĕ çак туйăмЌ сисĕнчĕ.

Михаил Александрович 1927 çулта мартăн 10-мĕшĕнче çак ялтах колхозник çемйинче çуралнă. Ашшĕ - Александр Гурьевич Гурьев, амăшĕ - Мария Ивановна. Иккĕшĕ те колхозра вăй хунă. Икĕ ача пăхса ỹстернĕ вĕсем: Валентина тата Михаил. Валентина Кавал ялне качча тухнă.

"Эпĕ аннерен икĕ çулта юлнă, - васкамасăр каласа парать Михаил Александрович, - аттерен вара - çиччĕре. Малалла аннен ашшĕ Иван Константинович Константинов пăхса ỹстерчĕ мана. Арăмĕ Тăвай районĕнчи Йăнтăрчăранччĕ. Унăн та ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. Вăл вилсен иккĕмĕш кукамайпа пурăнтăм".

Çапла, пурнăç малаллах шăвать. Михаил ялти çичĕ çул вĕренмелли шкула çỹреме пуçлать. Унтан вĕренсе тухсан колхозра тăрăшать. Тăлăх ачан çамрăклах пĕччен тырă вырма тивет, лашапа кĕлте турттарать тата ытти те.

"Хаяр вăрçă вăхăтĕнче, 1941-1943 çулсенче, çĕршыва калама çук йывăр килнĕ тапхăрта Арапуç вăрманĕнчен Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикине лашасемпе юман кĕрешсем, пĕренесем турттарни те асрах, - малалла каласа парать ĕçпе вăрçă ветеранĕ кăштах хумханса. - Фабрика продукцийĕ ун чухне фронта кирлĕ пулнă. Çулла - йĕпе-сапаллă, хĕлле - шартлама сивĕ çанталăкра уйрăмах йывăрччĕ. Арапуç ялĕнчи пĕр килте урайĕнче, улăм çинче выртса тăраттăмăр. Кунне икшер хутлаттăмăр. Ял çывăхĕнчи тăвайккинчен тиевпе хăпарма йывăрччĕ.

Вăхăт иртнĕçемĕн вăрçă нуши пирĕн патне те йăпшăнса çитрĕ. 1943 çулта хĕлле фронта кайма хатĕрлеме тытăнчĕç пире. Тĕрĕсрех каласан, ку ĕçе вăрçăран аманса килнĕ салтаксене явăçтаратчĕç. Пире вара çавăн пек çын Владимир Николаевич Чернов (Шăхаль) винтовкăран пеме, юр çийĕн хырăмпа шума тата ыттине вĕрентетчĕ. Халĕ аса илсе хамран хам тĕлĕнетĕп: вун çиччĕри каччăн 1944 çулта ноябрь уйăхĕнче фронта тухса каймалла пулнă. Мĕн тăвăн? Канаш хулинчен Ульяновск облаçĕнчи Инза поселокне лекрĕмĕр. "Пехота", - терĕç пире. Ун хыççăн кăштах вĕрентсен Литвара - Неман юхан-шывĕ хĕрринче вăрманта тăтăмăр. Çав вăхăтра Хĕвел- тухăç Пруссире хаяр çапăçусем пыратчĕç. Тĕрĕсрех каласан, Кенигсберга хальхи КалининградЌ ирĕке кăларассишĕн хĕрỹ çапăçусене хутшăнма тиврĕ пире. Эпир гвардейски чаçре пулнă. Малтан пирĕн дивизие çар генералĕ Черняховский, вăл вилсен Васильевский маршал ертсе пычĕ. Аслă Çĕнтерĕве эпир Польша территорийĕнче кĕтсе илтĕмĕр".

Анчах та служба Михаил Александровичăн татах та вĕçленмен-ха. Гитлер хỹрешкисене - Яппун çарне, самурайсене хирĕç çапăçмалла пулнă. Çак тĕллевпе вĕсене Амур çинчи Комсомольск хула çывăхне янă. Ун хыççăн Владивостока, 1946 çулта октябрь уйăхĕнче Камчаткăна авиаци чаçне лекет. Унта вара пиллĕк çул службăра пулнă.

Тăван ялне вăл 1951 çулта сентябрь уйăхĕнче тин çаврăнса çитнĕ.

Михаил Александрович Александров Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн паттăр çапăçса II степеньлĕ Аслă Отечественнăй вăрçă орденне, "1941-1945 çулсенчи фронтовик" знака, Г.К.Жуков тата Аслă Отечественнăй вăрçăн юбилей медалĕсене тивĕçнĕ.

Салтакран килсенех вăл мирлĕ ĕçе тытăнать. Колхозра ĕçлет. 1959 çулта вара райпотребсоюзра вăй хума тытăнать.

"Ун чухне райпотребсоюз председателĕ Михаил Абрамовчĕ (Кивĕ Вăрмар). Эпĕ хамăр ялти промышленность таварĕсем сутакан магазинра ĕçлеме тытăнтăм. Сăмах май каласан, икĕ çул маларах кунта мăшăрăм вăй хума тытăннăччĕ, - терĕ малалла хăй çинчен. - Хĕлле сивĕччĕ. Магазин çурчĕ йывăçранччĕ. Чылаях кивелнĕччĕ. Ун чухне сельпо пулнă. Апла пулин те, тăрăшса вăй хунă".

Суту-илỹ пирки аса илме тытăнсан Анна Алексеевна та чăтаймарĕ, хăй енчен хушса калама тытăнчĕ.

"Тĕрĕсрех каласан, - терĕ вăл, - Мăнçырма ялĕнче малтанхи вăхăтра икĕ лавкка: апат-çимĕç тата промышленность таварĕсем сутаканнисемччĕ. Пĕрремĕшĕнче - Зоя Андреевна Гурьева, иккĕмĕшĕнче эпир ĕçленĕ. 1969 çулта суту-илỹ çурчĕ уçăлчĕ".

Малалла вăл пире Михаил Александровичăн докуменчĕсене папкăран кăларса паллаштарма тытăнчĕ. Вĕсем хушшинче райпотребсоюз панă Хисеп грамотисем ытларах пулчĕç. Чи сумлăраххи, хаклăраххи темелле ĕнтĕ Чăвашпотребсоюз председателĕнче нумай вăхăт ĕçленĕ М.Харитонов алă пусни. Ăна хăй вăхăтĕнче тăххăрмĕш пиллĕкçуллăх планне маларах пурнăçланăшăн панă пулнă. Михаил Александрович çавăн пекех "Совет суту-илỹ кооперацийĕн отличникĕ" знака та илме тивĕç пулнă. Кĕскен каласан, кайран 1975 çултан пуçласа ялти кĕнеке лавккинче мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех вунă çул ĕçленĕ. Вăл - "Ĕç ветеранĕ".

Малалла Анна Алексеевнаран хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăштах паллаштарма ыйтрăмăр.

"Калаçу вăрăма кайрĕ, - терĕ вăл. - Пурне те çырса пĕтерес çук. Кĕскен çакăн пек: 1957-1974 çулсенче промышленность таварĕсем сутакан магазин заведующийĕнче (Мăнçырма ялĕнче) вăй хутăм. 1974-1984 çулсенче вара ваккăн сутмалли суту-илỹ предприятийĕн директорĕнче (тăхăр ялпа пĕрлеччĕ) тăрăшрăм. Паллах, пирĕн коллектив пайщиксен, ял халăхĕн ыйтăвĕсене май килнĕ таран тивĕçтерессишĕн сахал мар тăрăшнă. 1984 çулта тивĕçлĕ канăва тухрăм. Ун хыççăн тата экспедиторта виçĕ çул ĕçлерĕм. "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçрĕм. Пĕтĕмлетсе каласан, Михаил Александрович суту-илỹре - 28, эпĕ 30 çул тăрăшрăмăр".

Тата хушса калар. Анна Алексеевна Александровăна халăх хуçалăхĕпе культурăна аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕ Хисеп грамотипе наградăланă. 1973 çулта ăна райпон Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Хăй вăхăтĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн Чăвашпотребсоюз, райпотребсоюз сахал мар Хисеп грамотисем парса чыс тунă, укçан премисем парса хавхалантарнă.

Анна Алексеевна халĕ тивĕçлĕ канура пулин те, обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать. Вăл ял администрацийĕ çумĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн пуçлăхĕ. Ултă çул тимлет çак ĕçре.

"Ветерансемпе тимленĕ май вĕсен шухăш-кăмăлне палăртса хăварас килет, - тет вăл. - Ытларах райпо системинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем райпо канашĕн председательне К.Никитина хăйсен паянхи çăмăл мар пурнăçĕпе час-часах интересленме вăхăт тупнăшăн, çулсеренех ирттерекен Ваттисен кунĕнче хăйсене уйрăмах хисепленĕшĕн тав тунине палăртма кăмăллă".

Михаил Александровичпа Анна Алексеевна ултă хĕрача пăхса ỹстернĕ. Вĕсем хушшинче - икĕ педагог, строитель, фармацевт тата ытти професси çыннисем. Пĕтĕмпе вунă мăнук вĕсен.

В. МИРОНОВ.



12 ноября 2004
00:00
Поделиться