Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çитĕнỹсемпе лăпланмаççĕ

o Пахалăх

Çитĕнỹсемпе лăпланмаççĕ

Чăвашпотребсоюз системинчи Вăрмар райповĕ рынок экономикин йывăр тапхăрне, конкуренци вăйлă аталанса пынине пăхмасăрах малалла талпăнса паянхи кун шайĕпе утма тăрăшать. Çакă, паллах, ỹсĕмсен, çитĕнỹсен çăл куçĕ тỹрремĕнех 400 çынран тăракан ĕç коллективĕн тăрăшулăхĕнчен, кооператорсен çаврăнăçулăхĕпе тавçăрулăхĕнчен килет. Ĕçне чунтан парăннă коллектива мал ĕмĕтлĕ, опытлă, пуçаруллă руководитель К.НИКИТИН ертсе пырать. Ахальтен каламаççĕ те ĕнтĕ халăхра: "Хуçи мĕнле, хуçалăхĕ те çапла" тесе.

Паян райпо халăха пулăшу паракан чăн-чăн комплекс пулнă май, производствăна та çирĕп аталантарса пырать. Обществăлла апатлану предприятийĕ, "Вăрмарти çăкăр завочĕ" тата "Нива" тулли мар яваплă обществăсем пахалăхлă продукципе халăха тивĕçтереççĕ. Продукци шанчăклăхĕ çỹллĕ шайра пулни район халăхĕ ăна пысăк хак панинчен лайăх курăнать. Туса кăларнă тĕрлĕ продукцие çынсем райпо лавккисенчен хапăлласах туянаççĕ. Кунта çакна палăртмалла: райпора тăрăшакансем производствăра çĕнĕ оборудованисĕр паха тата конкуренцие тỹсме пултаракан продукци кăларма çуккине лайăх ăнланаççĕ.

Акă, "Нива" тулли мар яваплă обществăнах илер. Кăçал пылак шыв кăларакан цех валли лизингпа çăмăллатнă кредит илсе полиэтиленран (ПЭТ) савăт туса кăлармалли çурма автомат илсе панă. Пылак шыва 14 тĕрлĕ туса кăлараççĕ, "Грушевый" пылак шыв вара райпо лавккисенчен хăвăрттăн саланать. Вĕсен тутлăхĕпе пахалăхĕ çỹллĕ шайра. Çĕнĕ çул валли çĕнĕ йышши "кола" пылак шыв туса кăларасшăн. Паха таварпа, пуян ассортиментпа кăна паян çитĕнỹ тума пулать.

Кондитер цехĕнче тĕрлĕ йышши пылак хатĕрлеççĕ: мармелад, помадка, зефир, желерен хатĕрленĕ пылак изделисем, шерпет, кĕсел, петушоксем, козинаки тата ытти те. Пахалăхлă продукци лавккасенче аван сутăнни куç кĕрет.

"Нивăн" кăлпасси цехĕ 1987 çулта уçăлнăранпах Югослави модулĕпе ĕçлесе паха, шанчăклă продукцие пысăк калăпăшпа туса хатĕрлет. Ассортименчĕ пысăк: кăлпасси изделийĕсем кăна 18 тĕрлĕ ("Кантемировская", "Липецкая", "Сходненская", "Озерская", "Походная", "Мичуринская", "Рассказовская" тата ытти те), сосискăсем, сарделькăсем, тетĕмлетнĕ чăх тухмакĕсем, деликатессем, çурма фабрикатсем тата ытти те. Çакна палăртмалла: продукцие тĕрлĕ хутăшсемсĕр туса хатĕрлеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ семинар-канашлăва ятарласа килнĕ Чăвашпотребсоюз председателĕ В.Павлов продукцие ырласа пысăк хак панă.

В. ГУРЬЕВА.



27 ноября 2004
00:00
Поделиться