Пĕчĕк ялăн пысăк савăнăçĕ
Пĕчĕк ялăн пысăк савăнăçĕ
Ак паян урăх тĕнче:
Яраç газне Чĕкету ялне,
Кам шухăшланă çавна
Çĕр айĕпе ăшăту килессе.
Пурăнасчĕ тепĕр 10 çул,
Мĕн пулĕччĕ тата пирĕнпе,
Ыррине кĕтет этем
Акă, çитрĕ вăл кунта.
Юрать-ха пур ăслă çынсем,
Ĕçрен пăрăнман ачасем
Тĕлĕнтĕм çавсене пăхса
Тур панă вĕсене халăхпа пурăнма.
Пуçтарăннă ял çынни
Пур ватти те, çамрăкки,
Хаваслă пăхать малалла
Тав тăвать чĕререн савăнса.
Çак сăвă майлă йĕркесем ахальтен çуралман пулĕ Чĕкету ялĕнчи Антонина Кузьминан. Пысăк савăнăç пулчĕ кунта. Районта 35-мĕш ялта "кăвак çулăм" ялкăшса кайрĕ. Ĕмĕрĕпе çак ялта пурăнса, фермăра ĕçлесе пенсие тухнă 5 ача амăшĕ кунта пуçтарăннă çынсене, газа яла илсе çитерме тăрăшакансене тата пулăшакансене пĕтĕм ял халăхĕ ячĕпе чун-чĕререн тав турĕ.
Чĕкету ялĕ район центрĕнчен аякри ялсенчен пĕри. Тахçан кунта та пурнăç кĕрлесе тăнă. Ял вĕçĕнче карап пек темиçе вите тăсăлса ларнă, сысна ĕрчетнĕ, самăртнă. Клубĕ те, магазинĕ те пулнă. Ял урамĕнче ачи-пăчи кĕшĕлтетнĕ. Çуллахи ăшă кунсенче кинемисемпе шур сухаллă мучисем хĕвел еплерех аннине сăнама каçсерен урама тухса ларнă. Халĕ вара ял пушанса юлнăпа пĕрех. Хĕл каçма яла 35-40 килте кăна юлаççĕ, ыттисем ачисем патне хуланалла çул тытаççĕ. Ялта хĕл каçма вутти те кирлĕ, шывне те кайса ăсмалла-çке-ха, çăкăр, ытти апат-çимĕçне туянма юнашар яла çул тытма тивет. Ку вара ватă çыншăн çăмăлах мар.
Юлашки çулсенче пĕчĕк ялсене тĕппипех пĕтме парас мар тесе патшалăх тĕрлĕ енлĕ тăрăшни палăра пуçларĕ. 2003 çулта ЧР Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырура 2003-2004 çулсенче Чăваш Республикинче газ кĕртес ĕç питĕ пысăк калăпăшпа пулса иртмеллине тата ăна 2004 çул пĕтнĕ тĕле вĕçлемеллине палăртнă. Ку енĕпе пирĕн районта та ĕçсем аван пыраççĕ. Акă кăçал, икĕ уйăх хушшинче Чĕкету ялне газ çитсе çунма пуçлани те çакна çирĕплетсе парать. Докуменчĕсене пуçтарса монтаж ĕçĕсене вĕçне çитерме Чулкас ял администрацийĕн пуçлăхĕ, "Чувашсетьгаз" обществин Вăрмарти филиалĕн ĕçченĕсем, "Вăтам Энĕш" тулли мар яваплă общество подрядчик пулса ЊП.Крылов уйрăм предпринимательЌ, район администрацийĕн ĕçченĕсем нумай тăрăшнă. Вĕсен пултарулăхне пулах халĕ кунта газ чĕртме ялта пурăнакансем тата районти, хуçалăхри яваплă çынсем пуçтарăнчĕç.
Цивилизаци вăл - газ тата çулсем. Çул-йĕрĕ лайăх пулсан, кашни килте газ çунсан ял тепĕр хут аталанса вăй илес шанчăк çуралать. Тен, малтанхи вăхăтсенче ялтан тухса кайнисем те каялла таврăнĕç. Ял халăхне ырлăх-сывлăх сунса тухса калаçакансем пурте çак шухăшах çирĕплетрĕç.
Пĕрремĕш хут Николайпа Галина Максимовсен килĕнче "кăвак çулăм" ялкăшма тытăнчĕ. Тепĕр 18 килте монтаж ĕçĕсене вĕçлесен, кĕçех газ çунма тытăнĕ. Пуçламăшĕ пулчĕ, ыттисем те вĕсене курса хăйсен килĕсенче газ çитерессишĕн çанă тавăрсах ĕçлеме пуçлĕç. Камăн ырлăхра пурăнас килмĕ? Чăннипех те савăнчĕ çак кун Чĕкету халăхĕ. Тутлă апат-çимĕçпе те хăналанчĕç, концертне те курчĕç. Ăна Чулкасри Культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕ йĕркеленĕ. Чылайччен савăнчĕ ял халăхĕ. Çакă чăннипех те пĕчĕк ялăн пысăк савăнăçĕ пулчĕ. Ку вара нихăçан та ан вĕçлентĕрччĕ.
А. НИКОЛАЕВА.