Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Салтак ячĕ мухтавлă

o Призыв

Салтак ячĕ мухтавлă

Мĕн авалтан Тăван çĕр-шыва тăшмансенчен сыхланă. Вĕсем кĕрсе халăхăн канлĕхне ан сирччĕр тесе тăрăшнă. Сыхă тăракансене салтаксем тенĕ. Салтака чи паттăр яшсене суйласа илнĕ. Вĕсен сывлăхлă, кăмăл енчен çирĕп пулмалла. Ку енĕпе çамрăксене çар комиссариачĕсем, медицина ĕçченĕсем тĕрĕслесе шута илсех пынă, халĕ те çавах. Кашни çулах çуркуннепе кĕркунне çара тивĕçлĕ яшсене салтака илсе каяççĕ. Халĕ кĕрхи призыв пырать. 18 çула çитнĕ, сывлăх енчен тĕреклĕ каччăсем тăванĕсемпе, юлташĕсемпе вăхăтлăха сывпуллашса тĕрлĕ вырăна службăна тухса каяççĕ. Унччен вĕсене медицина работникĕсем хамăр районта та, Канашра та сывлăхĕсене тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Хальхи вăхăтра ку таранччен Чулкас ялĕнчен И.Павлов, Пысăк Енккассинчен - В.Шаланов, Кĕлкешрен - Н.Григорьев, Шăхальтен С.Николаев çĕр-шывăн тĕрлĕ чаçĕсене салтака тухса кайрĕç. Тăванĕсемпе юлташĕсем чăваш ятне çỹлте тытма наказсем парса ячĕç. Ĕçчен чăваш таçта кайсан та аптрасах каймасть. Вĕсем те маттур та хăюллă салтаксем пуласса шансах тăратпăр. Шел пулин те салтака каяссинчен тĕрлĕ майпа пăрăнса юлас текен каччăсем те тĕл пулаççĕ. Сахалах та мар вĕсем. Акă, тĕслĕхрен, Энĕшпуçĕнчи Игорь Петрович Пудриков, Сергей Петрович Волков, Артем Валерьевич Прокопьев, Евгений Викторович Рыгалов, Мăнçырмари Вячеслав Владимирович Фомин, Вăрмар поселокĕнчи Эдуард Валерьевич Недеров, Артем Владимирович Ефимов, Владимир Авенирович Павлов, Александр Анатольевич Иванов, Вениамин Алексеевич Кнни, Павел Владимирович Евгеньев, Павел Васильевич Сергеев, Алексей Валерьевич Гурьев, Сергей Владимирович Иванов, Карăкçырма каччисем - Сергей Петрович Петров тата Александр Петрович Петров, Уйкасри Александр Геннадьевич Яковлев, Сергей Геннадьевич Кириллов, Кивĕ Вăрмарти Руслан Валерьевич Архипов, Арапуçĕнчи Алексей Васильевич Васильев, Тупахри Григорий Васильевич Емельянов.

Çак ачасене районти çар ĕç комиссариатне килме пĕлтерсен те, вĕсем унта пыма васкаман. Енчен те вĕсем хальхи вăхăтра районта пурăнмаççĕ пулсан, мĕнле сăлтава пула çар ĕç комиссариатне килейменни пирки те пĕлтермеççĕ. Хăйсен яваплăхне туймаççĕ. Кашни ачан килĕсенче кам та пулин пурах ĕнтĕ, мĕншĕн пĕлтермелле мар чĕннĕ çĕре килмелли пирки. Чĕннĕ вăхăта районти çар ĕç комиссариатне килмен ачасене пысăк штраф пама тата ирĕкрен хăтарма та пултараççĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн, тăван-пĕлĕшĕсен те хăйсен яваплăхне туйса çар ĕç комиссариатне килмелли çинчен пĕлтерекен хута илсен тỹрех ачасене пĕлтерме тăрăшмалла. Кайран ỹкĕнмелле ан пултăрччĕ.

Салтака каяссинчен хăраса çỹрекен çамрăк малашнехи хăйĕн пурнăçĕнче шикленсе пурăнмалла килсе ан тухтăр.

Н. ЯКОВЛЕВ,

райадминистраци

пуçлăхĕн заместителĕ,

призыв комиссийĕн председателĕ.



27 ноября 2004
00:00
Поделиться