Çут çанталăкĕ те хурланчĕ
o Вулакан шухăшĕ
Çут çанталăкĕ те хурланчĕ
"Ỹссен эсĕ кам пулатăн?" - тесе кашни çынранах ыйтнă пулĕ пĕчĕк чух. Арçын ачасене ытларах техника илĕртет. Хăшĕсен водитель, тракторист, инженер, летчик пулас ĕмĕт ачаранах çуралать.
1962 çулта август уйăхĕнче чăваш каччи Андриян Николаев пĕрремĕш хут тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарни пур чăваша та савăнтарни каламасăрах паллă. Эпĕ, 13-ри ача, ун чухне ял халăхĕн кĕтĕвĕнче çỹреттĕм. Тăваттăн пулнă эпир кĕтỹре. Эпĕ чи çамрăкки пулнă май, кăнтăрлахи апат илме аслăраххисем мана яла ячĕç. Кантур çурчĕ умĕнче радио репродукторĕ пурччĕ. Çынсем туллиех пуçтарăнса тăнă. Эпĕ те пырса тăтăм. Унта Шуршăл каччипе А.Г.Николаевпа П.Р.Попович пĕрремĕш хут "Восток-3" тата "Восток-4" спутник-караппа космоса нумай вăхăта тăсăлнă вĕçеве тухни çинчен пĕлтерчĕç. Çак хыпара илтсен ялтан икĕ çухрăмра вырнаçнă кĕтỹ тăракан вырăна еплерех çитсе тăнине те астумастăп. Çитсенех савăнăçлă пĕлтерỹ çинчен ытти кĕтỹçĕсене каларăм. Пурте питĕ савăнтăмăр ун чухне. Савăнмасăр, çын тỹпене хăпартăр-ха. Летчик кăна мар, космонавт. Унтан та маларах летчик ĕçĕ еплереххи çинчен пире, ялти вĕтĕр-шакăрсене, аслисем каласа кăтартнă-ха. Хамăр ял çынни, манăн çывăх тăван И.Эверсков, летчике вĕренсе тухса ĕçленĕ ун чухне. А.Г.Николаев каярахпа, хăйĕн вĕçевĕ хыççăн, "Встретимся на орбите" кĕнеке кăларчĕ. Çав кĕнекене питĕ тимлĕ вуласа тухнăччĕ. Унта А.Г.Николаевăн тăванĕ пирĕн тăванпа, И.Эверсковпа, летчиксен шкулĕнче пĕрле вĕреннине тата И.Эверсков Хĕвелтухăç Çĕпĕре сывлăш çулĕпе пĕрремĕш вĕçнине çырса кăтартни те пур. Каярахпа ỹссе çитĕнсе тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме пуçларăм. "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинче директорта ĕçленĕ хушăра А.Г.Николаев космонавт летчикпе ирттернĕ тĕл пулусенче темиçе хутчен те пулма тỹр килнĕччĕ. Ют çĕр-шывсене кайсан та, хамăрпа паллаштарнă чух, чăваш камне палăртса тỹрех А.Г.Николаев ятне асăнса хăвараттăмăр. Ку пирĕншĕн питĕ пысăк чыс-хисеп пулнă. Мухтавлă çыннăн ячĕпе эпир мăнаçланнă, халĕ те çавах.
Юлашки хут çуллахи ял спорт вăййисен Пĕтĕм Раççейри V ăмăртăвĕсене хутшăнакансене курма кайсан тĕл пулма тиврĕ унпа. Шарлаттарса вăйлă çумăр çăвать пулин те никам та пăрахса каймасть, пурте тăраççĕ. А.Г.Николаев ăмăртăвăн тĕп судйи пулнăччĕ. Вăл та çумăр витĕр тухса калаçрĕ. Чăваш халăхĕ умĕнче юлашки калаçăвĕ пулнине пĕр çын та шухăшлама пултарайман ун чухне. Çанталăкĕ кăна пысăк хуйхăна сиснĕ евĕр куççульне шапăртаттарчĕ те шапăртаттарчĕ. Темле вăй юлашки кунне те тăван халăхĕпе пулмах илсе килнĕ пулĕ ăна, мĕншĕн тесен юлашки сывлăшĕ те кунтах тухрĕ. Ку чăваш халăхĕшĕн калама çук пысăк çухату пулчĕ. Июлĕн 6-мĕшĕнче пур халăх та СССР космонавт летчикне, авиаци генерал-майорне, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинне юлашки çула ăсатрĕ. Хăй ячĕпе хисепленекен музейĕн территоринче яланлăхах вырăн тупрĕ унăн ỹчĕ. Миçе хут пулман пулĕ вăл кунта - халĕ ĕмĕрлĕхех юлчĕ. Хурланчĕ тăван халăх, унăн юлташĕсем, çывăх çыннисем те пĕрле пайларĕç йывăр хуйхăна. Анчах хĕрĕ Елена та, унăн мăшăрĕ пулнă Валентина Терешкова та А.Г.Николаева юлашки çула ăсатма килнисен хушшинче курăнмарĕç. Халĕ вара темшĕн Андриян Григорьевичăн ỹтне кăларса Мускава илсе каясшăн. Чăваш халăхĕн тăван ывăлĕ кунтах юлни, яланах пирĕн хушăра пулни пуриншĕн те хисеплĕ. Елена Андрияновнан халĕ чăннипех те пысăк хуйхă. Тăван ашшĕне çухатни, унпа пĕрле пулас килни канăç памасть ĕнтĕ. Вăл çамрăк. Çак самантра унăн шухăшĕсем те патриотла туйăмпа çыхăнса пыраççĕ пулĕ. Анчах çулсем иртнĕçемĕн вăл та урăхларах шухăшлама пуçлĕ. Хальхи йывăр хуйхăллă самантра йăнăш утăмсем тăвасран сыхланасчĕ, ашшĕн канлĕхне хускатас марччĕ. Вăл чăваш çĕрĕ çинче юлсан Елена Андрияновнашăн нимĕн те начарри пулас çук. Чăваш халăхĕ ашшĕпе мухтаннă пек хĕрĕпе те мăнаçланĕ, унăн ырă кăмăлĕшĕн савăнĕ, ячĕ те ĕмĕрĕпех пирĕн асра пурăнĕ.
Г. ЭВЕРСКОВ,
Кивĕ Вăрмар
ял администрацийĕн пуçлăхĕ.