Вĕсенче - пуласлăх
o Пултарулăх
Вĕсенче - пуласлăх
Ачасемпе çамрăксен районти пултарулăх çурчĕ - ачасене хушма пĕлỹ паракан муниципаллă учреждени. Тĕп шăнăрĕ - ачасене творчествăлла аталантарасси е ача лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртесси, 6-18 çулчченхи вĕренекенсен интересĕсене хушма вĕрентỹ ĕçĕсемпе тивĕçтересси.
Ачасемпе çамрăксен районти пултарулăх çурчĕн никĕсĕ çинче 2004-2005 вĕренỹ çулĕнче туристла краеведени, экологипе биологи, техника, художествăпа графикă, спорт тата ытти юхăмсемпе пурĕ 84 пĕрлешỹ уçма пултарнă.
Ашшĕ-амăшĕсен, ачасен кăмăлĕсене тивĕçтерсе акăлчан чĕлхипе ир калаçма вĕрентес, компьютер техники, спортăн тĕрлĕ енĕсемпе кружоксен йышне ỹстернĕ.
Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчен пуçласа районти пултарулăх çуртĕнче вĕренекенсемпе тĕрлĕ енлĕ мероприятисем ирттереççĕ, район шайĕнче пулса иртекен мероприятисене активлăн хутшăнаççĕ. Экологи пĕрлешĕвĕнчи ачасем пĕлỹ паракан учрежденисемпе пĕрле тачă çыхăнса "Йывăç лартатпăр" экологи акцине хутшăнчĕç, туристла пĕрлешĕвĕсен руководителĕсем пуçарнипе вырсарникунсенче походсене тухса çỹрерĕç, Болдинăра экскурсире пулса курчĕç. Туризм кунне халалласа йăлана кĕнĕ туристсен слетне йĕркеленĕ.
Мĕн пур хаваспа, тулли кăмăлпа ачасем шашкăпа шахмат (руководителĕ О.Вакин), "Макраме" (М.Ильина) кружоксене, сĕтелçи теннисла выляма вĕренме (В.Евгеньев) çỹреççĕ.
Ачасемпе çамрăксен районти пултарулăх çуртĕнче ăста шахматистсене тупса палăртас тĕллевпе, вĕренекенсен Спартакиади шучĕпе, Чăваш Республикин Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн шахмат турнирĕ ирттернĕ.
Л. НИКОЛАЕВА,
ачасемпе çамрăксен
пултарулăх çурчĕн директорĕ.