Чун-чĕре ыйтнипе
o Кĕнеке презентацийĕ
Чун-чĕре ыйтнипе
Кашни çынах çĕр çинче
Телей курма çуралать,
Анчах пурнăç аллинче
Шăпи урăхла вылять.
Çĕр çинче чи хитри - пурнăç, чи хăрушши - вилĕм. Пурнăç вăл - Тăван çĕр-шыв, тăван кил, çемье, тус-тăван, ытарайми тавралăх... Канаш районĕнчи Малтикассинче çуралса ỹснĕ Николай Лаврентьевич Никифоров аслă лейтенантшăн вĕсем пурте хаклă пулнă. Вăл Çĕнĕ Шупашкар хулинчи шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн заместителĕнче вăй хунă. Анчах та пурнăçпа хавхаланса пурăнас ырă ĕмĕт-шухăшне сарăмсăр вилĕм татать. Унăн пуян чун-чĕрине тăхлан ним шелсĕр сăхса аркатать. Паттăр та çирĕп чунлă, вăйлă та хастар чĕреллĕ, чăтăмлă та таса чунлă пулнă Николай Лаврентьевич. Анчах... ырă çыннăн ĕмĕрĕ кĕске теççĕ çав. Николай Никифоров йĕрке хуралĕнче тĕрмерен тухса тарнă хăрушă преступника тытса чарнă вăхăтра паттăрлăх кăтартса пуç хурать. СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1982 çулхи августăн 19-мĕшĕнчи Указĕпе Н.Л.Никифорова Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă Њвилнĕ хыççăнЌ. Районти вĕрентỹ пайĕн методика кабинечĕ йĕркеленипе республикăри Вĕрентỹ институчĕн преподавателĕсем вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем валли Вăрмарти вăтам шкулта 2 эрнелĕх курс ирттерчĕç. Е.Николаева методист, В.Табакова вырăс чĕлхипе литература учителĕ, В.Быков, И.Филиппов музыкантсем, курсри учительсем тăрăшнипе В.Никифоровăн "Я живу как память о тебе" кĕнекен презентацийĕ иртрĕ. Çак мероприятире районти вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, вĕрентỹ пайĕн специалисчĕсем, шкул ачисем Чăваш Республикин Вĕрентỹ институчĕн чĕлхесемпе литература вĕрентĕвĕн кафедрин доценчĕпе, педагогика наукисен кандидачĕпе, "Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята илнĕ, 1982 çулта паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă Н.Никифоров аслă лейтенантăн мăшăрĕпе Вера Николаевна Никифоровăпа тĕл пулчĕç. Вăл вĕрентỹпе воспитани темипе çырнă 23 наука ĕçĕсен, 6 кĕнеке авторĕ, служба тивĕçне пурнăçласа пуç хунă çар çыннисемпе милиционерсен тăлăх арăмĕсемпе ĕçлекен республикăри комитетăн председателĕ. Вера Николаевна Шупашкар районĕнчи Томакасси ялĕнче çуралса ỹснĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн вырăс-чăваш уйрăмне, çак вĕренỹ заведенийĕнчех аспирантура пĕтернĕ. Вăрмарти шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Валентина Табакова, тĕл пулăва ертсе пынă май, ырă кăмăллă, ăшă чунлă, пуян чун-чĕреллĕ В.Никифорова пултаруллă педагог тата ученăй кăна мар, илемлĕ литература каçалăкĕнче те ăнăçлă ĕçленине палăртрĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче В.Никифоровăн хăйĕн юратнă мăшăрне халалланă "Я живу как память о тебе" кĕнеке пичетленсе тухнă. Уява хутшăннă вĕрентекенсем кĕнеке сыпăкĕсене хавхаланса, чĕре патне пымалла вуларĕç. Верăпа Николай Никифоровсен çемйин юратăвĕ, пĕрремĕш ача çуралнин савăнăçĕ, çамрăк мăшăр телей патне ăнтăлни, анчах та хăрушă инкек çемьене пырса çапни, çамрăк хĕрарăм икĕ пĕчĕк ачапа тăлăха тăрса юлни, хуйхă пуснă хĕрарăма пурнăçри йывăрлăхсене, çак пысăк çухатăва чăтса ирттерме пулăшни, вăл вăй-хăват ăçтан илни вулакансен куçĕ умĕнчен экран çинчи пек шуса иртрĕç. Автор кĕнекене илемлĕ чĕлхепе, хĕмленсе тăракан чĕре ăшшипе çырнă. Чуна уçса çырнă кĕнекен тĕп теми - юрату, шанчăклăх, астăвăм. Кĕнекен кашни йĕрки вулаканăн чун-чĕрине хумхантарать, сисмесĕрех куçсем куççульпе тулаççĕ.
"Халĕ ачасем ỹссе çитĕнсе пурнăç çулĕ çине çирĕп тăчĕç ĕнтĕ", - каласа парать Вера Николаевна. - Сашăпа Светлана аслă пĕлỹ илчĕç, çемье çавăрчĕç, хăйсем килĕштерекен ĕçре вăй хураççĕ. Манăн халĕ виçĕ мăнук. Хам - пĕчченех. Николай евĕр çын çук маншăн çутă тĕнчере. Çулсем иртнĕçемĕн вăл маншăн тата çывăхрах, хаклăрах.
Аса илỹсен авăрне путнă Вера Николаевнăн куçĕсем куççульпе тулаççĕ.
"Чун-чĕре ыйтнипе çырăнчĕ çак кĕнеке. Мăшăрăм çук пулсан та уншăн пурăнатăп", - терĕ вăл ыйту хыççăн ыйту паракан вулакансем çине ăшшăн пăхса. Çепĕç кăмăллă, таса чун-чĕреллĕ чăваш хĕрарăмне шкул директорĕ В.Макарова телей, тỹсĕмлĕх, творчествăлла çитĕнỹсем сунчĕ, шкула парнеленĕ кĕнекешĕн тав турĕ.
Е. ЛАРИОНОВА,
Вăрмарти вăтам шкулта
вырăс чĕлхипе литературине
вĕрентекен.