Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Тунтикун райадминистрацин ларусен залĕнче иртнĕ район депутачĕсен виççĕмĕш суйлаври çирĕм тăваттăмĕш ларăвне район Пухăвĕн депутачĕсем, поселок, ял администрацийĕсен, райадминистрацин пайĕсемпе управленийĕсен, муниципаллă учрежденисен, федераллă службăсен пуçлăхĕсем хутшăннă.

Кун йĕркинчи ыйтусемпе чи малтанах районăн хăй тытăмлăх пуçлăхĕ А.Егоров паллаштарчĕ, ларăва вăлах ертсе пычĕ.

Пĕрремĕш ыйтупа - районта 2003-2006 çулсенче строительство енĕпе пурнăçламалли районăн социаллă тата экономикăллă Программи мĕнле пурнăçланса пынипе райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ, строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, архитектура, транспортпа çыхăну управленийĕн начальникĕ Н.Яковлев каласа пачĕ. Вăл тухса каланинчен çакă паллă пулчĕ. Çурт-йĕр тăвасси районта çỹллĕ шайра. 2003 çулта кăна 20806 тăваткал метр хута янă, вăл шутран 638 тăваткал метр социаллă çурт-йĕр. Кăçал вара 10 уйăхра мĕн пур финанс çăл куçĕсенчен укçа-тенкĕ уйăрнипе 11161 тăваткал метр çурт-йĕр хăпартнă. "Çамрăк çемье" программăпа кăçалхи январь-октябрь уйăхĕсенче çурт-йĕр хăпартма тата туянма 33 çамрăк çемье 8123,42 пин тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит илме пултарнă. Республикăн 15 процентлă субсидине 26 çемье 1063,5 пин тенкĕлĕх илнĕ. Ку çулталăк лимичĕн 99,3 проценчĕ.

"2010 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ" Программăпа килĕшỹллĕн 2003 çулта каялла тавăрса памалла мар субсидие 20 çемье 2872,8 пин тенкĕлĕх илнĕ. 2004 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çурт-йĕр çавăрма тата туянма 8 çынна 895,630 пин тенкĕлĕх субсиди панă. Кунсăр пуçне ялта тĕпленсе пурăнакан тата ĕçлекен 5 çемье 640,080 пин тенкĕлĕх каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ парасси çинчен свидетельствăсем илме пултарчĕç.

Инженери инфраструктурине аталантарас тĕлĕшпе çĕнĕ урамсенче пурăнакан уйрăм çынсен çурчĕсене электрификацилессипе тăрăшнă. Президент Указĕпе килĕшỹллĕн районти ялсенчи çынсене паха шывпа тивĕçтерес ыйтăва та хускатрĕç.

2004 çулта районта "Вăрмар - Кавал - Пăвакасси - Çиçтĕпе - Чăрăшçырма", "Атайкасси - Энĕшпуç" çулсем тунă, "Вăрмар - Чупай - Энĕшпуç", "Энтрияль - Пăртас - Шăплат" çулсене тĕпрен юсанă. 2004 çулта вырăнти автоçулсене тумалли программăна пурнăçа кĕртнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, автоçулсем тумалли кăçалхи планпа 40 процент пурнăçланă.

Газификаци программине 2003-2004 çулсенче вĕçлеме палăртнă. Районти 50 ялтан 44-шне "кăвак çулăм" çитернĕ, ку 88 процентпа танлашать. 2004 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне уйрăм çынсен кил-çурчĕсене газ кĕртессипе 226 çемье 4933,16 пин тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит илме пултарнă.

Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйтупа - Аслă Çĕнтерỹ 60 çул çитнине халалласа туса ирттермелли мероприятисем пирки райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева каласа пачĕ. Паянхи кун районта Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем - 143, вăрçă инваличĕсем - 57, хаяр çапăçусенче пуçĕсене хунă салтаксен тăлăха юлнă мăшăрĕсем - 73, вăрçăран таврăнса сурансене пула вилнĕ тăлăх салтак арăмĕсем - 384, тылра вăй хунисем - 2132 çын. Вĕсене пулăшас, кулленхи тĕрлĕ ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе Аслă Çĕнтерỹ 60 çул çитнине кĕтсе илессипе чылай ĕçсем туса ирттерме палăртнă.

2004-2006 çулсенче район халăхĕн сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе концепци йышăнса çирĕплетесси çинчен район больницин тĕп врачĕн заместителĕ Н.Васильева тухса калаçрĕ.

2003-2005 çулсенче район халăхне наркологи пулăшăвĕ парассине çĕнетсе лайăхлатасси тата 2004-2006 çулсенче çул çитмен ачасене право йĕркине пăсассинчен сыхлас, профилактика ĕçĕсем ирттерес тĕлĕшпе районăн тĕллевлĕ Программисене çирĕплетрĕç

Кăçалхи 9 уйăхра район бюджечĕ мĕнле пурнăçланса пыни çинчен тата ытти ыйтусемпе районти финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев каласа кăтартрĕ.

Район депутачĕсен Пухăвĕн яланхи комиссийĕн председателĕ В.Николаев район халăхне культурăпа социаллă, сывлăх сыхлавĕн, вĕрентỹ тата ытти енĕсемпе пулăшу пани çинчен отчет туса пачĕ.

Ларура çавăн пекех ытти ыйтусене пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем турĕç. Рйадминистраци пуçлăхĕ А.Егоров район аталанăвĕ пурте пĕр çын пек пулса ĕçленинчен килнине çирĕплетсе утăм хыççăн утăм малалла туса малашлăхшăн кĕрешмеллине пĕлтерчĕ.

В. ГУРЬЕВА.



17 ноября 2004
00:00
Поделиться