ХАВАСĔ ВИÇЕСĔР
o Ялсен социаллă аталанăвĕ
ХАВАСĔ ВИÇЕСĔР
Чăваш Республикин Президенчĕн Николай Федоровăн "Чăваш Республикин ялĕсене газ кĕртессине вĕçлесси çинчен" Указне пурнăçласа Саруй ялне те ял çыннисем нумайччен кĕтнĕ "кăвак çулăм" илсе çитернĕ.
Саруй ял территорийĕпе 5,812 километр пĕчĕк пусăмлă газ пăрăхĕсем хывнă. Çак ĕçе "Волгогазстрой" уçă акционерлă общество подрядчик пурнăçланă. Хальхи вăхăтра газификаци ĕçне "Вăрмаргазстрой" тулли мар яваплă обществăпа "Чувашсетьгаз" обществăн "Вăрмаргаз" филиалĕ ирттереççĕ.
Палăртнă ялта пурĕ 203 кил, унта 479 çын пурăнать. "Кăвак çулăм" кĕртмешкĕн 63 кил хуçалăхĕнче хатĕрлесе çитернĕ. 115 кил хуçи "çут çанталăк ырлăхĕпе" савăнса усă курма хатĕр.
Яла газ çитнĕ ятпа ирттернĕ савăнăçлă лару-тăрăва райадминистраци пуçлăхĕ А.Егоров, унăн заместителĕ, строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, архитектура, транспортпа çыхăну управленийĕн начальникĕ Н.Яковлев, Урнар ял администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Андреева, "Волгогазстрой" уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ О.Гусев, "Чувашсетьгаз" обществăн "Вăрмаргаз" филиалĕн пуçлăхĕ А.Васильев, "Вăрмаргазстрой" тулли мар яваплă обществăн директорĕ Ю.Соколов тата ял çыннисем хутшăннă.
Ял историне кĕрсе юлмалли пулăма ирттернĕ ятпа хаваслă тата савăнăçлă мероприятие ял администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Андреева уçса райадминистраци пуçлăхне А.Егорова сăмах панă.
Анатолий Иванович Саруй ялне газ çитнĕ ятпа пухăннисене ăшшăн саламласа районăн кулленхи пурнăçĕ, аталанăвĕ, унăн улшăнăвĕсем çинчен каласа панă. Вăрмар районĕнчи ялсене газ кĕртессипе социаллă программа мĕнле пурнăçланса пынипе райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ Н.Яковлев паллаштарнă.
Паллах, хумханусăр, савăнăçсăр иртмест пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Ялта тĕпленсе пурăнакан Н.Алексеева Саруй ял халăхĕ ячĕпе Чăваш Ен Президентне Н.Федорова тав сăмахĕ каланă.
Яла çут çанталăк газĕ çитни Саруйсемшĕн пысăк савăнăç.
Малалла хăнасем ялти Василий Александрович Александров кил-çуртĕнче çут çанталăк газне чĕртнĕ. Кил хуçине Анатолий Иванович Егоров асăнмалăх парне панă. Çак кун тата тепĕр 7 килте "кăвак çулăм" çунма пуçланă.
Республикăри ялсенче газ кĕртесси 34,4 процентпа танлашать пулсан, районта газификаци программине пурнăçласси 2004 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 41,1, ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вара 63 процентпа танлашнă. Чăваш Ен Президенчĕ Николай Васильевич Федоров Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе ирттернĕ черетлĕ планеркăра строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ В.Филатов 2004 çулта Чăваш Республикинче газификаци программи мĕнле пурнăçланса пыни çинчен каласа панинчен çакă паллă пулнă: вăл палăртнинчен паян республикăри 1615 ял хуларан 1436-не "кăвак çулăм" кĕртнĕ. Çакă вара газификаци вĕçлемелли программăна çулталăкра туллин пурнăçлама шанчăк парать.
Республика Президенчĕ çитес çула "Парксемпе садсен çулталăкĕ" тесе палăртнă Указа Саруйсемпе Урнарсем хапăлласа йышăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров ятарласа кăларнă хушăва пурнăçласа ĕç çыннисем, шкул ачисем, пенсионерсем, пĕр сăмахпа, пĕтĕм ял çыннисем çанă тавăрсах çак ĕçе хастаррăн пурнăçа кĕртме пикеннĕ. Тăван тавралăха илем кĕртессипе, парксемпе садсем, сад-пахчасем чĕртессипе, ем-ешĕл газонсем, тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ỹстерессипе ĕçленĕ. Сăмахран, кăçал вĕсем канупа культура паркĕнче 1000 тĕп каврăç, 2000 чăрăш, 100 хурăн йывăççисем лартса хăварма пултарнă, вăл Урнарпа Саруй ялĕсем хушшинче вырнаçнăран икĕ ял халăхĕ те хĕрỹ ĕçе пикеннĕ, пархатарлă та сумлă ĕçе вăраха тăсмасăр йĕркеленĕ.
Çут çанталăк илемне сыхласа хăварас, пуянлăхне упрас тĕлĕшпе 2005 çулта та пысăк калăпăшлă ĕç туса ирттерме йышăннă, тĕрлĕрен йывăçсем лартма, 20000 тăваткал метр ем-ешĕл газонсем чĕртме шутланă. Çак ĕçе апрель-октябрь уйăхĕсенче пурнăçлама тĕллев лартнă.
Тавралăха симĕс тумпа пуянлатас тĕлĕшпе районĕпех сарăлнă юхăма Урнар ял администрацийĕн пуçлăхĕпе "Орнарское" хуçалăхăн руководителĕ йĕркелесе халăха активлăн хутшăнтарма хавхалантарса пыраççĕ.
Халăха паха шывпа тивĕçтермелли Программăна та пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшаççĕ ял пуçлăхĕсем.
Апла-тăк, ялсен кулленхи социаллă аталанăвĕ куç умĕнчех. Аталану вара республика президенчĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ тăрăшнинчен тỹрремĕнех килет. Çапла кăна район çыннисене тивĕçлĕ пурнăç туса парса паянхи çăмăл мар лару-тăрура пурăнма вăй параççĕ.
В. ГУРЬЕВА.