Сыхă пулни - чи кирли
o Министерство кунĕ
Сыхă пулни - чи кирли
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Енре пурăнакансемпе тачă, туслă çыхăнура пулса вĕсен кулленхи пурнăçĕнчи ыйтăвĕсене татса парса кăмăлĕсене туллин тивĕçтерес, çынсен пурнăç шайне ỹстерес тĕллевпе мĕн пур тăрăшулăхне парать. Çак тĕлĕшпех ятарласа йышăннă Указпа халĕ кашни уйăхрах халăхпа çывăхрах пулас тĕллевпе кашни районтах Министерствăсен кунĕсем ирттерме йышăннă.
Юнкун йăлана кĕнĕ йĕркепе пирĕн района Шалти ĕçсен министерствин кунне ирттерме Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан В.Яковлев, Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн консультанчĕ Н.Каргин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чăвашметалл" уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ Л.Григорьев килнĕ. Вĕсемпе пĕрле çул çỹревре район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Матвеев, райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн начальникĕ А.Веселовский пулчĕç.
Ĕçлĕ ушкăн чи малтанах Вăрмарти Г.Егоров ячĕллĕ вăтам шкула çул тытрĕ. Шкулти акт залĕнче вĕрентекенсемпе тата 10-11 классенче вĕренекенсемпе тĕл пулу йĕркелерĕç.
Мероприятие райадминистрацин пуçлăхĕ А.Егоров уçса Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕн ĕçне вăхăтлăха туса пыракан, министрăн 1-мĕш заместительне - криминал милицийĕн пуçлăхне В.Яковлева сăмах пачĕ.
Чи малтанах В.Яковлев Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин, подразделенисен ĕçĕ-хĕлĕ, республикăра криминаллă лару-тăру çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Вăл каланинчен çакă паллă пулчĕ: 2004 çулхи 10 уйăхра пурĕ 19 пин те 902 преступлени тунă, 10 пин çын пуçне республикăпа - 152, Вăрмар районĕпе - 56 преступлени.
Саккуна пăснă тĕслĕхсенчен 50 проценчĕ - пурлăха çаратни Њ35 процентЌ, вăрлани, çынна пусмăрласа укçа ыйтни тата ыттисем кĕреççĕ. Çынна тапăнасси те çултан-çул ỹссе пырать. Кăçал 10 уйăх хушшинче 157 çынна пусмăрласа вĕлернĕ. Экономикăпа çыхăннă преступленисен йышĕ те сахал мар Њкоррупци, взятка илнĕ тĕслĕхсем чылайЌ. Урамсенчи преступность Шупашкарта - Чăваш Енĕн тĕп хулинче 61 процентпа танлашать. Ытларах сотовăй телефонсене вăрласси пысăк. Паянхи куна кун пекки 1500 тĕслĕх пулнă.
Право йĕркине пăсса наркотиксем сутнине, упрассине чарасси те йĕркелĕх хуралĕнче тăракансен пĕрремĕш тивĕçĕ. Çакăн йышши преступленисен 62 процентне шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшакансем уçса панă. Кăçалхи 10 уйăхра 120 килограмм ытла наркотик туртса илнĕ, саккуна пăснă çынсене арестлесе явап тыттарнă.
"Паянхи тĕп ыйтусенчен пĕри, - терĕ В.Яковлев, - терроризма хирĕç кĕрешесси, хĕç-пăшал суту-илĕвĕпе аппаланакансене тытса чарасси. Ку енĕпе республикăра пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç туса ирттеретпĕр. Терроризма хирĕç кĕрешекен комисси те йĕркеленĕ, пысăк предприятисенче, ытти обществăлла вырăнсенче хурал ушкăнĕсем те тăратнă. Республикăра "хăрушсăрлăх" акци пырать. Анчах çакна палăртасшăн: пирĕн пурнăç хамăртан нумай килет. Çавăнпа та кашнин тимлĕхĕ, сыхлăхĕ пулмалла. Ку ахаль каланă сăмахсем мар, пурнăçăн паха пĕлтерĕшĕ".
ЧР Шалти ĕçсен министерстви преступленисене уçса парас енĕпе темиçе çул ĕнтĕ федерацин Атăлçи округĕнче лидер шутланать.
Асăрханакана Турă упрать, теççĕ халăхра. Лăпкăлăхпа канлĕхшĕн кашни харпăр хăйĕн сыхă пулмалла, тимлĕхе чылай ỹстермелле. Халĕ йĕри-тавра тискерлĕх хуçаланать, ирсĕрсем саккунсене пăсса мирлĕ халăхăн хăрушсăрлăхне пăсаççĕ, анчах чăн-чăн профессионализмлă пакунлă çынсем хăйсен тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа преступниксене вăхăтра сăнчăрласа тытни, темле кăткăс ситуацисенчен çăмăллăнах тухма пултарни саккуна пăсакансене суд тенкелĕ çине лартма май парать.
ЧР Президенчĕ кăларнă Указсемпе пурин те ĕçлемелле, сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, тирпей-илемшĕн, тăван тавралăх тасалăхĕшĕн пурин те тăрăшмаллине палăртрĕ шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ В.Яковлев. Чи харсăр, шанчăклă, çын хуйхи-суйхине çывăха илекен, усала тỹсме пултарайман каччăсемпе хĕрсене хăйсен специальноçне вĕренме чĕнсе каларĕ.
Унтан ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Л.Григорьев сăмах илсе ачасене лайăх вĕренме, малашлăхри çутă тĕллевсене пурнăçлас тĕллевпе пурăнакансене ăслăлăх гранитне "кăшлама" чĕнсе каларĕ.
Ĕçлĕ ушкăн Кивĕ Вăрмарти кайăк-кĕшĕк фабрикин коллективĕпе тĕл пулчĕ, вĕсен ыйтăвĕсене туллин хуравларĕ. Кивĕ Вăрмар ял администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Эверсков хăнасене хăй çырнă "Старые Урмары: вехи истории" кĕнекине парнелерĕ.
Чупай шкулĕнче Л.Григорьев депутат ачасене компьютер парнелерĕ, вĕренỹ итогĕсемпе савăнтарасса шанчĕ.
В. ГУРЬЕВА.