ỸСЕКЕН ĂРĂВĂН САВĂНĂÇĔШĔН
o Парксемпе садсем ешерччĕр
ỸСЕКЕН ĂРĂВĂН САВĂНĂÇĔШĔН
Халăх валли лайăх пурнăç условийĕсем туса парас тата Чăваш Республикин районĕсемпе хулисен социаллă пурнăçĕпе экономикин комплекслă аталанăвне тивĕçтерес, хуласен, поселоксен тата ялсен сăн-сăпатне, вĕсен экологи, эстетика тата культура лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе ЧР Президенчĕ Н.Федоров çитес 2005 çула "Парксен тата садсен çулталăкĕ" пуласси çинчен пĕлтерчĕ. Тавралăх илемĕшĕн, çырма-çатрасенчи эрозие хирĕç кĕрешсе Аслăчаксем кашни çулах çамрăк хунавсем лартас ĕçе активлă хутшăнаççĕ. ЧР Президенчĕ Указ кăларнă хыççăн йывăç лартассипе пушшех те тăрăшарах ĕçлеме пуçларăмăр. Акă иртнĕ кунсенче ферма таврашĕнче, ун çывăхĕнче 5 пин тĕп йывăç лартрăмăр. Ку ĕçе эпир фермăра вăй хуракан 13 çын пурнăçларăмăр. Хамăрăн тĕп ĕçе вĕçлесен тỹрех йывăç лартма васкарăмăр. В.Григорьева, А.Никифоров, О.Волкова, Н.Никифоров, В.Кириллов, Л.Михайлов, В.Семенова, Н.Васильева, И.Степанова, О.Петрова тата ыттисем те тăрăшулăх кăтартрĕç. Йывăçне çут çанталăка сыхлакан район администрацийĕн пайĕнчи В.Николаевпа Куславккари ял хуçалăх вăрманĕсемпе ĕçлекен аслă мастерĕпе В.Иваншкинпа тачă çыхăну тытса илсе килме пултартăмăр. Ферма çывăхĕнчи карта тытса çавăрнă лаптăкра хыр, чăрăш, каврăç йывăççисем тепĕр темиçе çултан кашласа ỹссе çитĕнекен ăрăвăн савăнăçĕ пуласса çав тери шанас килет.
В. ИЛЬИНА,
ферма заведующийĕ.