Тăван çĕртех канлĕ вырттăр
o Вулакан шухăшĕ
Тăван çĕртех канлĕ вырттăр
Кăçалхи июлĕн 3-мĕшĕнче, 75 çула кайса, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ, техника ăслăлăхĕн кандидачĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, СССР космонавт летчикĕ Андриян Григорьевич Николаев вилсе кайрĕ. Чăвашăн пархатарлă ывăлĕ хăй çуралнă ялтах канлĕх тупрĕ. Унтанпа 4 уйăх иртрĕ ĕнтĕ. А.Г.Николаева пытарнă вырăнта часавай уçас тесе ЧР Министрсен Кабинечĕ йышăннине пур халăх та кăмăлларĕ, сăваплă ĕçе хутшăнма пулчĕ. Чăваш çыннисем мĕн авалтанпах ĕмĕрлĕхех куçне хупнă çыннăн канлĕхне хускатма хушман. Апла пулин те Андриян Николаев космонавтăн хĕрĕ, Елена, ашшĕн ỹтне Шупашкартан илсе тухса Çăлтăр хулине пытарма ирĕк илме Мускаври Пресня районĕн судне тавăç тăратнă пирки хаçатсенче те çыраççĕ, телевиденипе те час-часах кăтартма пуçларĕç. Ку вара пур чăваш халăхне те, Андриян Николаев космонавт летчика пĕлекен çынсене те хумхантармасăр хăвармарĕ. Эпир çакăн пирки хамăр районти хăш-пĕр çынсемпе тĕл пулса калаçса пăхрăмăр.
А.ИВАНОВ, Шăплат ял администрацийĕн пуçлăхĕ. Çуллахи ял спорт вăййисен Пĕтĕм Раççейри V ăмăртăвĕсене хутшăнакансене кайса курма тỹр килчĕ мана. Унта Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ, Андриян Григорьевич Николаев космонавт летчик ăмăртăвăн тĕп судйи тухса калаçнине ăмсанса итлерĕм. Вăл: "Сирĕн пек çамрăк пулнă пулсан хам та тухса чупăттăм", - терĕ чунтанах савăнса. Кам шухăшлама пултарнă-ха çавăн чухне унăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăласса. Вăл вилнĕ тенĕ хыпара илтсен çывăх тăвана çухатнă пекех туйрăм хама. Пур чăваш халăхĕ те республика патриочĕ вăхăтсăр пирĕнтен уйрăлнăшăн чунтанах хурланнине пĕлтерчĕ. Ăна чăваш çĕрĕ çинчех пытарма май килнишĕн хĕпĕртерĕ. Яланлăхах тăван киле таврăнчĕ пирĕн янташ Андриян Григорьевич Николаев. Вăхăт темĕн чухлĕ иртсен те унăн сумлă та пархатарлă ĕçĕ чăваш çыннисемшĕн нихăçан та асран тухмĕ. Шуршăлта çуралса унтах канлĕх тупнă Андриян Николаева ман шутпа хускатма кирлех мар пулĕ. Унăн хĕрĕпе, Еленăпа, пĕр чĕлхе тупма тăрăшмаллах. Вилнĕ çыннăн ỹтне çĕртен кăларни вырăнсăрах. Чăваш халăхĕн кăмăлне пăсни кăна пулĕ тесе шухăшлатăп.
Р.ПАВЛОВА, Вăрмар поселокĕнчи пенсионер. Эпĕ мĕн çамрăкранах сĕтел пукан фабрикинче ĕçлерĕм. Тăрăшнă, ỹркенсе тăман. Çавна пулах патшалăхăн тĕрлĕ ĕçĕсене те хутшăнма тивĕçлĕ пултăм пулĕ. Республикăра иртнĕ партконференцийĕн делегачĕ пулса унта хутшăнтăм. Тăван халăхăн мухтавлă ывăлĕпе А.Г.Николаев космонавт летчикпе сăн ỹкерттерме те тỹр килчĕ Њỹкерчĕк çинчеЌ. Пĕрремĕш хут Андриян Николаевпа çакăн пек çывăх пулма май килни мана питĕ савăнтарчĕ. Ун çинчен пĕрле ĕçлекенсене, каярахпа хамăн ачасене те каласа параттăмччĕ. Сасартăк вăл вилни çинчен хыпар илтсен çемйипех хурлантăмăр. Çỹлти Турă юлашки сăмахне те тăван халăхпа калаçма илсе килнĕ пулĕ ăна. Шуршăла пытарма май килни чăваш халăхĕшĕн пысăк чыс пулчĕ. Халĕ вара темшĕн унăн ỹтне Мускава илсе каясшăн. Вилнĕ çынна хускатма юраманнине, унăн хĕрĕ Елена, тен, пĕлмест те пулĕ. Чăваш çыннисем каланине пуçа хурса, тăна кĕрсен аванччĕ çак çамрăк çыннăн. Пĕр-пĕрне ăнланнине, пĕр-пĕрин кăмăлне хисеплесе пурăннине нимĕн те çитес çук. Туслăх кăна пĕр чĕлхе тупма пулăшĕ. Вил тăпри çине никам та кашни кун каяс çук. Пуç тайса пурăнас тесен хуть Мускавра, хуть Шупашкарта пурăнсан та çавах пулĕ. Анчах та канлĕх тупнă çынна хускатас марччĕ.
М.КУЗЬМИНА, Кĕлкешри вăтам шкулта вĕренекен. Паттăр янташăмăр А.Г.Николаев космонавт летчик чăваш халăхĕнчен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайни пирĕншĕн, Кĕлкеш шкулĕнче вĕренекенсемшĕн, калама çук пысăк хуйхă пулчĕ. Мĕн тăвăн, пурнăçăн хăйĕн саккунĕ. Андриян Григорьевичпа эпир чăннипех те мухтанатпăр. Вăл çамрăксемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулса тăрать. Унăн ячĕпе уçнă музейра пулса курман çын çук та пулĕ. Шуршăлти космонавт музейĕнче эпир пĕрре кăна мар пулса курнă. Халĕ, акă, унăн ỹтне унта пытарнă хыççăн, чылайăшĕ вил тăприйĕ çине çитсе курасшăн. Çакăнта килекен сукмак нихăçан та курăкпа витĕнмĕ. Паттăр ывăлĕпе чăваш халăхĕ ĕмĕрех мăнаçланĕ. Унăн ячĕ ăруран-ăрăва упранасса шансах тăрас килет. Халĕ хĕрĕ - Елена Андрияновна унăн ỹтне чăвашран илсе каясшăн текен хыпар çỹрет. Уншăн та хаклă-ха ĕнтĕ А.Николаев, анчах та пин-пин чăваш ачисемшĕн те чи çывăх çын-çке вăл. Унăн ячĕ кашнин чĕринчех упранĕ.
А. НИКОЛАЕВА
калаçнă.