Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ачалăх ачаллах ирттĕр

o Çул çитмен ача тата общество

Ачалăх ачаллах ирттĕр

Кашни çын хăйĕн пурнăçĕнчи чи хаваслă, савăнăçлă самантсене ачалăхпа танлаштарать. Çапла, ачалăх пурин те пурнăçра - асăнмалăх. Асăнмалăх тесе мĕншĕн калатăп-ха? Мĕншĕн тесен вăл пурин те пĕр пек килмест. Çакăншăн вара чи малтанах ашшĕ-амăшĕсем яваплă. Пĕрисем хăйсен пепкисене тĕрĕс-тĕкел, çителĕклĕ пурнăçпа пăхса ỹстерессишĕн пĕтĕм вăй-халне параççĕ. Теприсемшĕн вара - ачана çуратнă та ĕçĕ те пĕтнĕ. Шăпах çакăн пек ачасене тупса палăртса тĕрĕс çул çине тăма пулăшать те ĕнтĕ районти шалти ĕçсен пайĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекцийĕ. Ку уйрăмра - 3 инспектор. Пĕри Вăрмар поселокĕнчи çамрăксемпе тăрăшать, тепри - районăн çурçĕр енчи - Чулкас, Аслă Чак, Пысăк Енккасси, Энтрияль, Кĕлкеш, Пинер, Урнар, Шăплат, виççĕмĕшĕ - кăнтăрти - Арапуç, Энĕшпуç, Чупай, Кивĕ Вăрмар, Кавал, Мăнçырма, Шăхаль, Тикаш ял администрацийĕсен территорийĕсене кĕрекен ялсемпе ĕçлетпĕр. Пирĕн ĕç пĕрре те çăмăл мар. Кашни ачан хăйĕн кăмăл-тытăмĕ, интересĕ. Вĕсемпе уйрăмшарăн та, класс руководителĕсемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле калаçусем, ăнлантару ĕçĕсем, профилактикăлла мероприятисем ирттеретпĕр. Эрех ĕçессин, наркотиксен сиенĕ пирки ăнлантаратпăр, преступлени сăтăрĕ çинчен калаçатпăр. Çапах та чылайăшĕ ăнланасшăнах мар. Преступлени çулĕ çине тăраççĕ е эрехпе айкашаççĕ. Кăçалхи октябрь уйăхĕ тĕлне пирĕн уйрăмра 40 йывăр ачана учета илнĕ. Хулиганла ĕçсемшĕн 4 ачана явап тыттарнă. Преступленисем ытларах Тикаш, Мăнçырма, Саруй ялĕсенче, Вăрмар поселокĕнче пулса иртнĕ. Районта ăнăçсăр çемьесем хутшăнса, ỹссех пыраççĕ. Çакă вăл çемьере укçа-тенкĕ çитменнипе те çыхăннă. Кун пек çемьери ачасене шкул-интернатсене, реабилитаци центрĕсене, ятарлă вĕрентỹ заведенийĕсене, тĕрлĕ кану лагерĕсене вырнаçтаратпăр. Ку енĕпе эпир район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмĕпе тата вĕрентỹ пайĕпе пĕрле çине тăрса вăй хуратпăр. Харпăр хăй ачисене тивĕçлипе воспитани парассинчен пăрăнса çỹрекен ашшĕ-амăшĕсене саккун тăрăх явап тыттаратпăр. Кун пеккисем пирки çак вăхăт тĕлне административлă 88 ĕç пуçарса çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссине ярса панă. Ашшĕ-амăш правинчен хăтарма район прокуратурине 7 ĕç тăратнă. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем ачисене çуратаççĕ те вĕсене пăхса çитĕнтерес тесе шутламаççĕ. Ача-пăчана укçа-тенкĕсĕр пурнăç çулĕ çине кăларма йывăррине пурте питĕ лайăх ăнланаççĕ. Анчах та хăшĕ-пĕрисем ачисенчен уйрăм пурăнатпăр тесе-ши алимент укçи тỹлемеççĕ. Пĕр вырăнта ĕçлемесĕр, хăйсен ĕç укçин виçине кăтартмасăр пăрăнса çỹреççĕ. Ку енĕпе районти прокуратура административлă 23 ĕç пуçарнă. Пур ачан та тутлă çиес, лайăх тăхăнас килет. Çак ырлăха аслисем туса памасан, камран пулăшу ыйтмалла-ха пĕчĕккисен? Çапла вара çул çитмен ачасемшĕн пурте пĕрле çине тăрсан кăна вĕсен пурнăçĕ çăмăлланĕ, преступлени çулĕ çине тăрасси те чакĕ. Ачалăх ачаллах ирттĕр.

Е. ГАВРУТЕНКО,

районти шалти ĕçсен пайĕн

çул çитмен ачасемпе ĕçлекен

уйрăмĕн инспекторĕ.



17 ноября 2004
00:00
Поделиться