Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хисеплĕ çыннăн ячĕ манăçми

o Чыс-сум

Хисеплĕ çыннăн ячĕ манăçми

Вăрмар çĕрĕ хăйĕн ĕмĕрĕнче сахал мар ăслă-тăнлă, ĕçчен, пултаруллă, хисеплĕ çынсем ỹстерсе çитĕнтернĕ. Ырă çыннăн ячĕ нихăçан та вилмест, вăл ял халăхĕн асĕнче ĕмĕрех упранать. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ халăхра: "Ырă çын килет - ырă пулать, ырă çын вилет - ырă ят юлать".

Паян пурăннă пулсан, республика, район шайĕнче паллă çыннăмăр, янташăмăр Иван Михайлович Михайлов кăçал 75 çул тултармаллаччĕ. Анчах, питĕ шел, йывăр чирĕ аптратнине пула хисеплĕ çыннăмăр 1999 çулхи мартăн 16-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайрĕ.

Арапуçсем кăна мар, пĕтĕм район çыннисем Иван Михайловича асра тытаççĕ. Унăн пархатарлă сăнарĕ ĕмĕр-ĕмĕрех çынсен чун-чĕрисенче упранĕ.

Тунтикун, ноябрĕн 15-мĕшĕнче, Арапуçĕнчи историпе краеведени музейĕн çурчĕ çинче паллă çыннăмăра - Иван Михайлович Михайлова халалласа Асăну хăми уçрĕç. Çак ятпа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие район активĕ, шкулта вĕренекенсем, ял çыннисем, хаклă хăнасем хутшăнчĕç.

И.Михайлов тăрăшнипех хуçалăхра социаллă сфера аталанса вăй илнĕ. Арапуç ял Совет территорийĕнче çĕнĕ пĕвесем тунă, районти ялсенчен чи малтан газификаци кĕртнĕ. 450 вырăнлăх вăтам шкул, культура çурчĕ, участок больници, суту-илỹ центрĕ хăпартнă, тирпей-илем, хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе нумай енлĕ ĕç туса ирттернĕ.

Пĕтĕм Союзри тата Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче пысăк çитĕнỹсем тунăшăн "Путь Ильича" колхоз РСФСР Министрсен Совечĕн Хĕрлĕ ялавне çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех КПСС Центральнăй Комитечĕн тата РСФСР Министрсен Совечĕн, ВЦСПСăн, РСФСР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотисемпе Дипломĕсене илме тивĕç пулнă.

1996 çулхи февральтен пуçласа 1998 çулхи апрель уйăхĕччен И.Михайлов "Родина" колхоз председателĕнче тăрăшнă. Çак тапхăрта хуçалăх пысăк çитĕнỹсем тума пултарнă. 1996 çулта гектартан тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 34,9 центнер, çурхи тулă - 40, кĕрхи 60 центнер пуçтарса илнĕ. Пĕр ĕнерен сĕт суса илесси 3275 килогрампа танлашнă. Хуçалăх территорийĕнче 150 пуç выльăх-чĕрлĕх вырнаçмалăх ĕне ферми хăпартнă, пилорама тунă, лавкка уçнă, 1,5 километр газ пăрăхĕсем хывнă...

Обществăпа политика пурнăçне активлă хутшăнса хăйĕн тỹпине хывнă. 1962 çултанпа - ял Совет депутачĕ, 1967 çултанпа - район Совечĕн депутачĕ, КПСС Вăрмар райкомĕн, райпо правленийĕн членĕ. Ăна КПСС Чăваш обкомĕн, çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен республикăри комитетăн членĕ пулма суйланă. Районти председательсен совечĕн председателĕ пулнă.

1978 çулта "Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят панă. КПСС обкомĕн бюровĕн, Чăваш АССР Министрсен Совечĕпе Верховнăй Совет Президиумĕн 1990 çулхи майăн 31-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн ял хуçалăхĕнчи пысăк ĕçсемшĕн, обществăпа политика пурнăçне активлă хутшăннăшăн И.Михайлова Чăваш АССРĕн Паттăрлăхпа Ĕç Мухтавĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ. Район умĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн, ял хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе тухăçлă ĕçленĕшĕн районти депутатсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе ăна "Вăрмар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ" ята панă.

Пухăннисем паллă, хисеплĕ çыннăмăрăн ырă ĕçĕсене асран кăларманнине палăртрĕç, ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ С.Дмитриев, ЧР профессиллĕ писательсен Правленийĕн председателĕ, Чăваш халăх поэчĕ В.Туркай Њвăл И.Михайлова халалланă Асăну хăмине уçма пуçараканĕЌ, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров, Арапуç ял администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Иванов, тулли мар яваплă "Арабоси" агрофирма обществăн директорĕ Г.Тимофеев, шкул директорĕ А.Кузьмин И.Михайлова асăнса нумай ăшă сăмахсем каларĕç, шкул ачисене унтан ырă тĕслĕх илме сĕнчĕç. РСФСР тата Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ В.Мадянов, И.Михайлов хĕрĕ Н.Петрова ырă аса илỹсене хускатса хумхануллă самантсене, унăн нихăçан халăх асĕнчен манăçми ĕçĕсене аса илчĕç. Шкул ачисем паллă çыннăмăра асăнса сăвăсем каларĕç.

Унтан пухăннисем историпе краеведени музейĕнчи И.Михайловăн нумай енлĕ пултарулăхĕпе паллаштаракан "Иван Михайлович Михайлов. 75 çул" ятпа хатĕрленĕ куравпа паллашма пултарчĕç.

В. ГУРЬЕВА.



20 ноября 2004
00:00
Поделиться