Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пуçаруллăрах пулма хистет

о Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта

Пуçаруллăрах пулма хистет

Районти паянхи лару-тăру çав-çавах йывăр. Юлашки çулсенче тĕрлĕ сăлтавсене пула районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен пысăк предприятисенчен нумайăшĕ хупăнса ларчĕ, халăхăн пĕртен-пĕр укçа-тенкĕ ĕçлесе илмелли çăл куçне "типĕтрĕç". "Ĕçлемен çын шутра мар" теççĕ халăх хушшинче. Килте кĕрĕк арки йăваласа ларсан малашлăх çинчен шухăшламалли те çук. Ĕçсĕр, тупăш илмелли çăл куçсăр юлнă çынсем таçта инçетре вырнаçнă çĕр-шывăн ют районĕсемпе хулисене вăрăм укçа шырама тухса каяççĕ. Паллă ĕнтĕ, ялсенче ĕç тупма йывăрри çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров çак тĕллевпех ялта пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерме пулăшас тата вĕсен ĕç тухăçлăхне ỹстерес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен Указ кăларнă.

Республикăра халăха ĕçпе тивĕçтермелли ятарлă программăсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ пулин те хальхи вăхăтра ĕç вăйĕ ялтан хулана куçни, çĕр-шывăн инçетри регионĕсене ĕçлеме ятарласа çынсене (урăхла каласан "шабашниксене") пухни куç кĕрет.

Çавăнпа та хальхи вăхăтра çакна пăрахăçлас тĕллевпе çирĕп мерăсем йышăнмалла, ялти çамрăксене вырăнта ĕç тупса пама тăрăшмалла. Çамрăк ăру яла юлсан ялсен социаллă пурнăç аталанăвĕ те пысăк утăмсемпе малалла кайĕ. Паян ял хуçалăхсенче кадрсем çителĕксĕрри лайăх палăрать. Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухса алла диплом илнĕскерсем çук мар, пур вĕсем. Анчах тĕмшĕн-çке тăван яла таврăнса тĕпленсе хуçалăха аталантарассишĕн тăрăшасшăн мар, хуланах юласшăн. Шкултан вĕренсе тухса аттестат илнĕ çамрăк ял хуçалăх енĕпе çыхăнман, ĕç рынокĕ ыйтман специальноçсене суйласа илсе вĕренет. Унтан ĕç вырăнĕсем çуккипе ирĕксĕрех халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра учета килсе тăраççĕ. Çавăнпа та паян ялти ĕç-хĕлпе ял пурнăçĕн илĕртỹлĕхне тивĕçтерес енĕпе çĕнĕлĕхсем кĕртсе ĕç вăйне ял хуçалăх производствине ярас ыйту çине патшалăх уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать, ял хуçалăхне аталантарассишĕн çине тăрать.

Ку енĕпе халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр ĕçченĕсем те активлăх кăтартаççĕ, ял хуçалăх предприятийĕсемпе тачă çыхăну тытаççĕ. 2004 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне центртан 993 ĕçсĕр çын пулăшу ыйтнă, вĕсенчен 746-шĕ - яллă вырăнта пурăнакансем. Паянхи куна учетра 192 çын тăрать, вĕсенчен 131-шĕ - ялсенчен.

Кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 810 çынна ĕçе вырнаçтарнă, вĕсенчен 507-шĕ - ялта тĕпленсе пурăнакансем. 107 ял çыннисене обществăлла ĕçсене явăçтарнă. Вĕренес текен 56 ял çыннине çĕнĕ специальность илме вĕренỹ заведенине направлени панă. Вĕренсе пĕтернĕ 3 çамрăка ял хуçалăх предприятийĕсене стажировкăна янă.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче 380 çамрăк районти ял хуçалăх предприятийĕсене самай пысăк пулăшу панă. Анчах çакăнпа кăна çырлахмастпăр. Çак енĕпе малалла та ĕçлетпĕр. Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕ пурнăçа анлăн кĕрсе пытăр тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăçласа пыма тăрăшатпăр, ялта пурăнакансене ĕçпе тивĕçтересси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Указпа килĕшỹллĕн ялсенче ĕçе йĕркелемелли чи лайăх условисене палăртмалли проекта пурнăçлас енĕпе конкурс ирттерме пăхнă.

Çакă вара вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ял администрацийĕсене пуçаруллăрах ĕçлеме хистет, республикăри ялсенче пин-пин ĕç вырăнĕ тупса пама май парать.

В. НЕСТЕРОВ,

халăха ĕçпе тивĕçтерекен

районти центр директорĕ.



27 ноября 2004
00:00
Поделиться