Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕшĕн

о ГИБДД пĕлтерет

Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕшĕн

Кăçал ноябрь уйăхĕнче "Чукун çул урлă каçмали вырăн!", "Маршрутлă такси" операцисем иртрĕç.

Чукун çул урлă каçмалли вырăн çынсем массăллăн вилесси, сусăрланасси тата пурлăх тĕлĕшĕнчен пысăк сиен кỹресси патне илсе çитерекен аварисен вучахĕсем пулса тăраççĕ. Çавăнпа водительсемпе ытти çул çỹрекен çынсем питех те асăрхануллă пулмалла.

Асăрханусăррине пулах инкексем килсе тухаççĕ. Вĕсен сăлтавĕ - автотранспорт хатĕрĕсен водителĕсем чукун çул урлă каçмалли вырăнти правилăсене пăсни, çавăн пекех вĕсене техника енчен юсавлă тытса тăмалли нормăсене пăхăнса тăманни. "Чукун çул урлă каçмалли вырăн" операци вăхăтĕнче 7 водителе тытса чарса явап тыттарнă.

Транспорт инспекцийĕн работникĕсем ГИБДД сотрудникĕсемпе пĕрле ирттернĕ ятарлă тĕрĕслевсенче чылай çитменлĕхсем палăрчĕç.

"Маршрутлă такси" ятпа иртнĕ профилактикăлла операцисем вăхăтĕнче водительсене рейс умĕнхи медосмотра кăларманни, автомашинăсене çула тухас умĕн техника енĕпе пăхса яманни палăрчĕ. Пассажирсем турттаракан автотранспортпа пулса иртекен тĕрлĕ пăтăрмахсенчен кашни иккĕмĕшĕ - уйрăм çын харпăрлăхĕнчи автомашинăсемпе çыхăннă. Çул-йĕрсем çинчи ГАЗельсен шучĕ юлашки çулсенче 5 хут ỹсрĕ. Микроавтобуссен рулĕ умне нумай чухне пĕчĕк квалификациллĕ тата кирлĕ чухлĕ стаж пухман, палăртнă маршрутпа тивĕçлĕ стажировка илмен водительсем лараççĕ. Кунсăр пуçне, тупăш нумайрах илес тĕллевпе, турттармалли правилăсене пăсаççĕ, урăхларах каласан, пассажирсене нормăран палăрнинчен ытларах лартаççĕ. Вĕсен хуçисем вара çак йĕркесĕрлĕхсене асăрхамаççĕ те тейĕн.

Вăрмарти автостанцири микроавтобуссем пассажирсене касса урлă билетпа тивĕçтермесĕрех лартса каяççĕ, хакне водительсем хăйсемех палăртаççĕ. Ахаль кунсенче билет хакĕ чакать, уяв кунĕсенче вара тăруках ỹссе каять.

Автотранспорт хатĕрĕсен водителĕсен çуран çỹрекен çынсемпе ачасем патне уйрăмах тимлĕ пулмалла, вĕсене çулпа транспорт инкекĕсенчен асăрхаттарма тăрăшмалла. Сивĕсем пуçланнă май çулсем пăрлакланчĕç, çавăнпа та авари хăрушлăхĕ татах та пысăкланчĕ. Çул-йĕрсем çинчи тирпейлĕхе пăхса тăракансен те хăйсен тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пымалла.

Н. АЛЕКСАНДРОВ,

районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пропагандăпа

агитаци инспекторĕ.



01 декабря 2004
00:00
Поделиться