Шкулпа çыхăннă кун-çул
о Династи
Шкулпа çыхăннă кун-çул
Кавал - районти чи пысăк ялсенчен пĕри. Ĕçпе чапа тухнă, ял-йыш хисепне тивĕçнĕ çынсем сахал мар кунта. Вĕсен хушшинче учитель профессине илнисем те йышлă. Акă, Красновсенех илер. Елена Григорьевна 1925 çулта Пăвакасси ялĕнче çуралса ỹснĕ. 1944 çулта Кавалти вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Канашри педучилищĕне заочно майпа вĕренсе пĕтерет. Çиçтĕпери пуçламăш шкулта ĕçлеме пуçлать. Çичĕ çул пĕр улшăнмасăр вăй хурать. Çав вăхăтра Кавалти Вениамин Архипович Красновпа çемье çавăрать. Часах вĕсен Евгения хĕр ача çуралать. Пĕчĕк пепкене те пăхмалла, ĕçе те çỹремелле. 1954 çулта ăна Кивĕ Вĕренер шкулне куçараççĕ. Хăйĕн мĕн пур пĕлĕвне ỹсекен çамрăк ăрăва вĕрентсе ỹстерес ĕçе парать. 1962 çулта хăй ирĕкĕпе Тупахри сакăр çул вĕренмелли шкулта ĕçлеме пуçлать. Каллех пуçламăш классене вĕрентме тытăнать. Кунта вăл 1970 çулччен тăрăшулăх кăтартать. Анчах та хăнăхнă ял хăй патнех туртать. Кавалти вăтам шкул çумĕнчи интернатра вăй хума тытăнать те мĕн пенсие тухичченех унта тăрăшать. Хăй вĕрентсе кăларнă ачасемпе халĕ тивĕçлипе мухтанма пултарать. Сăмахран, В.Ванюков - район больницин тĕп врачĕ, Г.Каланова - Вăрмарти тĕп аптека заведующийĕ, Л.Афанасьева - Шупашкарта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ.
Унăн хĕрĕ - Евгения Вениаминовна амăшĕн çулĕпе каять. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕренсе вырăс чĕлхипе литература учителĕн специальноçне илет. Ăна Кавалти вăтам шкула яраççĕ. Мĕн паян кунчченех, пурĕ 25 çул, тăван шкулта вăй хурать. Ачасене тарăн пĕлỹ парассишĕн ырми-канми тăрăшакан педагога 1993 çулта пĕрремĕш квалификациллĕ категори параççĕ. Вăл вĕрентнĕ ачасенчен çиччĕшĕ учитель профессине суйласа илнĕ, çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçлесе чăваш ятне çỹлте тытаççĕ. Вĕренекенсенчен чылайăшĕ филологипе ирттерекен республикăри тата районти олимпиадăсенче тарăн пĕлỹ илнине çирĕплетсе параççĕ.
1997 çултанпа Е.Григорьева Кавалти вăтам шкул коллективне ăнăçлă ертсе пырать. Шкулта пулса иртекен реформăсене пурнăçа кĕртессишĕн хăйĕн мĕн пур пĕлĕвне, ăсталăхне, вăй-халне парать. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Республикин вĕрентỹ министерстви ăна Кавал шкулне йĕркеленĕренпе 150 çул çитнĕ май Хисеп грамотипе наградăланă.
2002 çул Евгения Вениаминовна асĕнче нумайлăха юлĕ. Çав çулхине ĕнтĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ỹсекен çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас тĕлĕшпе нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн Евгения Вениаминовна Ипатовăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ят панă. Тата ытти наградăсем те сахал мар унăн. Вĕсене педагог хăйĕн ĕçне чун-чĕререн парăннипе, шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынипе тивĕçнĕ.
Ял халăхĕ ăна район Пухăвĕн депутатне суйланă. Вĕсен шанăçне тỹрре кăларассишĕн, наказĕсене пурнăçа кĕртессишĕн çанна тавăрсах ĕçлет ĕçпе хисепе тухнă педагог.
Унăн хĕрĕсем - Оксанăпа Лариса та учитель профессине суйласа илнĕ.
Оксана Вячеславовна ялти вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти патшалăх университечĕн филологи факультечĕн студентки пулса тăрать. Алла диплом илнĕ хыççăн тăван республикăн тĕп хулинчи шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме тытăнать. Пĕр вăхăтрах университетăн юридици факультечĕн каçхи уйрăмĕнче пĕлĕве малалла ỹстерет. Унтан ĕçлеме Мускава куçать. Халĕ вăл "Вечерние новости" хаçатра операторта вăй хурать.
Лариса Вячеславовна Кавалти вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти университетăн филологи факультечĕн чăваш уйрăмне вĕренме кĕрет. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн тăван шкулах таврăнать. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме тытăнать. 2002 çулта ĕçлеме Мускава куçать, рекламăсен фирмине вырнаçать. Кунтах çемье çавăрать.
А. ХОВАНСКИЙ.