"Хĕрлĕ ялав" хаçат - район историйĕ
o Подписка-2005
"Хĕрлĕ ялав" хаçат - район историйĕ
Вăхăт калама çук хăвăрт шунă пек туйăнать. Тин çуркуннеччĕ, кĕркунне те иртет, хĕл çитет. Кĕрхи подписка кампанийĕ пуçланни çинчен пĕлтерсе хаçатсенче тăтăшах пĕлтерỹсем тухаççĕ. Хакĕсене кăтартаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, районта тухса тăракан "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн хакĕ, 6 уйăха çырăнас пулсан, 132 тенкĕ. Ытлашши хаклă тесе калас килмест. Калăпăшĕ те пĕчĕк мар, хыпарĕсем те тĕрлĕрен. Ял хуçалăх темисене те тăтăшах çутатаççĕ, ĕçлекен çынсене хисеплени палăрать. "Ял-йыш хисеплет", "Чунра - ырлăх çути", "Хастарлăха ỹстерсе" статьясене вуласан чун савăнчĕ. Кашни ĕçлекен çыннах çакăн пек хавхалантарни вĕсен кăмăлне çĕклет. Ан тив, пĕлччĕр вĕсем çинчен, ачисем, мăнукĕсем вулаччăр, мухтанччăр. Тепĕр темиçе çултан та архивран тупса вулама пулать ăна, мĕншĕн тесен "Хĕрлĕ ялавăн" кашни номерĕ çĕленсе пынă çыхха архива упрама параççĕ. Тĕрлĕ хыпарсен колонкипе те тăтăшах паллашатăп. Мĕнле хыпар кăна пĕлместĕн хаçата вуласа тухсан. Паллакан çынсене çуралнă кунĕсенче саламласа çырни те чуна çĕклентерсе ярать. Район пурнăçне çутатса пыракан хаçата çырăнмасăр юлмастăпах. Вăл районăн историйĕ, питĕ пуян пурлăхĕ.
Г. НАРСОВА,
райадминистрацин архив
пайĕн начальникĕ.