Кавăн йывăрăшĕ - 45 килограмм
o Опытпа практикăран
Кавăн йывăрăшĕ - 45 килограмм
Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Петр Терентьевич Терентьев иртнĕ çул республикăра тухса тăракан "Сад и огород" хаçат ирттернĕ конкурса хутшăнса иккĕмĕш вырăн йышăнса укçан преми илме тивĕçлĕ пулни çинчен район хаçатĕнче çырса пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Хăй çулĕпе çамрăк мар пулин те кăçал та чылай пахча çимĕç туса илчĕ. Сăмахран: пĕр тоннăран кая мар хăяр, виççĕр килограмм пăрăç, баклажан тата ытти те. Вăл, пахча çимĕç ăсти, юлашки вăхăтра сывлăхĕ хавшаса пынипе уйрăмах халăх медицини çинчен хаçат-журналсенче тухакан материалсемпе интересленет. Çавна май килте лартса ỹстерекен хăш культура чирсенчен усăллине вуласа пĕлсе кăçал хăй пахчинче кавăн çитĕнтерчĕ. Кунта çакна палăртса хăвармалла: эпир чылайăшĕ çуркунне çак культурăна çĕр улмипе пĕрле йăран çине лартса хăварма тăрăшатпăр. Тỹрех каламалла, вăл пулса çитеймест.
"Эпĕ кăçал кавăна хам пĕлнĕ пек апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче пленкăран тунă миххе лартса хăвартăм. Май уйăхĕн малтанхи кунĕсенче помидор калчисенчен пушаннă парнике куçартăм. Çиелтен вара пленкăпа витрĕм, - каласа парать хăйĕн опычĕ çинчен Петр Терентьевич. - Тепĕр тĕпне теплицăна кĕтессе лартса хăвартăм, аврине тула кăлартăм. Теплицăн çурçĕр енне хăма çапса тунă стена çумне аврине пĕр метр çỹллĕш çыхса хутăм. Кунта сăмах "Россиянка" сорт пирки пырать. Вăл пысăк ỹсекенни мар. Тымарĕ айне çĕрнĕ тирĕс вартăм. Çакă кавăн сывлăшра çакăнса тăрса çĕр çинче выртса ỹснинчен Њкун пек чухне çĕрме те пултаратьЌ чылай пысăкрах çитĕннине хам туса илсе ĕнентĕм. Çапла ỹстернĕ чухне йышĕ те ытларах пулать, илемĕ те куçа илĕртет. "Сад и огород" хаçат кăçал пысăкрах, йывăртарах кавăн туса илекенсен конкурсне ирттерет". Çак конкурса хутшăнса пултаруллă та ĕçчен пахчаçă П.Терентьев хăй ĕç майĕпе усă курса 45 килограмм таякан кавăн çитĕнтерчĕ Њỹкерчĕк çинчеЌ. Вăл - "Титан" сорт.
"Лартасса ăна малтанхи пекех апрель пуçламăшĕнче лартса хăвартăм, - терĕ çак сорта мĕнле çитĕнтерни çинчен каласа пама тытăнса вăл. - Ỹснĕ май ытлашши çулçисене татсах пытăм. Питĕ ỹссе ан кайтăр тесе аврин вĕçне те ытлашши вăрăмланма памарăм. Çулçисене тата кашни вунă кунран ỹсме пулăшакан "Гуми" препаратпа сапаттăм. Çакна та палăртса хăвармалла: авăра çĕнĕрен пиллĕк тымар яма пулăшрăм. Çапла вара пĕтĕмпе ултă тымарпа çитĕнчĕ кавăн-рекордсмен. Вĕсене ЊтымарсенеЌ кун сиктерсе чăх каяшĕпе шăварса тăтăм. Çĕнĕрен çитĕнтернĕ тымарсем кайран çур метршар тăршшĕ ỹсрĕç.
Çапла вара помидор калчи хыççăн юлнă пушă выртакан вырăнта Њтеплицăн усă курман çурçĕр енчи 20 тăваткал метр çинчеЌ аллă икĕ кавăн Њвĕсенчен пĕри 45 килограмм таяканни ĕнтĕЌ туса илме май килчĕ.
Юлашкинчен пĕр-икĕ сăмах хам çинчен каласа хăварасшăн", - терĕ чăн-чăн пахча çимĕç ăсти. Эпĕ пахча çимĕçпе мĕн ачаранах интересленетĕп. Тупăш илсе укçа тăвассишĕн те мар, темелле. "Хобби" теççĕ-и ăна? Ман шутпа, пурнăçра мĕнпе те пулин кăсăкланни кирлех. Унсăрăн çын чунĕ пушă пучах пекех. Кун пек чухне вăл часах тỹнтерле пулăмсемпе явăçса кайма пултарать. Сăмахран, ĕçке ерет тата ытти те. Пахча çимĕçпе интересленни мана пурăнма, çут тĕнче сывлăшĕпе туллин сывлама пулăшать.
В. МИРОНОВ.
Вăрмар поселокĕ.