Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ПЕРЕКЕТ БАНКĔ - ХАЛĂХШĂН

о Вăрмар Ен: ĕнер, паян, ыран

ПЕРЕКЕТ БАНКĔ - ХАЛĂХШĂН

Пурнăçра укçа-тенкĕ ыйтăвĕ ытларах банкпа çыхăннă. "Банк" сăмаха илтсенех Перекет банкĕ куç умне тухса тăрать. Вăл халăх ыйтăвне тивĕçтерессипе ĕçлет. Юлашки çулсенче банк процесĕсене автоматизацилес, çĕнĕ технологисемпе усă курас енĕпе аталану курăмлă.

Вăрмарти Перекет банкĕн заведующийĕн

С. ХАРИТОНОВĂН калаçăвĕнчен.

"Вăрмарти Перекет банкĕ районта чылайранпа ĕçлет. Малтанхи вăхăтра пирĕн ĕç калăпăшĕ те пысăках пулман. Уйрăм çынсен тата профсоюзсен счечĕсемпе ĕçленĕ. Халĕ вара эпир тĕрлĕ енлĕ вăй хуратпăр. 1995 çулта предприятисемпе, 1998 çулта бюджет организацийĕсен расчет счечĕсемпе ĕçлеме пуçларăмăр. Маларахри çулсенче халăхпа ĕçлеме пире йывăрччĕ, мĕншĕн тесен çурчĕсем пĕчĕк пулнă. Тĕрлĕ енлĕ ĕçлеме тата клиентсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме хăтлă çурт-йĕр те кирлĕ. Ку енĕпе Перекет банкĕн малтанхи заведующийĕ Вера Николаевна Алексеева нумай вăй хунă. Вăл кунта 20 çула яхăн тăрăшнă. Унăн ĕçри пултарулăхĕ куç умĕнче", - терĕç бухгалтери ĕçченĕсем. Пурнăç таппи хăйне май улшăнса пырать. Çапла вара Вăрмарти Перекет банкĕ те урăх çурта - малтанхи вăхăтра расчетпа касса центрĕ пулнă çурта - куçать. Унтанпа ку çурта палламалла мар çĕнетсе улăштарчĕç, тĕпрен юсарĕç. Урамран пăхма та илемлĕ, шала кĕрсен те хăтлă. Пысăк та тирпейлĕ пỹлĕмсенче ырă кăмăллă çынсем ĕçлеççĕ. Акă, тĕслĕхрен, халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен уйрăмра çын татăлмасть тесен те тĕрĕсех. Кам хăйĕн укçине Перекет банкне хурас тет, теприн ĕçлесе илнĕ ĕç укçи кунта куçать, виççĕмĕшĕ пенси укçине илет. Электроэнергишĕн, кил-çурта хутса ăшăтнăшăн тата ытти тĕрлĕ ыйтусемпе килеççĕ кунта. Клиентсемпе ĕçлеме çăмăлах мар. Пурин ыйтăвне те тивĕçтермелле. Кунта ĕçлекенсен вара тỹсĕмлĕхĕ çителĕклех, кашни çыннăн килсе тухакан ыйтăвĕсене тĕплĕн каласа ăнлантармалла.

Юлашки çулсенче çынсем хăтлă та лайăх çуртра пурăнма тăрăшни палăрать. Газне те кĕртеççĕ. Çамрăксем пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Вĕсем уйрăм пурăнма хваттерсем туянасшăн. ЧР Президенчĕ Н.Федоров ку енĕпе вĕсене çăмăллăхсем памалли пирки Указ та кăларчĕ. Çавăнпа та кредит уйрăмĕнче те кашни кун çын тулли хĕвĕшет. Перекет уйрăмĕн заведующийĕ С.Харитонов каланă тăрăх, кăçалхи 10 уйăхра халăха 41 миллион та 419 пин тенкĕлĕх кредит панă. Çамрăксем пĕлỹ патне туртăнаççĕ. Вĕренме укçи-тенки çитмест. Кун пеккисем валли вĕренỹ кредичĕ те пур. "Пĕчĕк бизнес" ыйтăвĕсемпе ĕçлессине те тĕпе хураççĕ кунта. Ятарласа пĕчĕк бизнес кунĕсем йĕркелеççĕ. Предпринимательсене кредит илмелли мелсем пирки тата илнĕ кредитпа мĕнлерех майпа тухăçлăрах ĕçлемелли çинчен ăнлантараççĕ. Укçине илме пулать-ха, ăна вăхăтра татса пырасси вара - чи кирли. Кун пирки те асăрхаттараççĕ. Енчен те кредит илекен парăмсене вăхăтра татса пырать пулсан, тепĕр кредит илнĕ чух чылай çăмăллăхсемпе усă курма пулать иккен.

Ют çĕр-шыв валютипе те ĕçлеççĕ. Ăна сутаççĕ те, илеççĕ те. Хаклă йышши металтан тунă вак укçасем те сутаççĕ. Тепĕр çул кунта банк карттипе ĕçлесси вăя кĕмелле. Ку карттăпа çын хăй ĕçлесе илнĕ ĕç укçине хуть те ăçта кайсан та пĕр-пĕр Перекет банкне пырса укçа илме пултарать. Çакă вара çынна çумра нумай укçа-тенкĕ чиксе çỹрессине çăмăллатать. Хальхи вăхăтра пенсионерсен укçи те Перекет банкне куçать. Вĕсене вăхăтра тỹлесе пыраççĕ. Çак ĕçсене пурне те банкри 36 çын пурнăçласа пырать. Ялсенче 7 филиал: Тикаш, Энĕшпуç, Шăхаль, Пысăк Енккасси, Чулкас, Урнар ялĕсенче. Çурчĕсем пурин те ăшă та хăтлă.

Халĕ коллектива С. Харитонов ертсе пырать. Тĕл пулса калаçнă май унăн ĕçлес хастарлăхĕ пысăкки, малашлăх планĕсем анлă та ĕçлĕ пулни палăрчĕ.

А. НИКОЛАЕВА.



27 ноября 2004
00:00
Поделиться