Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çул-йĕр правилисене пăхăнмалла

o ГИБДД асăрхаттарать

Çул-йĕр правилисене пăхăнмалла

Çул çинче çỹремелли правилăсене çирĕп пурнăçлас тата ку енĕпе профилактикăлла мероприятисене комплекслă туса пырас, çавăн пекех хăрушсăрлăх техникине вĕренсе ăна практикăра ĕçе кĕртессине лайăхлатас тĕллевпе район территорийĕнче "Асăрханăр: ачасем!", "Школа" рейдсем иртеççĕ. Уйăхлăх вăхăтĕнче шкул директорĕсемпе класс руководителĕсен, учительсен тата ашшĕ-амăшĕсен ачасене çул çинче çỹремелли правилăсене лайăх ăнлантарса памалла, асăрхануллă та тимлĕ пулмалли çинчен каласа кăтартмалла.

Районти шалти ĕçсен пайĕн çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн уйрăмĕ автотранспорт хуçисене пурне те çул-йĕр правилисене çирĕп пурнăçламалли, уйăхлăх вăхăтĕнче тимлĕхе татах та ỹстересси çинчен асăрхаттарать.

Çавăн пекех ЧР Шалти ĕçсен министерствин çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн управленийĕ пуçарнипе районта "Çуран çын", "Хăвăртлăх", "Чукун çул", "Хăрушă груз", "Маршрутное такси" рейдсем ирттерет.

Кăçалхи район çулĕсем çинче çул-йĕр правилисене пăснă 1045 тĕслĕх тупса палăртнă. Руль умĕнче ỹсĕр çỹренĕшĕн 120 водителе тытса чарнă. Район территорийĕнче çул-йĕр инкекĕ 20 пулнă, вĕсенче 28 çын аманнă.

Юлашкинчен çакна калас килет. Водительсемпе çуран çỹрекенсем, эсир çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнсан кăна инкексем пулмĕç. Çулсем çинче çỹренĕ чухне тимлĕхе ỹстерĕр.

Н. АЛЕКСАНДРОВ,

районти шалти ĕçсен

ГИБДД уйрăмĕн пропагандăпа

агитаци инспекторĕ.



24 ноября 2004
00:00
Поделиться